Либерал-демократсен партийӗн РФ Патшалӑх Думинчи фракцийӗн депутачӗ Дмитрий Носов федераци шайӗнче саккун йышӑнакан ҫак органа журналистсене хӳтлекен саккун проектне ҫитернӗ.
Парламентари РФ Пуҫиле кодексӗн 144-мӗш статйине тӳрлетӳ кӗртесшӗн. Ку статья журналистсен профессилле ӗҫ-хӗлне чӑрмав кӳнипе ҫыхӑннӑскер. Ура хуракан ахаль ҫынсене 80 пинрен пуҫласа 100 пин тенкӗ таран штрафласшӑн, должноҫре ларакансене — 150 пинтен тытӑнса 300 пин тенкӗ таран.
Дмитрий Носов либерал-демократ шучӗпе журналистсене чӑрмав кӳресси юлашки вӑхӑтра час-часах пулать. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсен пуҫтахсенчен хӳтлӗх ҫук тесе шухӑшлать депутат.
Ҫав вӑхӑтрах РФ Президенчӗ ҫумӗнчи этем прави енӗпе ӗҫлекен канаш пайташне Максим Шевченкона журналистсене хӳтӗлессинче штрафсен усси иккӗлентерет. Айӑплисене, ун шучӗпе, пуҫиле майпа явап тыттармалла.