Темиҫе ҫул каялла пирӗн республикӑра хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсем тата ытти хӑш-пӗр категори валли ҫурт-йӗр сахал мар турӗҫ. Ҫурт-йӗр черетӗнче тӑракан ҫемьесем, ҫамрӑк специалистсем тата хысна учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем 2008 ҫултанпа пурнӑҫа кӗрекен программа пулӑшнипе хваттерлӗ пулчӗҫ. Инкеклӗ лару-тӑрӑва лекнисене те патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнче хваттер панӑ.
2013 ҫулхи раштавран хваттерсене туянма ирӗк пачӗҫ. Асӑннӑ фондри хваттер хуҫи пулса тӑрас тесен 10 ҫул таран тӳлесе пурӑнма ирӗк пур. Чӑваш Енӗн ҫурт-йӗр фондӗнчи хваттере илес тесен ҫулталӑкран кая мар пурӑнни кирлӗ.
Кӑҫал ун пеккине пурӗ 196 хваттер сутса республика хыснине 51,2 миллион тенкӗ укҫа пырса кӗнӗ. Кӑҫалхи авӑнӑн 15-мӗшӗ тӗлне Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнче 1790 хваттер шутланать.