Паян пирӗн ҫӗршывра Пӗрлехи суйлав кунӗ, ҫав шутра пирӗн республикӑра та, иртнине пурте пӗлетпӗр. Ҫавна май Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ те суйлав пирки аса илтерет, республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче те суйлавпа ҫыхӑннӑ хыпарсем кӑна темелле паян. Миҫе сехет тӗлне халӑхӑн миҫе проценчӗ суйлава пыни пирки кашни район-хула хыпарласа тӑрать.
Аса илтеретпӗр, паян эпир Чӑваш Енӗн Элтеперне тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене депутатсене суйлатпӑр. 317 муниципалитет пӗрлешӗвӗнче 3746 депутата суйламалла.
Республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗ ирхи сакӑр сехет тӗлне 1184 суйлав участокӗ хӑйӗн алӑкне уҫни пирки пӗлтерчӗ. Тепӗр майлӑ каласан, кашни участоках суйлавҫӑсене йышӑнма хатӗр. Суйлав участокӗсем каҫхи сакӑр сехетчен ӗҫлеҫҫӗ.
Енчен те суйлав участокне шута илме тивӗҫ сӑлтава пула ҫитме май килмесен 14 сехетрен кая юлмасӑр кун пирки хӑвӑр участока ҫырса е сӑмахпа пӗлтермелле, вара киле пырса суйлаттарӗҫ.