Етӗрнери тӗп вулавӑшра вӗтӗ шӑрҫаран тунӑ йывӑҫсем, чечексем куҫа илӗртеҫҫӗ. Вӗсене Етӗрнере пурӑнакан Анна Михайлова тӑхӑр ҫул «ҫитӗнтерет» ӗнтӗ. Унӑн ӗҫӗсене вулавӑша килекенсем курма пултараҫҫӗ.
Малтанах Анна Ҫӗнӗ ҫул валли вӗтӗ шӑрҫаран чӑрӑш хатӗрленӗ. Унтан юман, пилеш «чӗрӗлнӗ». Анна ҫак ӗҫе журналтан пӑхса вӗреннӗ. Пурӑна-киле унӑн аллинче ӗҫ вӗреме тытӑннӑ.
Унӑн килӗнче вӑрман ӳсет темелле. Пур йывӑҫ та — вӗтӗ шӑрҫаран. Анна унран чечексем те, капӑрлӑхсем те хатӗрлет. Анна ку ӗҫе хӑнӑхса пынине ҫӗҫ калать, мӗншӗн тесен унӑн вӗренмелли нумай-ха.
Анна ку ӗҫпе чунӗ ыйтнипе аппаланать. Алӗҫӗпе вӑл мӗн ачаранах кӑсӑкланнӑ. Темиҫе ҫул каялла Етӗрнене Леонид Якубович килсен вӑл ӑна тӗрленӗ картина парнеленӗ. Унччен вӗсем упӑшкипе «Асамлӑх уйӗ» кӑларӑмра пулса курнӑ. Унта вӗсем урапа выляса илнӗ.
Анна малашне вӗтӗ шӑрҫаран пысӑк кӳлепесем ҫыхма вӗренесшӗн.