Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Кире пуканӗ йӑтакансем Йӗпреҫе пухӑнӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 05.09.2015 06:12 | 1566 хут пӑхнӑ
Спорт Юрий Попов
Юрий Попов

Ӗлӗкрех кире пуканӗ йӑтассипе ирттернӗ республикӑри ӑмӑртусенче малти вырӑнсене пуринчен ытларах Елчӗк, Канаш тата Патӑрьел районӗсен атлечӗсем йышӑннӑ тесе пӗлтерет Петр Сидоров. Ҫӗнӗ ӗмӗр пуҫланнӑранпа вара Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке тӑрӑхӗнчи пӑхаттирсем савӑнтарма пуҫланӑ.

Европӑри тата ҫӗршыври турнирсенче ҫӗнтерсе Владимир Петров тӗнче спорт мастерӗн, Артем Васильев, Александр Семеновпа унӑн мӑшӑрӗ Люба Эллина, Джанита Павлова, Марина Федорова тата Андрей Кузьмин Раҫҫей спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ.

Йӗпреҫ поселокӗнчи «Патвар» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче виҫӗ ҫул каялла ҫирӗм районти пӑхаттирсем Чӑваш Енри ял спорт вӑййисенче мала тухассишӗн вӑй виҫнӗ. Пӗлтӗр вара «Патварӑн» залӗнче хамӑр республикӑри тата кӳршӗллӗ регионсенчи 200 ытла атлет «Хыпар» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн Пӗтӗм Раҫҫейри XXXI турнирта тупӑшнӑ.

Паян — Йӗпреҫре тимӗр вӑййине юратакансен черетлӗ пысӑк уявӗ. Кире пуканӗ йӑтассипе ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн, Раҫҫей спорт мастерӗн Юрий Поповӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн республикӑри уҫӑ турнир иртет. Помост ҫине яшсемпе тата хӗрсемпе пӗрле паллӑ кире пуканҫӑсем, Европа тата тӗнче чемпионӗсем тухӗҫ. Ӑмӑрту 11 сехетре пуҫланать.

#Патӑрьел, #Йӗпреҫ, #кире пуканӗ йӑтасси, #ӑмӑртусем, #Елчӗк, #Пучинке

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем