Куççуль


Çутă кӳл хĕрринче


Шăплăхпа киленсе çывăрать çут тĕнче,

Тӳпере кĕмĕл уйăх шăвать.

Тутăрне пĕркенсе çутă кӳл хĕрринче

Пĕр-пĕччен сар пике тунсăхлать.

 

Хăвасем хушшинче сарă кайăк юрлать,

Ун сасси таврана илĕртет.

Эх, мĕн-ма сар пике куççульпе макăрать?

Эх, мĕн-ма шăннă евĕр чĕтрет?

 

Ан шăвар, хĕр-пике, куççульпе çереме.

Ан çунтар эс текех чĕрӳне.

Кирлĕ мар пуль сана çакăнта çӳреме.

Тек ан тух çутă кӳл хĕррине!

 

Вăл килмест сан пата! Урăххи унăн пур.

Юратман вăл сана чĕререн.

Çут кӳлле хупласан мамăкпа шурă юр —

Эс пуçла пурăнма çĕнĕрен!

«Кăн-кăвак куçăмсенчен…»


Кăн-кăвак куçăмсенчен

Шăрçаланса куççуль юхать.

Тен, çамрăк ĕмĕр иртиччен

Шăнкăр-шăнкăр куççуль пулать.

 

Çăлкуç патне çитиччен

Ăш-чикĕм йăлт çунса тухать.

Ĕçĕттĕм те тăраниччен,

Куççуль çаплах шăпăртатать.

 

Ĕçес тесе çăлкуç умне

Пĕшкĕнсенех чун тăвăнчĕ.

Сан ĕмĕлкӳ çăлкуç хумне

Ӳксе çухалчĕ, шăвăнчĕ.

 

Куççулĕпе тăварлансан

Пĕтет çăлкуç шерпечĕ те.

Мĕн пулнине мансам, мансам!

Анчах ан явăн ман тĕлте.

Хĕрарăм куççулĕ


«Арçын алли кирлех çав», — теççĕ,

Арçынсăр юлнă кил-çуртра.

Вăй çитменнишĕн тертленеççĕ,

Вăйне ыйтаççĕ Турăран.

 

Хĕрарăм юхтарать куççулĕ,

Ытла хатарлă ун шăпи.

Савни çухалнă вăрçă çулĕ, —

Çапах кĕтет-ха Салампи.

 

Иртет сисмесĕрех хĕл кунĕ,

Сад пек чечекленет тĕнче.

Пурнасшăн халăхĕ, чĕрчунĕ

Хĕвелĕн ылтăн карринче.

 

Анчах хĕрарăмăн телейĕ

Арканнă иртнĕ вăрçăра.

Эс ху та, тантăшăм, пĕлетĕн, —

Юратнă çын пурнать чунра.

Йĕрес пулсан — ăнланĕччĕç...


Йĕрес пулсан — ăнланĕччĕç,

Йĕрес пулсан — каçарĕччĕç,

Куçран пăхса,

Вăй-хал парса,

Телей енне каçарĕччĕç.

 

Ăнланĕç-ши самантлăха

Куççульсĕр хыт чăтăмлăха?!.

«Ик енче — ик чăнлăх...»


Ик енче — ик чăнлăх.

Варринче — чĕре.

Тĕттĕме çĕнсе

Çунакан чĕре.

 

Ик енче — ик çиçĕм.

Варринче — куççуль.

Вил тăпри çине

Ӳкекен куççуль.

 

Ик енче — ик пурнăç.

Варринче — асап.

Ĕненме, тӳсме

Хистекен асап.