Ахăр самана


Иртĕ-ши çав ахăр самана?


Асăмрах-ха ахăр самана,

Ас илни çырма хистет мана.

 

Элекпе пĕри тухать чапа,

Ăсĕпе-и, хăратать пăспа.

 

Юрласа куллен мухтав юрри

Пысăк чин пулса тăрать тепри.

 

Кĕлтăватпăр аслă пуçлăха,

Куркара шыратăр чăнлăха.

 

Укçапа хаклатпăр туслăха,

Чĕлхене манатпăр, халăха.

 

Хăнана чĕнми пулать тăван,

Пурнăçĕ çапла тăк — мĕн тăван?

Кĕсменсĕр кимĕ


Кĕсменсĕр кимĕ евĕр

Ишетĕп пурнăçра.

Ăçта илсе çитерĕ

Çак ахăр самана.

Эп хамшăн хăрамастăп,

Эп курнă пурăнса.

Ачам çинчен шутлатăп

Шăпишĕн хăраса.

Пире хĕссе çитерчĕ

Еткерлĕх чухăнни.

Мĕскер ăна пĕтерчĕ,

Ăçта эп вăй хуни?

Ытла вылять-çке шанăç,

Таканари шыв пек.

Ăçта эс, чунри канăç,

Ăçта ăшри тӳлек?

Шăвать халь пурнăç тикĕс,

Ун пур-ши тилхепи?

Мĕн-ма-ши кăштах тикĕс

Кусмасть ун урапи?

Кĕсменсĕр кимĕ евĕр

Ишетĕп пурнăçра.

Ăçта илсе çитерĕ

Çак ахăр самана.