Праски Витти


«Праски Витти кăмакара пĕçерчĕ...»


Праски Витти кăмакара пĕçерчĕ

Вĕт-вĕт икерчĕ пек пин-пин ӳкерчĕк:

Шыва пăрахчăр, тислĕк айне печчĕр,

Ниçта нихçан пĕтмест эмаллĕ терчĕ!

«Яташăм, тăванăм, ыр чунăм...»


Халăх художникне В.П.Петрова

 

Яташăм, тăванăм, ыр чунăм,

Чĕлхе тăрринчи пыл тути!

Аташăп, пăлханăп та çунăп,

Тен, юлĕ манран вĕтĕ çунăк —

Эс пултăн чăвашлăх çути!

 

Эс лартнă Юпа — чĕрĕ палăк —

Этемлĕх ăс-халĕн витти:

Чăваш тĕпелне уçрĕ алăк,

Ăнланчĕ хăйне чĕмсĕр халăх...

Çапла пул, чăвашăн Витти!

 

1996, авăн, 17.