Мухаммет Магдеев


Канăçсăр çынсем


Çыран хĕрринче капăр чинар йывăççи мăнаçлăн çĕкленсе ларать. Чул сăрт çинче платан, кипарис, лавр... Ешĕлрех сенкер хумсем çыран хĕррине пыра-пыра çапăнаççĕ те, шутсăр нумай яп-яка вĕтĕ чулсене пĕр чарăнми калаçтарса, каялла чакса каяççĕ. Унтан татах, татах... Инçетре, горизонтра, пĕччен парăс сулкаланать. Тӳпере пĕр пĕлĕт татки те çук. Кунта хăвăн кулленхи ĕçӳсем çинчен пачах манса каятăн, çăмăллăн сывлатăн, юн тымарĕсем тăрăх юн ирĕклĕн çӳрет. Сăвăсем аса килеççĕ. Çакăнта, çак тĕлти тинĕс хĕрринче, Пушкин тăнă. Тинĕс хавхалантарнă ăна. Кунтах Айвазовский хăйĕн чаплă картинисене ӳкернĕ. Çак хумсем çинче силленсе, Дердменд Стамбула кайнă. Тен, хăйĕн «Карап» сăввине вăл шăпах çав вăхăтра, çул çинче, çырнă пуль. Тен, Пушкин çак вĕтĕ чулсем тăрăх утса иртнĕ пуль. Эхер те чулсем калаçма пĕлнĕ пулсан, вĕсем пире темĕн çинчен те каласа панă пулĕччĕç...

Çавсем çинчен шухăшлатăн та, хăвăн тĕп ĕçӳ çинчен манса кайса, поэт, художник, музыкант пулса тăратăн.

— Сирĕн кăçал ящур пулчĕ-и? — кĕтмен çĕртен çакăн пек ыйту илтсен, самантрах тăна кĕретĕн. Мĕнле ящур? Пушкинпа Айвазовские мĕн пирки ящурпа çыхăнтармалла-ха?

Малалла