Альфонс Доде


Ылтӑн пуҫ мимиллӗ ҫын


Хаваслă калавсем ыйтакан пике-майрана.

 

Ырă пикеçĕм, сирĕн çырăвăра вуланă май, манăн чунăм пăшăрхана пуçларĕ. Калавăмсем кăштах салхуллăшăн эпĕ хама хам ӳпкелерĕм, вара паян сире мĕнле те пулин çăмăл шухăшлă, хаваслă калав сĕнме шут тытрăм.

Пĕр шутласан, мĕншĕн хурланас-ха манăн? Эпĕ тĕтреллĕ Парижран инçетре, хĕвеллĕ сăрт çамкинче, иçĕм çырли эрехĕпе тамбуринсен çĕршывĕнче, пурăнатăп. Ман таврара хĕвел те музыка кăна: пĕчĕк кайăксемпе кăсăясем юрра шăрантараççĕ; ирхине шыв чăххисем кăрăлтатаççĕ, кăнтăрла тĕлĕнче — тĕрлĕ шăрчăк чăрăлтатать; унтан кĕтӳçсем шăхличĕ калаççĕ, кĕре ӳтлĕ чипер хĕрсем иçĕм çырли пахчисенче янăравлăн ахăлтатса кулаççĕ... Кунта салхуллă калавсем вырăнлă та мар, çавăнпа манăн пике-майрасем патне илĕртӳллĕ поэмăсемпе юрату калавĕсем çĕклемĕ-çĕклемĕпе ярса парасчĕ.

Анчах та çук çав! Эпĕ Парижран ытла инçетрех мар пурăнатăп иккен-ха. Кун иртмессерен унти йывăр хыпарсем кунта, манăн хырсем патне, вĕçсе çитеççĕ... Акă халĕ те, çак йĕркесене çырнă вăхăтра, эпĕ телейсĕр Шарль Барбара писатель вилнине пĕлтĕм те, мана хурлăх пусса илчĕ.

Малалла