Аветик Исаакян


«Савниçĕм, эп тăпра пулсассăн...»


- Савниçĕм, эп тăпра пулсассăн,

Кам пулăн эсĕ?

 

- Эп çуркунне пулатăп та сана

Чечексемпе витĕп.

 

- Савниçĕм, эп тӳпе пулсассăн,

Кам пулăн эсĕ?

 

- Эп çут хĕвел пулатăп та... асту,

Çунса ан кай.

«Пурнăç! Саншăн кĕрешме эп хатĕр...»


Пурнăç! Саншăн кĕрешме эп хатĕр,

Çирĕп ту пек тăрăп саншăнах.

Аслати кĕрлет-и кĕмсĕр-кемсĕр,

Хăратаймĕ тăвăл та мана.

 

Пĕр-пĕччен юлсан та ӳкĕнместĕп,

Пурнăçа эп сыхлăп яланах.

Чăнлăх ялавне эп ӳкерместĕп, —

Хăратаймĕ çиçĕм те мана.

 

Кам манпа пулас тет, кунта килĕр,

Пурнăçшăн кĕрешĕпĕр пĕрле.

Ушкăнпа, туссемĕр, тытса силлĕр

Тăшмана та йăх-яха пĕрле.

«Çĕрле. Ыйха путсассăн тинĕс...»


Çĕрле. Ыйха путсассăн тинĕс

Тухать, ак, тĕлĕкре тӳрех.

Чупаççĕ хумĕсем пĕр тикĕс,

Ман сурана сиплесшĕн пек.

 

Таçти шур тинĕс кил пек маншăн,

Ют пек тăван çĕршыв кăна, —

Те чĕрери-чунри сураншăн,

Асра, аннеçĕм, эс кăна.

 

Сассу çан тинĕс шавĕ евĕр,

Ялан илтетĕп тĕлĕкре.

Тăван çĕре пырса çитмесĕр

Сипленес çук ман чун-чĕре.

 

Аветик Исаакян

«Çӳл тусен тăррине кунсерен çӳресе...»


Çӳл тусен тăррине кунсерен çӳресе,

Эп тем чухлĕ йĕрсе йӳç куççулĕ юхтартăм.

Çӳл тусен тăрринчи çил-тăман ӳлесе,

Эрленсе йĕнине тĕнчене йăлт каларĕ.

 

Сĕм çĕрле, çеçенхир варринче эп пĕччен.

Эп тахçан макăрни çил пулса кунта çитрĕ.

Питĕ шел — макăрни сан патна çеç çитмен,

Сан чĕрӳ эп епле чĕннине те илтмерĕ.

 

Аветик Исаакян

«Çĕрле, юнашар пахчара...»


Çĕрле, юнашар пахчара

Шур çӳçлĕ хăва макăрать.

Унпа юнашар ват йăмра

Ăна çӳçĕнчен ачашлать.

 

Ирхи çут хĕвел йăл çиçет,

Ăна шевлипе сĕртĕнет.

Ан макăр, тет, хуйхă иртет,

Манпа чух кулни килĕшет.

«Çеçкеленет хитре чечек...»


Çеçкеленет хитре чечек

Çӳл ту хысакĕнче.

Чипер пике кулли пекех

Тӳпе ытамĕнче.

 

Çут уйăх каçхине ăна

Савать савни тесе.

Çут çăлтăрсем çӳлтен ăна

Пăхаççĕ куç хĕссе.

 

Эс мар-ши, тусăм, çав чечек?

Кĕтетĕп эп сана.

Килме пăрахрăн эс текех,

Манасшăн-шим мана.

 

Çанталăк шăрах. Ту çинче

Чечек типсе хăрать.

Çав чечек евĕр пĕр-пĕччен

Савни таçта ларать.

 

Аветик Исаакян

«Хура куçсене курас мар...»


Хура куçсене курас мар,

Хура куçсенче — хура каç:

Пуласлăх, телей пире мар,

Хура куçсенчен тарса кай.

 

Чĕре халь ман юнлă çырма,

Пĕр канăç та çук чĕрене.

Амантрĕ ăна хура куç, —

Хура куçсенчен тарса кай.

«Сив çил шаккать ман хапхана...»


Сив çил шаккать ман хапхана,

Йĕрет вăл хурланса тулта,

Хăйпе пĕрле йĕртесшĕн пуль мана,

Йĕместĕп, пĕччен мар кунта.

Ман ывăл пур, саркайăк пек

Сасси ун илтĕнет мана.

Килех эс, ывлăмçăм, килех!

Тем чухлĕ кĕтнĕ эп сана...

 

Аветик Исаакян, Константинополь, 1911

«Тӳп-тӳр çултан аташрăм эп, тăван...»


Тӳп-тӳр çултан аташрăм эп, тăван,

Ултавлă çул тухатрĕ пуль мана.

Юратăва çухатрăм эп паян,

Ăçта, ăçта шырас халь ман ăна?

 

Тӳп-тур çула тĕтре карать паян,

Тӳпе те çук. Хĕвелсĕр халь тĕнче.

Асап та хĕн ман чĕрере паян,

Çӳретĕп эпĕ хам килте пĕччен.

 

Хаяр çил-тăвăл таврара урать,

Умра кăранклатать çăхан.

Асаплă куçăм шăпчăка курать,

Анчах çунатсăр шăпчăк та паян.