Купрат патша :: Аварсем


Вăрçа пуçлакан вăрăнса вилтĕрех.

Авалхи чăвăшсем калани.

 

Аварсем - пĕтĕм тĕнчене хăратса тăракан питĕ йышлă та хаяр халăх. Питĕ ĕлĕк-авал вĕсем, пăлхарсен йăхĕсем пекех, хунсен патшалăхне кĕнĕ. Ун чухне хунсем Алтай тăвĕсен таврашĕнчи çеçенхирсенче пурăннă. Кайран хунсен пысăк пайĕ, китайсемпе чылай çул çапăçнă хыççăн, анăçалла, Çурçĕр Кавказ таврашĕнчи вĕçĕ-хĕррисĕр çеçенхирсене куçса килнĕ. Хальхи пăлхарсен патшалăхне кĕрекен йăхсем çав хунсен ушкăнĕнче пулнă. Аслă та чаплă Аттил патша ертсе пынипе пĕтĕм анăçри халăхсене çĕнтернĕ, сăпса йăви пек тискер те икĕпитле Рима та хăратса тăнă. Кайран, Аттил сарăмсăр вилсе вăхăтсăр çĕре кĕнĕ хыççăн, вăл йĕркеленĕ патшалăх саланса кайрĕ. Хунсен йăхĕсем каялла, тухăçалла, вĕçĕ-хĕррисĕр çеçенхирсенелле куçа-куçа киле пуçларĕç.

Çав вăхăтра тухăçран аслă юханшыв Атăл леш енне юлнă хунсен йăхĕсем çĕкленсе тухрĕç. Вĕсене авар йăхĕнчен тухнă Тукăлпай хан ертсе пыратчĕ. Вĕсем Çурçĕр Кавказпа Азов тинĕсĕ таврашĕнчи пĕтĕм халăха çĕнтерсе пысăк патшалăх турĕç. Кайран, Тукăлпай ывăлĕ Лупутай ертсе пынипе, анăçри халăхсене хĕссе, Карпат тăвĕсен еннелле куçа пуçларĕç.

Лупутай — çаврака пит-куçлă, хура сăнлă, çирĕп хул-çурăмлă лутака çын. Ăна пурте «кăтра хан» теççĕ.

Лупутай хăйне «çĕнĕрен çуралнă Аттил» тесе калатчĕ. «Аттил пăхăнтарнă халăхсем пурте пире парăнмалла, пире куланай, хырăç-марăç тӳлесе тăмалла, чурасемпе хăрхăмсем памалла!» — тет.

Чăнах та, вĕсене ку тăрăхра пурăнакан вуншар-вуншар халăх парăннă, куланай, хырăç-марăç тӳлесе тăма тытăнчĕç. Вĕсен пин-пин чура та, хăрхăм та. Хăйсене парăннă халăхсене вĕсем пĕрре те шеллесе тăмаççĕ. Кирлĕ пулсан, вăкăр е лаша вырăнне кӳлсе те çӳреççĕ.

Анчах юлашки вăхăтра аварсене кулянтаракан ĕçсем те пула пуçларĕç. Аварсем сисмерĕç те, вĕсем хăварнă Çурçĕр Кавказ çеçенхирĕсене таçтан сиксе тухнă пăлхарсем кĕрсе кайрĕç те хăйсен аслă та чаплă патшалăхне туса хучĕç. Аварсен ханĕ Лупутай пăлхарсен патши патне хырçă тӳлесе тăмалла тесе темиçе те çыру çырса ячĕ. Анчах пăлхарсен патши Купрат хăнк та тумасть. Пачах урăхла, хăйне никама пăхăнман аслă патша пек туять, Лупутая «шăллăм» теме те хăять.

Купрата хăратас, хырçă тӳлеттерес тесе, Лупутай пăлхарсем çине хăйĕн Кĕçĕн çарне те ячĕ. Анчах пăлхарсем хăраса тăмарĕç, хирĕç тухрĕç те аварсен Кĕçĕн çарне çĕмĕрсе тăкрĕç. Ун хыççăн Лупутай темиçе хутчен те пăлхарсем çине тĕрлĕ тамансем ячĕ. Усси пулмарĕ. Пăлхарсем питĕ ăста çапăçаççĕ... Юлашкинчен вара, ним тума аптранипе, Лупутай хăйĕн пĕтĕм çарне пухма хушрĕ.

— Пăлхарсем çине! — терĕ вăл çарпуçĕсене. — Ним юлми çĕмĕрсе тăкатпăр! Çунтарса яратпăр! Никама та шеллемелле мар!.. Чĕрĕ юлнисене чуралăха сутатпăр!..

Аслă çарта — пилĕк таман, урăхла каласан, аллă пин эккел. Вĕсенчен пĕр таманĕ — амрит, пĕтĕмпех тимĕр тум тăхăннă вунă пин эккел. Вĕсен учĕсене те хӳтлевпе витнĕ. Ку тамана паллă çарпуçĕ Такканай ертсе пырать.

Вăрçă çулĕ сине тухас умĕн Такканай ханпа куçа-куçăн калаçас тесе Аслă çурта пычĕ.

— Инçе çула тĕрĕслемесĕр, куç-хăлхасем ямасăр ун пек вăрçа тухса каймалла мар, — терĕ вăл. — Аслă хан, атя-ха, васкар мар. Малтан куç-хăлхасем ярар. Пăлхарсен вăйĕ пирки тĕпчесе пĕлер!..

— Мĕскер калаçан, Такканай? — терĕ хан. — Эсĕ мĕскер, хăраса ӳкмерĕн пуль те?.. Çав ниме тăман пăлхарсенчен...

— Аслă хан! — кӳренчĕ ку ыйтусене илтсен çарпуçĕ. — Хам тамана ертсе, эпĕ миçе вăрçăра кăна пулман ĕнтĕ. Сан чапна, аварсен ырă ятне ӳстерес, пĕтĕм тĕнчене сарас тесе... Нихăçан та хăраса тăман... Пĕр çапăçура та чакса кайман...

— Эппин, халĕ те хăраса ан тар! — хаваслăн кулса каларĕ хан. — Пăлхарсене ним юлми çĕмĕрсе тăкатпăр!..

— Хам таман пирки иккĕленместĕп эпĕ, — терĕ Такканай. — Анчах ытти тамансене шанма пулать-и?.. Çарпуçĕсем иртĕхсе кайрĕç. Çапăçура пĕр-пĕрне пулăшса пымаççĕ. Çапăçу пынă вăхăтрах çаратасшăн та пуясшăн... Вĕсене кура эккелсем те...

— Такканай! — тарăха пуçларĕ хан. — Эсĕ мĕн, хан вырăнне ыйтусем татасшăн мар пуль те?!. Асту, пичче ывăлĕ, пĕртен-пĕр темрук тесе тăмăп эпĕ.

— Çук, аслă хан! — пуçне тайрĕ те Такканай Аслă çуртран кутан чака-чака тухса кайрĕ.

 

Вĕçĕ-хĕррисĕр çеçенхирпе вĕçĕ-хĕррисĕр çар пырать. Ку вăл никам çĕнтерейми çар, аварсен çарĕ. Ăна аслă хан Лупутай хăй ертсе пырать. Çак никам çĕнтерейми çар Аслă Пăлхарстана пырса кĕмелле те ним юлми ишсе-çунтарса ямалла. Чĕре юлнă пăлхарсене пурне те византисене е аякри галлсене чуралăха сутмалла.