Çăкăр чĕлли
— Мĕнле хăмăл? Йĕркипе каласа пар-ха.
Сасартăк тухтăр пичĕ тăрăх çак хутпа пире нимĕн те паманнине ăнкарса илетĕп. Ман умра куççуль тĕтри сиккелет, янкăр тӳпе хĕррипе ярр! та ярр! хĕвел шăвать, ун хĕрлĕ çути тимĕр витнĕ çурт тăррипе ман паталла юхса килет. Эпĕ йĕркипе ăнлантараймастăп. Пирĕн тавра çын пухăннă. Урмăшнă сас кăшкăрни илтĕнет. Эпĕ кăшкăратăп иккен.
— Эпир вилетпĕр! Ĕне усрамасан, эпир вилетпĕр!
Ман ăспуçра хĕл каçĕсенче колхоз улăмне вăрлама çӳрени пăтрашать: улăм ури уй варринче, çил çинче ларать, туртатăн-туртатăн пăрланнă улăма, ху сиксе чĕтретĕн — ак-ак сана хуралçă ярса тытать...
Имренĕскер, тата хытăрах кăшкăратăп. Тухтăр мана çурăмран лăпкать. Ун сăмахĕсем çăра тĕтре витĕр чĕтренсе килеççĕ.
— Хулара пулсан, сан аппуна пĕрремĕш группа паратчĕç. Халь ун алли-ури сывă, ялти ĕçе хутшăнма пултарать тесе ăна виççĕмĕш группа çеç çырса патăмăр.
Ӳссе çитнĕ çынсем йăнашмаççĕ тесе! Эпĕ юхăмне пӳлнĕ чула илсе пăрахасшăн кĕрмешекен пĕчĕк шыв пек антăхса каятăп.
— Тухтăр пичче, ма çапла калан?! Ăна «ухмах Лисук» теççĕ вĕт! Ăнсăр çын ялта епле ĕçлетĕр? Ĕнер ăна анне чĕкĕнтĕр çумлама илсе кайрĕ. Чĕкĕнтĕре çум курăкĕнчен уйăраймасăр вăл пĕтĕмпе туртса кăларнă. Пире бригадир вăрçса пĕтерчĕ! Ĕç кунĕ пама мар, çак сăтăршăн тĕрмене лартмалла сире терĕ...
Сас вăйĕ пĕтрĕ. Эпĕ ĕсĕклесе ятăм. Тухтăр мана хăй çумне пăчăртать.
— Чарăн, пĕчĕкскер, чарăн. Халь каярах юлчĕ, тухтăрсем саланчĕç. Аппуна çитес эрнекун çавăтса кил. Ăна тепĕр хут пăхăпăр. Сăмах паратăп сана: кăçал утă çулатăрах. Ку хутне кунтах хăвар. Аннӳне: «Пурте йĕркеллĕ пулчĕ, хучĕ çине пичет çеç пустараймарăм», — тесе ăнлантар. Халь киле вĕçтерĕр. Каç пулать.
Пит-куçа саппунпа шăлатăп та, иклетнипе сике-сике илекен пуçа ик алăпа тытса, пăрахса хăварнă çăкăра илме чупатăп.
Столовăй алăкне çăрапа питĕрнĕ. Лисук пӳрт çумĕнче ларать.
— Çăкăр ăçта? — кăшкăратăп эпĕ.
Лисук сиксе тăрать те ун-кун пăхкалать. Ун кĕсйи пушшине, аллинче нимĕн те çуккине куç хупса иличчен сăнаса илетĕп.
— Çăкăр ăçта теп?!
Лисук йĕри-тавра темĕскер шырать.
— Пĕ-пĕ-пелместĕп...
Эпĕ столовăй чӳречи патне ыткăнатăп. Чӳрече хашакĕнчен çакланса, çӳлелле кармашатăп: шалта пуш сĕтелсем çеç.
Эпĕ — каллех Лисук умĕнче.
— Çăкăра ăçта чикрĕн?!
Лисук сиксе чĕтрет.
— Пĕлместĕп... Столовăйне хупмалла терĕç те, эпĕ сан хыçранах тухрăм. Çăкăрĕ пирĕн мар вĕт... Вăл сĕтел çинчех юлчĕ...
Таврана хура тĕс карса илет. Куç умне Лисук çеç, çăкăра çухатакан çеç, тăрса юлать.
Эпĕ каллех малалла ыткăнатăп. Ман чышкăсем Лисука лачлаттараççĕ. Ура айĕнчи çĕр тайкаланать. Столовăй пӳрчĕ пĕр çухалать, унтан чӳречисене çиçтерсе çывхарать. Чӳрече рамисем ĕречĕпе ларса тухнă йывăç хĕрессем пек ман ума çитсе тăраççĕ. Каялла чакатăп. Алăсем çав-çавах тăпач муклашкисем пек ывтăнаççĕ. Хурланчăк çинçе сасса илтсен çеç, ал-ура лĕнчĕр кайнипе, эпĕ пӳрт кĕтессине авăнса анатăп. Кивĕ пĕренесем — ыраш çăкăрĕ тĕслĕ, пĕрене хушшинчи мăкран ыраш çăкăрĕ шăрши кĕрет. Эпĕ ыталанă çĕр пичĕ — çăкăр пĕçерме хутнă кăмака тĕпĕ пек— вĕри те асамлă. Çăкăр тĕслĕ таврара ман аппан пичĕ-куçĕ çеç хĕп-хĕрлĕ.
Эпир çавăтăнатпăр та чупатпăр. Сулхăн каç вашăлтатать. Хĕвел анать. Малти тӳпене ылтăн çыранлă, ылтăн шывлă çырмасем евĕрлĕ пĕлĕтсем пăраласа тухнă.
Аслă хиршĕн икĕ хĕрача — çинçе туналлă курăк çеç, хыçран хăвалакан çилпе эпир хытхура пек тайăлатпăр.
Пире хирĕç пĕр çын васкаса килет. Утти — аннен...
Кунĕпе хурланса та ман куç типмен иккен, юлашки тумламсем, ӳте хăпалантармалла вĕрискерсем, анне саппунĕ çине тумлаççĕ.
— Çăкăр илсе çирĕр-и? — ыйтать анне.
Ӳпкере хăй-хăй тăвать, пыра ларнă чăмăрккана çăтса та яраймастăп, сурса та пăрахаймастăп. «Çук, çăкăр çисе пулмарĕ», тес вырăнне урăхла сăмах тухать.
— Çирĕмĕр, — тетĕп.
— Ачам, эс мĕншĕн юнланса пĕтнĕ? — ыталать анне Лисука.
Лисук ман çине пăхса илет те пуçне анне саппунĕпе хупăрлать. Вăл ĕсĕклет, мана ун хулпуççийĕсем чĕтрени курăнса тăрать. Анне ахлатса ярать, пире икĕ аллипе икĕ енчен ыталаса илет.
Куçсем типеççĕ. Ман чун-чĕре пушхир пек ирĕк. Аннене тухтăр хушнине каласа паратăп. Вăл пĕчĕк ача пек савăнса каять, кулать, аппапа иксĕмĕре çĕнĕ кĕпе çĕлесе парасшăн ĕмĕтленет. Хальхинче ку чăн пулассăн туйăнать...
Тĕттĕм пулнă çĕре эпир киле çитетпĕр. Каçхи апат хыççăнах эпĕ çывăрса каятăп. Мана илемлĕ тĕлĕк курăнать.
Анне кăмака хутса янă пек. Эпĕ сĕтел хушшинче урок хатĕрлесе ларатăп пек. Ман кĕнекепе юнашар кăвас чĕресĕ ларать, паш та паш чуста йӳçет.
— Ах, тур-тур! Чуста йӳçсе тăкăнать пуль, — ăшталанать ман анне, кункăрапа çăнăх илсе кĕрет те чуста çăрма пикенет.
Çав вăхăтра кантăкран шаккаççĕ. Эпе чӳрече пăрне вĕрсе ирĕлтеретĕп. Пĕчĕк çавра шăтăкран хăрах куçпа урамалла пăхатăп. Тулта асар-писер тăман тустарать, çил улать. Пирĕн кил умĕнче пĕчĕк çуна сĕтĕрнĕ ушкăн ача тăрать. Вĕсем мана чĕнме килнĕ.
— Еля, кив улăм пуçтарма атя!
Вĕсене эпĕ çапла хуравлатăп:
— Пирĕн лупас тулли утă! Ниçта та каймастăп! Пĕлтĕр те, улăм вăрлама çӳренипех, мĕн чул урок сиктертĕм, «иккĕ» илсе тăтăм. Мана пĕр класра тепĕр çула хăварчĕç. Халь ĕнтĕ эпĕ тăрăшса вĕренетĕп те тухтăра тухатăп! Тухтăра тухсан, сире пурсăра та утă çултаратăп!
Ачасем ман сăмаха те илтрĕç, те илтмерĕç, тулашакан çилпе кĕрмешсе, кĕртсем урлă колхоз авăнĕ еннелле çул тытрĕç. Ашса тухмалла мар юр ал-урана тăлласа ачасене турта-турта антарать. Ашшĕсĕр тăрса юлнă ачасем пĕтĕрĕнекен юр юххи ăшĕнче çухалаççĕ.
Пӳртре ăшă. Вучахри юман кăварĕ çийĕпе кăвак çулăм явăнать. Анне кăмакана çăкăр хывать. Çăкăрĕ ун çаврака мар, чĕлĕ евĕрлĕ. Анне, çăкăрне хăçан кăлармаллине палăртса, сехет çине пăхса илет.
Эпĕ кулатăп. Ман кулă ăшчике ăшă сĕт пек çемçетет. Ман кулă — хаваслăх, çак хаваслăха чăтаймасăр, куçсем куççулленеççĕ, вара эпĕ, чи телейлĕ хĕрача, лĕпсĕрех кайса, куçсене хупатăп.
Эпĕ çăкăр чĕлли пиçсе тухасса кĕтетĕп...
Шухăшсем
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...