Çирĕп алă
Çамрăк чухне
эп шутламан,
пенсионер
пулассине.
Ватăласран та
хăраман –
курнă – мĕн
курассине.
Пĕчĕкренех
пĕлнĕ пулас,
Турă
мĕн чухлĕ панине.
Панă пулсан,
ман мĕн тăвас –
итлеп мĕн
каланине.
Турă çĕр çирĕм
çул парать –
пурне те,
суйламасăрах.
Çын вăл
хăйне хăвалать,
Тур çырнине
пăхмасăрах.
Ку тĕнчерен
тухса кайма
çĕр çирĕм
меслет те пулĕ!
Эх, тытăнаç
çавăртарма!
Пĕтсе пырать
пурнăçăн çулĕ.
Ун пеккине
эпĕ те курнă –
пурнăç саккунĕ
çине сурнă...
Çур ĕмĕрĕм
иртсен кăна
ăнланса илтĕм
эп ăна.
Халь никама та
вĕрентместĕп,
мĕнле пурнассине
сĕнместĕп –
анчах та
хамăн пурнăçа
çавăртăм эп
савăнăçа!
Кунта та пур
çĕршер меслет –
кашни çын
ăна пĕлет!
Улшăнусем
тăвас тесен –
вăйлă шутламалла
çынсен.
Эпир вара
ăслă çынсем –
пуçра – пирĕн
улшăнусем!
Мĕн те пулсан
улăштарма,
ниçта та
кирлĕ мар кайма.
Пĕчĕк кăна
канаш паратăп,
пурнăçа кĕртме
сунатăп.
Хăвна çирĕп
алла ил те –
«ĕçме, туртма
пăрахрăм!» – те.
Çавăн хыççăн
ху та сисместĕн –
пурнăç
улшăнса каять!
Çĕр çирĕм çул
иртсен вилместĕн –
кашни кун
Турă вăй парать.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...