Аса-илӳ
Пĕрре çапла
шухăшласа ларап та –
манăн пуçран
шухăш вĕçсе тухать.
Çав шухăшра
хамăр яла пырап та –
аса-илӳ
манăн умра чупать.
Кайран вара
ăçта кăна пымастăп –
ӳкерчĕксем тухаççĕ
ман умма.
Эп шухăшра
чĕнместĕп, калаçмастăп –
аса илмеллисем
питĕ нумай.
Ял варринче,
пирĕн умра, кӳлĕччĕ –
Лавăр тесе
чĕнетпĕрчĕ ăна.
Пире унта
шыва кĕме юратчĕ –
ăна куратчĕç
йăмрасем кăна.
Кăвакалсем, хурсем
унта ишетчĕç –
никам та пĕр-пĕрне
кансĕрлемен.
Çулсем хыççăн
çулсем çапла иртетчĕç –
эп ун чухне
ватăласса пĕлмен.
Ял хĕрринче –
пуçланнă юханшыв –
пĕчĕк кăна,
хитре кăна Пăла.
Анчах та маншăн
пулнă – пысăк шыв –
вăл, ман шутпа,
тултарнă Атăла.
Çур ĕмĕр иртрĕ
эп тухса кайни –
çак вăхăтра
ватăлса та кайрăм.
Пăла шывне
е Лавăра курни –
маншăн телей!
Шухăшра пуç тайрăм.
Шухăшсем
Which keywords and locations convert bes...
Which keywords and locations convert bes...
Which keywords and locations do you need...
Which keywords and locations do you need...
Is your Chuvash Org website missing out ...
Struggling with low website leads for Ch...
Discover the beauty waiting just for you...
Which keywords and locations do you need...
Want more targeted traffic to your Chuva...
Your chuvash...