Ав, вĕрен Петюкран!


Пĕр ирхине (вырсарникун пулчĕ ку), апат тунă хыçсан, Митюк, вунçичче пуснă çамрăк, шакла пуç, ашшĕ пекех хыткан та тăсланкăскер, чăлан стени çумне çакнă тĕкĕр умне пырса тăчĕ. Малтанах вăл тим хурсах хăйне урлă та, тăрăх та виçкелесе тăчĕ, унтан тутине чалăштаркаласа илчĕ, темшĕн куçне те хавхаллăн пысăклаткаларĕ. Чунĕ каничченех хăйпе киленсен, вăрăм сак çине пырса ларчĕ. Хăй шалпартарах джинс костюмпа, уринче хура пушмак. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, вăл ула кăвак куçне сĕтел хушшинче шапăлтатса-çатăлтатса ларакан шăллĕпе йăмăкĕ çине сивлеккĕн чалăштарчĕ, вара, елперсе:

— Эпĕ авланатăп, — тесе татса хучĕ.

Яр шурă кĕпе тăхăннă ашшĕ, çыра сăн-питлĕ, çилпе кушăрканă, çунса тĕксĕмленнĕ ӳтлĕ Мĕкĕте пичче, кутник сакки çинче çĕнĕ армутирен урай шăлмалли шăпăр майласа ларать. Вăл пуçне палт çĕклерĕ, йăлтăркка хăмăр куçĕсемпе ывăлне ӳпкевлĕн пăраласа илчĕ, анчах, шăлтăр-шалтăрах калама юратманскер, нимĕн те шарламарĕ. «Тата мĕн кĕтмелле-ши санран, шăнăçусăр кӳсерен?..» — тăвăрланса илчĕ вăл ăшĕнче.

Амăшĕ, Кĕтерне инке, вăтам пӳллĕ, тулли ӳтлĕ, çутам хĕрарăм, чăваш тĕриллĕ кĕпе тăхăннăскер, сĕтел пуçтарма чарăнчĕ те, ывăлĕ çине таса тӳпе тĕслĕ куçне ирĕксĕртен çавăрса, хытсах кайрĕ:

— Ай-уй, ма васкатăн ара? Салтака кайса килсен юрĕччĕ хăть.

— Ку манăн проблемă, — кĕлеткине стена çумне тайăлтарса, сивĕ, суя кулă туртăнтарса кăларчĕ Митюк.

— Ара, хĕрĕ кам тата?

— Маюк.

— Çĕпре Кркурин вăталăх хĕрĕ-и?

— Ăхă.

— Ара, качча кайса уйрăлса килнĕскер-иç вăл. Санран виç çул аслă тата… Мĕн, хĕр тупаймастăн-и? — Кĕтерне инке пăсăк кăмăлпах ĕçне малалла тăсрĕ. — Пăх-ха, лешĕ тата, Маюкĕ, çамрăк каччă пуçне епле çавăрса янă... Чикан майри. Сăнĕ-пуçĕпе те чикан майриех те-ха...

— Пирĕн Маюкпа иксĕмĕрен ача пулать.

— Охо-о-о! — хальхинче, куç харшийĕсене çĕклесе илсе, куçне Митюк çине чарăлтарса ывăтса, йĕплĕ, хулăн, мăка сас татса кăларчĕ Мĕкĕте пичче.

Кĕтерне инке, аллинче чашăк-тирĕк тытса, каллех хытса тăчĕ:

— Ача пула-а-ать? Ай-уй... Ара, ма йĕркеллĕ, халăх шутлă тумастăр? Туй туса пĕрлешмесĕрех-и? Çын мĕн калĕ тата... — Кĕтерне инке кӳренĕвĕпе чыхланса тăчĕ, унтан каллех сăмахне сыпса ячĕ. — Ну, юрĕ, ачи пултăр. Пăхкаласа парăпăр. Анчах мĕнле пурăнкалăпăр? Кунта, вăн, шăллупа йăмăку çитĕнсе пыраççĕ, пӳрчĕ пирĕн ахаль те тăвăр. Маюкĕн хăйĕн килте пиччĕшĕпе инкĕшĕ, ачи-пăчи.

— Ку вара сирĕн проблема, — йӳççĕн, чăх-чăх туса, кулса илчĕ Митюк.

Кĕтерне инке вăрăммăн хашлатса илчĕ те чечеклĕ кăвак тутăрĕ вĕçĕпе шывланнă куçне тĕкĕнчĕ:

— Эх, Митюк, Митюк...

Мĕкĕте пиччепе Кĕтерне инке çулсен шучĕпе ватах мар-ха, хĕрĕх урлă каçнăскерсем çеç. Ялта вĕсене ырăпа çеç асăнаççĕ. Мĕкĕте пичче колхоз бухгалтерĕнче ĕçлет, Кĕтерне инке колхозра тăрмашать.

Виçĕ ача вĕсен. Пĕрремĕш ачипе иккĕмĕш ачи, Витюк ятли, хушшинче — вунă çул. Литюкĕ вара, виççĕмĕш ачи, Витюк хыççăн çулталăк çурăран кун курнă.

Çемье çавăрсанах Мĕкĕте пиччепе Кĕтерне инке пĕр ачапах çырлахма калаçса татăлнă-мĕн. Çамрăк мăшăрăн пурнăç пылакĕпе туллин киленсе юлас килнĕ пулинех (Ара ĕнтĕ, ача вăл телей кăна мар, пĕчĕк тăлă та, çĕрĕ-çĕрĕпех ыйхă татни те...). Çавăнпа вĕсем пĕрремĕш ачине куç шăрçине сыхланă пек сыхларĕç, чун-чĕрери юратăва пĕр чĕптĕм юлмиччен ăна çеç парнелерĕç, тулли иртĕхтерчĕç, чи хаклă, хитре çи-пуçпа çӳретме тăрăшрĕç.

Митюк çакна урăхла пулма та пултарайман япала пек шутласа ӳсре, мĕн ыйтнине тивĕçтермесенех, мĕн тăвас тенине тутармасан чун-чĕрине кăларсах макăрчĕ, кутăнлашрĕ, чăкăртăшланчĕ. Мĕн те пулин çĕмĕрет-и, çурать-и, йĕркерен кăларать-и — ашшĕ-амăшĕ курмăш тăвать е çемçен çеç ятлакалать. Майĕпен ĕçе те хăнăхтарса пырасчĕ те ачана — çук çав, кунта та ашшĕпе амăшĕ хăйсене тӳрре кăларма май шырарĕç: «Ĕлкĕрĕ-ха ĕçлеме, ма çамрăк хăвана çамрăклах хуçас».

Ăс-тăн енчен пăхсан та ку ачан шулапĕ витĕнмен, теме çукчĕ ĕнтĕ.

Пĕрремĕшпе иккĕмĕш классенче Митюк, чăнах та, япăхах вĕренмерĕ-ха (ара, шкулта килти пек мар ĕнтĕ, учительсем нихăш ачине те уйрăммăн пуçран ачашламаççĕ). Анчах ку нумая пымарĕ. Виççĕмĕш класрах унăн вĕренӳри тăрăшулăхĕ пач çухалчĕ, хăй «3» тата «2» шайне анса ларчĕ. Килĕнче вара каллех «ача кӳмине» таврăнма, пĕчĕккĕ чухнехи тыткаларăшĕсене çĕнетсе яма пикенчĕ. Хăй патне ан çывхар тата, нимĕн кӳренмелли те ан кала —шăлĕсене шаклаттарса халь-халь çыртса илме хатĕр кашкăр çуринех тухать.

Çавăн чухне тин Мĕкĕте пиччепе Кĕтерне инке, ырă çынсем: «Çемьери пахматсăр юратнă, чамасăр савса ӳстернĕ пĕртен-пĕр ача телей çеç мар, инкек хутаççи те çĕклесе килме пултарать», — тенине асра тытса, татах ача çуратма шутларĕç.

Витюк çурални Митюка, паллах, савăнтармарĕ: ашшĕ-амăшĕ малашне ăна мар, çĕнĕ ачана пуççапма пуçларĕç. Ку чăнах çапла пулса тухрĕ: ашшĕпе амăшĕ халĕ Митюкпа сас хăпартса калаçкалама та, ăна ятлакалама та пуçларĕç. Кĕвĕç вучĕпе çунса, Митюк хăйĕн черчен, вăй-халсăр, çын ĕренкине те кĕрсе çитеймен шăллĕне чĕререн кураймарĕ, ăшĕнче ăна вилĕм те сунчĕ.

Пурăна киле Литюк та çуралчĕ, ăна та хавас пулмарĕ Митюк.

Унăн, Митюкăн, хулăн, таврăнчăк тути нихăçан та ăшă, илĕртӳллĕ кулăпа чечекленмест, тăрăхларах шупка, кӳсе пичĕ саркаланса çуталмасть — вĕсене бронзăранах тунă тейĕн. Ĕçре неккес, чăн-чăн пиçмен пашалу. Хăй выртса тăракан вырăнне те пуçтарма ӳркенет.

Çиччĕмĕш класа куçсан тата, юлташĕпе ялти клубран баян вăрласа тухса, вăрă ятне те илтрĕ. Çавăн чухне те ашшĕ: «Мĕнле ача пултăн эс? Пирĕн йăха никам та нихçан та вăрăпа намăс кăтартман», — тесе, çиллине çĕкленçи çеç турĕ, анчах Митюка пӳрнипе те тĕкĕнмерĕ, унпа шултăран та калаçмарĕ. Çук, хаклама пĕлмерĕ Митюк ашшĕ-амăшĕн ырă кăмăлне. Унсăрăн мĕнле ăнланмалла-ха çакна: Митюк çитĕнсе пынă май унăн пат чĕлхи Çĕрпӳ урлă Канашаллах тăсăлса кайрĕ, тейĕн.

Такама та касса татать вăл. Ашшĕпе амăшĕ мĕн те пулин асăрхаттарса каласанах: «Хăпăр ман çумран!» — тесе тулашса кăшкăрса тăкать. Ĕç хушсан вара: «Вăн, Витюк тутăр!» е «Литюка хушăр», — тет.

Ĕçре мĕнле, вĕренӳре те çаплах пулчĕ Митюк. Мĕн чухлĕ нушаланмарĕç пулĕ унпа ашшĕ-амăшĕ те, учительсем те вăл вăтам классенче вĕреннĕ чух! Тăххăрмĕш класс пĕтеркелесен, Митюк, ашшĕ-амăшĕн ĕнчи çинчен анма васкамасăр, ялтах тĕккеленсе çӳреме, унтан хулана шофера вĕренме тухса кайрĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, вĕренсе пĕтермесĕрех каялла таврăнчĕ. Пĕтрĕ вара çĕмьери тăнă пурнăç: кашни кун хирĕçӳ те харкашу. Пĕтĕмпех укçа пирки. Ашшĕ-амăшĕ халь те ĕнтĕ Митюка, салтака кайиччен çӳресе юлтăр тесе, купса ачи пекех капăр тумлантарчĕç, тутлине илсе çиме укçине те шеллемерĕç, анчах çитĕнсе çунатланнă йăвари кайăк çав-çавах, хăйне çуратнă кайăксем тăрантарасса кĕтсе, çăварне карса çеç ларать. Юлашки вăхăтра Митюк киле ӳсĕр-кукăр та таврăнкалама пуçларĕ.

Пĕррехинче ашшĕпе амăшĕ чăтаймарĕç. «Митюк, — çирĕппĕн тĕллерĕç вĕсем куçĕсемпе аслă ывăлне, — пирĕн те укçа пĕлĕтрен çуса тăмасть. Пирĕн сан хыççăнхисене те ура çине тăратмалла. Эсĕ пĕчĕккĕ мар ĕнтĕ, ĕмĕрех пире шанса пурăнаймăн. Çанна тавăрса ĕçлеме те вăхăт санăн».

Митюк çакна хăй те лайăх пĕлет ĕнтĕ, анчах пурнăç çăкки хăратать ăна, вăл çав çăкка çурăмĕ çине çавăрса хурса йăтса утма хатĕр мар. Çавăнпа юлашки хут хăйĕн «хаклă ача» рольне выляса юлас терĕ: «Пĕлме-е-ен, пĕпме-е-ен манăн аттепе анне çавăн пек хыт кукарсем пулнине», — лаплаттарса хучĕ вăл.

Паян тата çĕнĕ хыпар.

Мĕкĕте пичче ĕçне вĕçлерĕ те шăпăра çӳп кукрине тăратрĕ, сĕвĕрĕнкĕ кăмăлпа ура çине тăчĕ, унтан, Митюк çине пăхмасăрах, пуçне алăк еннелле сулса илчĕ:

— Митюк, атя-ха тула.

Килхушшине тухсан, вĕсем тул карта çумĕнчи вутта татса çурма хатĕрленĕ пĕренесен купи çине пырса ларчĕç.

Çанталăкĕ типĕ, анчах сулхăнрах. Хĕвел тӳпенеллех çĕкленнĕ ĕнтĕ, анчах ăна капмар, çăмламас шупка пĕлĕтсем çăта-çăта илеççĕ.

«Ну, мĕн каласшăн-ха?» тенĕ пек, Митюк сивлек куçĕсене ашшĕ çине хăйăрса, хăтсăр тирĕнтерчĕ. Çемçе кăмăллă, сăпай ашшĕ вара, сăмах пуçламăшне шыраса лараканскер, куçĕсене шухăшлăн çĕр çине ӳкерчĕ те çивĕчлетрĕ.

— Маюк йывăр çын тенине хам та илтнĕччĕ-ха. Чăнах санран-и ачи? — çирĕппĕн ыйтрĕ вăл.

— Хă, — тутине эрешмен карти пек кулă çакса ячĕ Митюк, — камăн пултăр тата? Маюк хăй çапла каларĕ.

— Ах, йĕркеллĕ пулаймарĕ, йĕркеллĕ пулаймарĕ. Маюка чăннипех юрататăн-и?

Митюк тутин сулахай кĕтессине чалăштарса илчĕ, пĕр супка чĕнмесĕр ларчĕ, вара веле-селе сас кăларчĕ:

— Пĕлместĕп.

Халĕ ашшĕ тем çинчен шухăш çавăрттарса ларчĕ.

— Митюк, — пуçларĕ вăл пусăрăнчăк саспа, — юратусăр çемье тытăнса тăраймасть, ан ман çакна. Тата çакна ас ту: пирĕн йăхра темиçе хут авланнă арçын пулман. — Мĕкĕте пичче каллех тăхтав турĕ, вара хăй шухăшне татăклăн палăртма шутларĕ: — Авланасах тетĕн пулсан, хăвăра арăмупа выртса тăма вырăн хатĕрлемелле пулать. Аннӳ тĕрĕсех каларĕ: пирĕн пӳртре тăвăртарах икĕ çемьене, хăвах куратăн. Тен, тул енчен кирпĕчрен купаласа, пӳрт çумне килхушшинелле тепĕр пӳлĕм хăпартмалла?..

Çапла сăмах ваклакаласа-тимлешсе ларнă вăхăтра вĕсен умнех тĕклĕ ураллă автан пырса тăчĕ. Мăнтăркка, кĕрнеклĕ хăй. Пĕсехине ылтăн шывпах сăрланă тейĕн. Хырăмĕ айнелле, çунаттисем çинелле çав «шыв» йăлтăртатакан йăмăх хĕрлĕ, хура сăрăна куçса «юхса» анать. Киккирикĕ те, тĕпекки те йĕпкĕн хĕрлĕ.

Автан, пуçне апла та капла чалăштаркаласа, малалла ывăткаласа, пиçсех çитмен хĕрлĕ хурлăхан пек куçĕсемпе хуçисене тĕсесе пăхкаласа илчĕ (сывлăх сунчĕ пулинех?), вара пуçне пĕкрĕ, çӳп-çапа ывăткаласа, тусан çĕклесе, чавкалама пуçларĕ. Чавкаласа илет те çав вырăнта тем шырать. Сасартăк вăл пуçне çĕр çинчен кăштах çĕклерĕ те пĕр çемĕллĕн кăтлатма пуçларĕ:

— Кăт-кăт-кăт! Кăт-кăт-кăт-кăт-кăт-кăт! Кăт-кăт-кăт-кăт-кăт-кăт!

Ак вăл çĕр çинчен тулă пĕрчи сăхса илчĕ, анчах çăтса ямарĕ.

Çакă пĕтĕмпех Мĕкĕте пиччепе Митюк умĕнче пулса иртрĕ, анчах çынсем ăна, кашни чĕрчунăн хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ тесе, хальлĕхе хăйсен ăс-тăнĕ çывăхнех ямарĕç. Мĕкĕте пичче çеç ăшра автана «маттур!» тесе мухтаса илчĕ, вара вăлах калаçăва малалла тăсрĕ:

— Кирпĕчне илме укçи сахалтарах-ха. Колхозĕнче те, вăн, юлашки çулсенче ĕç укçине вăхăтра парайми пулчĕç. Ну, Митюк, ĕç тупса патăн та вара эс пире аннӳпе иксĕмĕре. Ас ту, хăвăн та тар кăларсах ĕçлемелле пулать...

Мĕкĕте пичче ывăлĕ, килĕшсе, «ăхă» е «юрĕ» тесе каласса кĕтнĕччĕ, анчах лешĕ нимĕн те шарламарĕ.

Çав вăхăтрах автан патнелле унтан та кунтан чăхсем чупа пуçларĕç. Чи малтан картишне урамран хапха айĕпе хĕсĕнкелесе кĕнĕ чăпар чăх сулланкаласа чупса-вĕçсе çитрĕ. Автан ăна çăварĕнчи тулă пĕрчине çĕр çине хурса пачĕ. Чăпар чăх çавăнтах ăна сăхса çăтса ячĕ те ытти чăхсемпе пĕрле автан хатĕрленĕ апата пикенчĕ. Ку тĕлти мĕн пур çимеллине пĕтĕмпех тасатсан, чăхсем васкамасăр, унта-кунта таккакаласа, саланма пуçларĕç.

Тинех автан хăйĕн вăхăтне кĕтсе илчĕ пулас: леш чăпар чăх патне хăюллăн утса пычĕ те, тĕпеккинчен çепĕççĕн «чуптуса» таптаса илчĕ. Хăйĕн тĕп тивĕçне питех те шеп турĕ вăл. Çакăн хыççăн чăпар чăх, кăмăллăн ка-а-а-ка-ка-ка-ка-ка какаласа, аякалла пăрăнчĕ. Хыççăнах автан патне татах икĕ чăх çывхарчĕç...

Çакна курса-тимлесе, Мĕкĕте пичче сасартăк пичĕ-куçĕпе суталса кайрĕ: тĕлĕнмелле вăрттăн, ырă шухăш çунатлантарса ячĕ ăна.

— Ав, кур, Митюк, вĕрен Петюкран! — хăпартланса аллине автан çинелле ывăтса илчĕ вăл. — Петюк малтан маткисене тăрантарчĕ, вĕсен кăмăлне çĕклерĕ, вара тин хăйĕн йăх тăсас инстинктне-кăмăлне ирĕке ячĕ. Вăт чăн-чăн арçын! Чăн-чăн арçын çемье çавăриччен пулас арăмне ирĕклĕ, тулăх пурăнма, ача-пăча çуратма, ăна пăхса ӳстерме майсем туса парать, кайран тин авланать. Санăн вара, Митюк, хальлĕхе йăлтах кутăнла пулса пырать...

Митюк, куçне автан çинчен илмесĕр, ашшĕ сăмахĕсен тăшшине шĕкĕлчесе, ăна ăша хывса, хăй пурнăçĕнче пĕрремĕш хут тарăн шухăша путрĕ...

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Галина Зотова (2023-03-05 19:43:17):

Митюк, куçне автан çинчен илмесĕр, ашшĕ сăмахĕсен тăшшине шĕкĕлчесе, ăна ăша хывса, хăй пурнăçĕнче пĕрремĕш хут тарăн шухăша путрĕ...

Шухăша путнă пек кăна турĕ пуль-ха. Халь тин йĕркеллĕ этем пулаймасть кун пек çынран. Çирĕп арăм аллине лексен, лешĕ ертсе пырсан кăна пурăнанçи тăвĕç, анчах та ĕмĕр тăршшипех ашшĕ-амăшĕн нуша курмалла. Ачана вăхăтра воспитани памалла. ачашласа ӳстерес çук, Хальхи ача-пăча ытларах ашшĕ-амăшĕн ĕнси çинче пурăнать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Геннадий (2023-03-12 13:21:58):

Тĕрĕс калатăр Галина З. , питĕ аван хакланă .

Çапах та калавне Митюк валлли мар , "миттюксем" валли авăрланă-тăр . Вулаччĕр те ăса илччĕр , тесе .

Тепĕр анчах ... Вуламаççĕ çав .

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: