Стариксем
I
Эсĕ, Филипп Петрович, тем каласан та мана пур пĕрех турра ĕнентерейместĕн. Çĕр çине çăлтăр катăкĕ ӳкнĕ теччĕр — ĕненетĕп, Марс çинчен мăйракаллă этем аннă теччĕр — пулма пултарĕ тетĕп. Эс пурнăçран юлса пынин сăлтавĕ вăл хаçат вуламаннинче, — хирĕçлет хĕрлĕ çӳçлĕ Иван мучи. Хăй хĕвел çутинчен хупланас тесе, куçĕ тĕлне ал тупанĕпе картлать. Йĕрсемпе касăлса пĕтнĕ пысăк пӳрнисем сисĕнмеллех чĕтренеççĕ. Мĕн тăвăн, çап-ха вут тукмаккине хĕрĕх çул хушши! Теприн пулсан, пӳрнисем чĕтреме мар, пĕверĕ те татăлса анмалла. Вăрман ĕçĕ çăмăл мар. Эй, ăçтан ĕнтĕ çирĕм-вăтăр çул каяллине паянхипе танлаштаратăн! Халь электропăчки те, тракторĕ те, лебедки те пур. Ĕлĕк вăл пĕтĕмпех ал вăйĕпе ĕçленĕ. Çавна пулах ĕнтĕ Иван Сергеевичăн аллисем халĕ те кĕпе çумалли тукмак пекех, хул мускулĕсем те тумтир витĕрех палăраççĕ. Пĕвĕ çӳллĕ, хул пуççийĕсем сарлака — пĕр аршăн та пулать пуль. Хура куç шăрçине хăмăр ункă кăшăлланă. Сайра сухалне яка хырнă. Шурă кĕпи те, тикĕтленĕ сăран атти те Иван Сергеевич тирпейлĕхе пăрахманни çинчен калаççĕ.
— Тăхта, тăхта… Вăй чактăр ак, эсĕ те ĕненме пуçлатăн. Камăн çĕр çинче пурăнас килмест? Этемĕн кăна мар, хурт-кăпшанкăн та. Библире мĕн каланă? — чăркăшма пуçлать Филипп Петрович. Анчах каласа пĕтĕреймест. Иван Сергеевич хирĕçлесе те хурать:
— Библипе эс тулăксăр лĕпĕртететĕн, храмотлă мар эс. Турă пулсан спутниксене те тахçанах çапса антармалла. Мана та хăйне хирĕç каланăшăн çакăнтах вĕлермелле.
— Тăхта акă, тем те курăн-ха… — парăнмасть Филипп Петрович та.
— Пеççемис эс, Хĕлĕп. Ак мĕн калап сана. Ханша юхтариччен ман пата радио ытларах пырса итле, вара…
— Кирлех мана унта ăйăр пек кĕçенекен майрасен сасси, — кӳренет Хĕлĕп мучи.
Вăл Иван Сергеевичран аслăрах. Кăвакарнă сайрарах хура сухалне кăкăр таранах ӳстерсе янă. Куç хупанкисем хутлам-хутламăн усăннă. Лаптак сăмси тăрринче виçĕ хура çӳç пĕрчи пур. Вăл вăтам пӳллĕ, самаях вăй питти те тĕреклĕ старик-ха. Çулла та, хĕлле те тĕплене кивĕ кăçатпа çӳрет. Ревматизм чирĕ канăç памасть иккен ăна, çавăнпа урисем ăшша юратаççĕ. Унăн аллисем çине пăхсан, кирек кам та вăл мĕнле ĕçпе пурăннине чухлама пултарать: кăмрăк тусанĕ ӳт хушăкĕсене çуса тасалмиех кĕрсе ларнă.
Филипп Петрович та, Иван Сергеевич евĕрлех, пенсионер. Вăтăр çул ытла кăмрăк тăвать. Ĕлĕк темиçе çул хушши чиркӳ старостинче тăнă-мĕн. Кам пĕлет, ун чухне ун сасси уçă та витĕмлĕ пулнă-тăр? Халь вăл çĕтнĕ, пыр тĕпĕнчен хăйăлтатса тухать. Чиркӳсене хупнă вăхăтра çаклатса юлнă пуп тумтирĕпе рясине тăхăнса, Филипп Петрович вăрçă вăхăтĕнче уй енчи ялсем тăрăх ачасем шыва кĕртсе çӳренĕ, теççĕ. Ĕлĕк илме хăнăхнă çăмăл тупăш кашкăра сурăх илĕртнĕ пекех илĕртнĕ пулас çав. Çынсем палласа илмен пулсан, паян кунччен ăçта çитсе тухнă пулĕччĕ-ши вăл? Анчах Явăш ялĕнче ăна хĕрарăмсем ĕмĕрлĕхех асăнтарнă, тет. Тумтирне те туртса илнĕ, пит-куçне чăрмаланипе те çырлахман. Хĕл кунĕнчех вăкăра шыва кĕртнĕ, тет. Ӳпке шыççи лекнипе кăшт çеç вилсе кайман пуп-самозванец урисем ревматизмпа пăсăлса юлнă. Çавăнтанпа вара вăл вăрманта пурăнать, кăмрăк тăвать.
Час-час сиксе тухакан тавлашура Иван Сергеевич ăна пĕрмай «çак ĕçпе» тĕртсе илет. Филипп Петрович вара ун хыççăн виçĕ кун хушши сăмах чĕнмесĕр çӳрет, «тăшманне» куç хӳрипе çеç сăнать. Е тата пĕшкĕнсе, тем шыранăн туса, куç айĕн тинкерет.
Акă, каска çинче ларакан стариксем шăпланчĕç. Вăрăм тунасем нăйласа вĕçни çеç илтĕнет. Ешерекен курăксемпе çăка çулçисем таврана пыл шăрши сараççĕ. Çил çук. Пĕр пĕлĕтсĕр уяр çанталăк паян.
Сасартăк танкăлтак сасси янраса каять. Филипп Петрович васкасах ура çине сиксе тăрать.
— Каллех тарса килчĕ. Путсĕр качакалла, çиме те пĕлмест. Ну, ăçта сикетĕн? — утать вăл лашана хирĕç.
Иван Сергеевич та çĕкленет…
Стариксем пурăнакан поселок тăватă çул каялла çеç пысăкчĕ. Çурчĕсем барак майлăччĕ — вăрăмччĕ. Вĕсенче грузчиксем, механиксемпе техниксем кил-йышĕсемпех пурăнатчĕç. Поселок варринче хĕрлĕ кĕтес, лавккапа, столовăй пурччĕ. Вăрман чакнă май кĕçех кунта йывăç касма чарчĕç, урăх çĕре куçарчĕç. Çурт-йĕрĕсене районти тĕрлĕ учрежденисене, колхозсене сута-сута ячĕç. Халĕ кунта пĕтĕмпе те тăватă çурт кăна: вĕсенчен иккĕшĕнче никам та пурăнмасть.
Иван Сергеевичпа Филипп Петрович хваттерĕсем пĕр çуртрах. Кунта ĕлĕк общежити пулнă, варринчен ăна пĕренепех пӳлнĕ. Икĕ пуçĕнче икĕ алăк. Чӳречисем тепĕр пекех; сарлака та пысăк. Тултан пăхма вăл илемлех те мар — нимĕнле эреш те çук. Пӳрт хыçĕнчи пахчана шĕтернек карта тытса çавăрнă. Унăн юписем çинче хăвăл çăкаран тунă пылпа сĕт чĕресĕсем çакăнса тăнине курма пулать. Выльăх витисемпе лаçсене, йывăç çитмен евĕр, чусран е хăма татăкĕсенчен çеç çапса тунă, çине курăс хуппи витнĕ.
Ку поселока çынсем Камчатка е Машавăш теççĕ. Чăн-чăн ячĕпе каласан пĕлсех те каймаççĕ ăна. Кунтан ял Советне çитме вун сакăр çухрăм, çывăхри яла тухма вун икĕ çухрăм пулать. Машинăпа унта пыма май çук, пĕртен-пĕр транспорт вăл — лаша. Пĕр сăмахпа каласан, çут тĕнчепе çыхăну тытма кунтан çăмăлах мар. Çавăнпа Камчатка ят панă та.
Машавăш тесе шыв ячĕпе калаççĕ. Вăл тăрна куçĕ пек тăрă, сивĕ. Кĕскен каласан — Сăр юппи.
II
Кашни çулах пĕрер эрнелĕхе килетĕп эпĕ çак поселока. Ĕç хăвалать мана: шыв юхăмне, вăл хутшăннипе чакнине, юр-çумăр мĕн хулăнăш ӳкнине сăнатăп. Сахал-и чăрмавĕ çутçанталăк ĕçĕпе çыхăннă çыннăн! Тата… хăнăхса çитнĕ çынсен пурнăçĕ те мĕншĕн кăсăклă ан пултăр?
Çуркунне çиттĕр кăна, Иван Сергеевич вăрмана кĕреçе йăтса та тухать. Çуркунне çеç-и! Тĕлĕнмелле унран, йывăçсене папка кăларсан çеç мар, çулçисем сарăлсан та куçара-куçара лартать. Кăкласа кăларнă йывăç тымарĕ вара тăпри-мĕнĕпе сĕтел пысăкăш пулать. Чĕтрекен аллисемпе вăл çав каптăма йăтса çитерет те малтанах чавса хунă шăтăка вырнаçтарать. Тĕпне тислĕк хурать, пырне эрне хушши шăварса тăрать. Мĕн тетĕр эсир, чĕрĕлет вĕт! Çуркунне лартнă йывăçа кĕркунне лартнинчен уйăрса та илейместĕн. Çапла рет хыççăн рет… Кĕркунне, йывăç вăррисем тăкăниччен пушă уçланкăсене кĕреçепе алта-алта тухать. Унта вăрăсем ӳкеççĕ те пĕчĕк вĕренесем, çăкасем шăтса тухаççĕ. Юман йĕкелĕсене хăех çĕр ăшне чиксе хăварать. Ĕлĕк самаях пысăк вырăн йышăннă поселока халь йĕри-таврах çамрăк вăрман хĕссе пырать.
Пĕррехинче, çĕр чавалакан Иван Сергеевич патне Филипп Петрович пырса тăрать.
— Йăван, ăсран тайăла пуçларăн, — сăмах хушать вăл, йывăç тымарĕсемпе тулнă çĕре чавалакан кӳршине чылайччен пăхса тăнă хыççăн. — Вăрмана пĕтертĕн-пĕтертĕн те, халь çылăхне чакарас тенĕ пек лартатăн.
— Ĕлĕкех каснă пеккине лартса пымалла пулнă… Çавна чухлайман. Ăс çитмен, ку тĕрĕс… Çылăх пирки эс, Хĕлĕп, ытлашши ан шарла… Эс халĕ те вăрмана шĕкĕ пекех çиетĕн.
— Вăрман такам ĕмĕрне те çитет, — пат татса хурать Филипп Петрович. — Такама та çитет. Çутçанталăка этем туман, турă тунă, — тенĕ библире, — этеме унпа уçă курма хушнă. Йывăç хăрса кайса ӳкнĕ пулсан, ма ăна çĕртмелле?
— Апла турă çутçанталăка пĕтерме хушнă? Ак мĕн калап сана: пĕлсе калаçмастăн эс… — кĕреçипе каллех çĕре чавма пуçлать Иван Сергеевич. — Юлнă эс пурнăçран… Юлнă…
Çапла калаçа-калаçах тавлашса каяççĕ вĕсем, хирĕçеççĕ, анчах пур пĕр пĕр-пĕринсĕр пурăнаймаççĕ. Тем туртать вĕсене, тем пĕтĕçтерет? Тен, çын сахаллипе çуралакан кичемлĕх, тен, кӳршĕллĕ пулни?
Йывăçсемпе ĕç пĕтерсен, Краснов пӳрте радио итлеме кĕрет. «Рекорд» приемникĕ ун тахçанхискерех, курупкин сăрри те тĕллĕн-тĕллĕн хăйпăнса ӳкнĕ. Çапах та мучишĕн вăл чи хакли. Батарейисем пĕтессинчен вара яланах сехри хăпать, ĕçлеме пăрахмалли вăхăт çитиччен виçĕ уйăх маларах Мускавран Союзпосылторг урлă çырăнса илет вăл вĕсене. Итленĕ чух пурин çинчен те манса каять, ним тапранмасăр итлет. Музыкăпа еплерех киленет тата? Эп Йăван мучи юрланине халиччен илтмен, анчах вăл мана питех те аван юрлассăн туйăнать. Кашни кĕввех вăл хăвăрт аса илсе юлать, кайран ăна шăхăркаласа çӳрет те ĕмĕрлĕхех асра хăварать. Радио итлесе пĕтерсен, Иван Сергеевич килти ĕçсемпе аппаланма пуçлать: валашка алтать, утарне кайса пăхать… Хуçалăх тени хуçана та ахаль лартмасть çав!
Филипп Петрович вара йăлтах хăйне майлă çын. Кăштах хутла та пĕлкелет. Çапах та вуланă-ши вăл хăй ĕмĕрĕнче пĕр хаçат та пулин? Çук пуль. Ун вырăнне вăл библи вулать. Кăмрăклă аллипе ун страницисене вăл йăлтах вараласа пĕтернĕ, хуплашки çийĕнсе пĕтнĕ. Шалта ӳкерчĕксем те пулнă унăн, анчах хуçи, вĕсене кĕнекерĕн тăпăлтарса илсе стенасем çине çапнă. Ун пӳртĕнче ку ӳкерчĕксем çеç мар, тĕпелте, вут-кăвартан сыхланма чĕнекен плакатсем хушшинче, Лев Николаевич Толстойăн чылаях пысăк портречĕ те çакăнса тăрать. Мана чи малтанах вырăссен аслă писателĕн портречĕ кăсăклантарчĕ: тен, хуçи ăна юратса вулать? Çапах та Хĕлĕп мучирен шахвăртса ку кам пулнине ыйтсан, вăл мана:
— Вăл-и? Çветтуй Кавĕрле вăл. Пĕлместĕр эсир, хальхи çамрăксем, нимĕн те. Библире ун çинчен питĕ аван çырнă, — тесе хучĕ.
Эпĕ Филипп Петровича кӳрентерме шутламарăм, ӳкерчĕкĕ айĕнче нимĕнле çыру таврашĕ те çукчĕ. Хам ăшра çеç эпĕ: библири çветтуйсем мар, çĕр çинчи Толстой пек «çветтуйсем» ытларах пулинччĕ çынсен килĕсенче, тесе шухăшларăм.
— Çăва тухсанах Филипп Петрович çырма хĕррине алтнă шăтăкра тĕтĕм кăларма тытăнать. Хĕл каçиччен хатĕрленĕ вуттине шаршанлать те, тăпрапа витсе, чĕртсе ярать. Çунать вара сывлăш сахал илекен вутă. Унăн йăсăрланса тăракан тĕтĕмĕпе пĕтĕм вăрмана кăвак тĕс çапать. Вутти лайăх чĕрĕлсе çитсенех анине хупса хурать.
Ĕçĕ ăнăçлă пынипе савăннă Филипп Петрович васкасах пӳртне кĕрсе каять. Виçĕ кун хушши çĕр улми, çăнăх, çисе яраймасăр хытса кăвакарнă çăкăр татăкĕсем ярса йӳçĕтнĕ пăракана витрисемпе йăтса лаççа утать. Сăмакун хуранĕ пысăк. Ăна чăвашсем сăра хуранĕ теççĕ. Пĕлместĕп, вĕçерĕннĕ-ши вăл хăçан та пулин тĕтĕм хăрăмĕпе витĕннĕ кашта çинчен? Çук пуль. Хуранне ывăс хурса чустана шăтăк-çурăкĕсене саплать, пăрăхлă валашкана вырнаçтарать. Кĕçех лаç та тĕтĕм кăларма пуçлать…
Хуçин уявĕ вăрман çулĕсем типсе çитсен тапранать. Унăн кăмрăкне илес текенсем нумай, ăсталăхĕ çинчен тавранах ят сарăлнă. Çавăнпа икĕ-виçĕ кун хушши ун патне автомашинăсем килсе тăраççĕ. Илнĕ укçине вăл хăй тĕллĕн мăкăртатса, машина çывăхĕнчи çынсене куç хӳрипе пăхса шутлать. Кĕçех каялла туртса илсе кайĕç тейĕн çав!
Кăмрăк туянма килнисене вăл хăнана чĕнет. Сĕтелĕ çине хĕл каçиччен тăвар каснипе сарăхнă сысна сали, симĕс çеçкеллĕ сухан тăпăлтарса хурать, чашăкпа чĕр çăмартасем пырса лартать. Кĕленчери сăмакунĕ çумăр хыççăнхи вăрман ланкашкинчи шыв евĕрлĕрех, сарă. Тĕпне те пăрăх тутăхĕ, те çунăкĕ ларнă. Хăнисем, ват çынна кӳрентерес мар тесе пулас, пăртак сыпкаласа параççĕ те, машин кĕрлени çеç илтĕнсе юлать. Савăннă Филипп Петрович хăй ĕçет, тайкаланса тула тухса кĕрет, тепрер сехетрен хăйăлти сасăпа юрлани стена витĕрех хăлхана пырса кĕрет:
Шăпăр кăна шăпăр çумăр çăвать,
Тӳрем кăна çĕре кӳл тăвать.
Ар пуçсенче сывлăх пулсассăн
Тĕнче мулне пуç тупать…
— Кӳпсе лартнă хайхи каллех, — вăрçать Иван Сергеевичăн арăмĕ. — Ĕнине хăй сăваймасть пуль, манăн сума лекет. Лаши те таçта… Çав ĕнтĕ вăл пĕччен çыннăн!..
Лаши тенĕрен, вăл хăла, хушка пуçлă, малти урисен пакăлчакĕ шурă, сарлака çурăмлă, усăк купарчаллă, кĕскен каласан, хуçи пекех ватăскер. Çапах ӳтне пăрахмасть-ха. Вăрманти пăвансем хушшинче пурăнни хăй йĕрне хăварнă курăнать: вăл пуçне сулласа, малти урисене çӳле çĕклесе пусать. Уттине курсан, ку лашана пĕр-пĕр циркра е кавалери эскадронĕнче ятарласах утма вĕрентнĕ темелле. Эп вăл чупнине нихăçан та курман. Хуçи те ăна хăваласах каймасть пулас, çавăнпа ĕнтĕ çак хисеплĕ выльăх пушă мĕнне йăлтах маннă. Машавăшри çынсен вăл пĕртен пĕр шанчăкĕ. Иван Сергеевичăн ял Советне-и, почтăна каймалла-и — ăна тытса кӳлет, вутă та, утă та унпах турттараççĕ. Ячĕпе çеç вăл Филипп Петровичăн шутланать, пăхма пурте хавас; апат юлашкине те, çăкăр татăкĕсене те ăнах çитереççĕ.
Ирхине, Филипп Петрович выльăхсем патне тухсан, ăна Иван Сергеевич кĕтсе илет.
— Ĕçрĕн апла? — ыйтать вăл, тӳррĕн пăхса.
— Ĕçрĕм, — хуравлать кӳрши, куçне пытарса. — Эп сан пек тимĕр пăрçа мар.
— Çапла, çапла, — лĕхлетсе кулать Иван Сергеевич. — Эс коньяк ĕçетĕн те… хакла ларать. Мĕн тăван укçупа? Хуть перекет кассине кайса хур. Ачусене ярса пар. Пире, вăрман тăманисене, нимĕн тума та кирлĕ мар вăл. Вĕсем хуть костюм илеççĕ-и — ыр ятпа асăнĕç, телевизор та кирлĕ вĕсене, театра та каяс тейĕç.
— Вĕсем мансăр та халь… Пĕрин упăшки пухкалтер, ывăлĕ нехтă кăларать. Этем пулнă, çемьеллĕ, ача-пăчаллă, — тавăрать Хĕлĕп мучи, пăрăнса утса.
Унăн арăмĕ вилни пилĕк çул ытлă ĕнтĕ. Ачисем саланни те тахçанах. Темшĕн-çке пит çырсах каймаççĕ ашшĕ патне. Иван Сергеевич каланă тăрăх, ачисене вăл хыт алпа тытса ӳстернĕ пулать.
III
Ирĕлекен юр айĕнчен тухакан йывăç хупписенчен пĕтĕм таврана ырă шăршă сарăлнă. Уйсенче юр хăш-пĕр çĕрте çеç юлнă, кунта вара хура çĕр тухнă вырăнсем сайра. Çул та чиперех, пирчекленсе хытнă кăна. Икĕ айккипе ирĕлсе пыракан юр чаштăртатсах пусăрăнать, сахăрланса йăмшăхланать.
Эпĕ поселокалла утатăп. Çурăм хыçĕнчи кутамккапа тĕрлĕ инструментсем тултарнă чăматан чылаях йывăр пулин те, аптрамастăп-ха, пĕр шухăш çеç канăç памасть: мĕнле пурăнаççĕ-ши палланă çынсем?
Поселок çурчĕсем мана кичеммĕн те тунсăхлăн кĕтсе илнĕн туйăнчĕç. Кунта юр кайса пĕтмен-ха, çул çинчи лакăмсенче çеç шыв кӳлленчĕкĕсем курăнкалаççĕ; çӳп-çапсемпе турпассем юр айĕнчен хуралса тухнă.
Хĕвел çинче хĕртĕнсе ларакан Филипп Петрович мана асăрхасанах çĕкленчĕ, куç хӳрипе вăрттăнтарах пăхса илсе ал пачĕ, унтан калаçма пуçларĕ:
— Ой, ывăлăм, улшăну пит нумай, сана пĕр сехетрех каласа пĕтерес çук. Иван Сергеевич, ав, ăсран тайăлать пулас… Ватăлчĕ старик. Кур-ха, — тĕллерĕ вăл аллипе уйрăм ларакан икĕ пӳрт çине. — Эпĕ çаврăнса пăхрăм. Çуртсем патне ура йĕрри те пыман. Алăкĕсене, чӳречисене чус татăкĕсемпе хĕреслесе çапса лартнă.
— Ăçта кайрĕç? — ыйтрăм эпĕ, Хĕлĕп мучи çине тинкеререх пăхса. Вăл кăçачĕ çине пысăк калуш тăхăнтартнă иккен, сарă кĕрĕк пиншакне аялти тӳмипе çеç тӳмеленĕ, мулкач тирĕнчен çĕлетнĕ пысăк çĕлĕкне çамки çинех антарса лартнă.
— Иван Сергеевич ĕçĕ. Те çынсем тăвăрла пуçларĕç ăна, ялан кунтан хăвалать. Мĕн тăватăр, тет, вăй питти çынсем вăрманта, мĕн упа пек пурăнатăр? Кайăр, тет, Çĕпĕре. Çичĕ çуллăх та, çичĕ çуллăх çеç çăварĕнче. Вăт, кайрĕç.
— Çĕпĕрех-и?
— Унтах мар та. Шупашкар патĕнче çĕнĕ хула пулать тет-и? Çанта карĕç.
— Хăй килтех-и?
— Çук, колхоза йăрккама пуçларĕ. Паян ирех унта тухса карĕ.
— Çаплах тавлашатăр-и ĕнтĕ?
— Эй, çаплах. Уна мĕн, антихриса. Вăйĕ упанни пек те. Чаксан ак, — каласа пĕтереймерĕ хăй шухăшне Филипп Петрович. Çенĕке Иван Сергеевич арăмĕ тухрĕ, мана ăшшăн пырса алă пачĕ те кӳршипе урăх калаçтармасăрах пӳрте илсе кĕрсе кайрĕ.
— Мĕншĕн час килмерĕр? Аннӳ сывах-и? Хулара мĕнле улшăнусем пур? — тĕпчерĕ Укахви инке çине-çинех. Пӳртĕнче эп нимĕнле улшăну та курмарăм: çав-çавах кăвак йăрăмлă шурă çи виттипе витнĕ сĕтел, пукансем, икĕ кравать, чӳрече умĕнче чӳлмекпе лартнă чечексем. Кĕтесри пĕчĕк сĕтел çинчи приемник те çавах, мана пурăнма ятарласа тунă пӳлĕм те малтанхи пекех.
Шухăшсем
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...
Ачв чухне лаша пуçĕ урлă утланса ларни...
КАЙМАÇ ПУЛАС ШУХĂША ПĔЛТЕРНИ .
To the chuvash...
Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе ...
пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ ...
Disquieting https://www...
Trying https://www...
Темĕн çав ...
Наталие хуравласа ...