Сăлтав, ачасемĕр, сăлтав
Çапла, эп хама евĕрлĕ шофер. Ман пекки, каçарăр, районта мар, республикăра та пулман. Мĕн вăл клас? Ун пирки чĕлхене те якатас килмест. Эп пĕрремĕш класлă шофер. Эп хам ăсталăха унашкал ăслă виçесемпе танлаштармастăп. Манăн хамăн йĕр е, çыру ăстисем пек каласан, хамăн сас, хамăн почерк. Яр ман хыçран спорт маçтăрне — кĕрсе ларать, тупата. Кĕрсе ларать те унтах çĕр каçать…
Кайăк теççĕ мана. Халь апла калани тĕрĕсех мар. Тупата та, тĕрĕс мар. Иртнĕ вăхăт хальхипе пĕр-им? Çук. Çапла, эп кăйăк пекчĕ. Районта пĕлмен çул мар, сукмак та пулман. Ăçтан трактор иртнĕ — унтан ман машина иртет, ăçта урапа çулĕ пур — унта каллех хамăр хуçа. Ăмсанакансем вара… Шоферсем çеç-и? Пуçлăхсем ытларах. Пĕри илĕртет, тепри паянах ĕçлеме пыр, тет. Хваттер те параççĕ. Тата… Тата яланах хĕрсем тупса пама пулаççĕ.
Тӳрех калар, кăткăс этем эп. Манăн пысăк çитменлĕх пур: машинăна юрататăп. Çапла, урăх никама та. Уншăн пĕтĕм вăхăтăм каять. Пĕтĕм вăхăт, ачасемĕр. Çитрĕм-тĕк рейсран — çумалла. Пирĕн поселокра водопровод çук. Малтан çăлран йăтса каткана шыв тултаратăп. Ятарласа курăсран çыхса тунă мелке пур. Илетĕп те витре — тытăнатăп çума. Çавăнпа машина манăн яланах вĕр-çĕнĕ пек. Унтан пĕтĕм пайĕсене тĕрĕслесе тухатăп, пушаннисене хытаратăп. Васка ан васка — икĕ сехет пур пĕрех каять. Анчах ыран валли машина хатĕр. «Волгăпа» ĕçленĕ чухне сехетре çĕр çухрăм каясси темех мар. Çитсе кĕретĕп те Шупашкара Хĕрлĕ площадьре куç хĕсекен светафора йăл кулса çеç саламлатăп. Йышăнăр: чăвашсен пуç хулине пĕрремĕш класлă шофер Илья Летунов çитсе кĕчĕ!
Халĕ эп иккĕмĕш çул райĕçтăвкомра. Кунта «Волга» мар, «ГАЗ-69». Хăвăртлăхĕ начартарах, анчах çул-йĕре тиркемест. Шăпах пирĕн çулсем валли тунă машина. Ĕçлеме эп «Победăпа» та ĕçленĕ, салтакра дивизи командирне, Лепехов генерал-майора, илсе çӳренĕ. Халь ман, хуçа Михаил Петрович Ветров, райĕçтăвком председателĕ. Юратать вăл хăвăртлăха. Район центрĕнчен чи инçетри колхоз вăтăр икĕ çухрăмра. Çур сехетрен эпир унта. Хăваратăп та Михаил Петровича колхоза, хам — каялла. Ыттисене те леçетĕп. Каяс тетĕн-и, каяс теместĕн-и, — талăкра спидометр ленти сахалтан та ик çĕр çухрăм чĕркет. Ĕçтăвкомрисен те ĕç кунĕ хут çинче çичĕ сехет çеç. Анчах вăл йĕрке машинисткăпа счетоводшăн кăна. Ыттисем мĕн чухлĕ ĕçленине пĕлме çук. Талăкĕпех колхозсенче, вырăнта лармах юратмаççĕ. Эп хам мĕн чухлĕ ĕçленине те пĕлместĕп: колхозсенчен час-часах çур çĕр иртсен таврăнатăп. Вăт, шухăшлăр: машинуна пăх та, юса та, апат çи те — хваттере çитсе кĕнĕ çĕре икĕ сехет. Хĕрсем патне кайма вăхăт та çук. Акă мĕншĕн çирĕм сакăр çула çитсе те авланаймастăп. Вăл-ку тарам-ха, вырăссем калашле, мăю пулсан, хăмăчĕ тупăнĕ. Çапах та эп ĕçтăвкомра ĕçлеме юрататăп. Мĕнле çынна турттаратăп эпĕ! Ылтăн! Пирĕн Михаил Петровича районта пĕлмен çын та çук. Мăн кăмăллă мар: такампа та калаçать, такама та пĕлет. Паян лекци вулать, доклад тăвать, юлса пыракансене ятлать, — пĕр сăмахпа, таçта та кĕтнĕ çын.
Мĕншĕн халь эп хытă çӳреме пăрахрăм тесе ыйтаççĕ. Сăлтав, ачасемĕр, сăлтав!
Кам пĕлмест пирĕн Сидор Иванович инспектора? Эсир пĕлмесен те, Кипек енчи колхозсенче ăна колхозниксем çеç мар, выльăххисем те паллаççĕ пуль. «Мумий», — тет ăна пирĕн Альбина машинистка, шăл йĕрме юратаканскер. Эп Альбина пек вăтам шкул пĕтермен, çынна тĕрлĕ ятсем пама ăста мар. Çапах та Сидор Иванович çинчен каласа пама пултаратăп.
Хĕрĕхсенчен иртнĕ арçын вăл. Хăмла шалчи пек тăсланкă, шăнчас кайăк пек хытанка та вăрăм мăйлă. Çӳçĕ йĕтĕн тĕслĕ, кăтра. Меринос путекĕн евĕр пĕрре ӳссе ларнă та урăх ӳсесшĕнех мар пулас. Сайра, çулталăкра та иккĕ çех кастарать, теççĕ. Куçĕсем вăтăр çул хушши татса яман пĕве шывĕ тĕслĕ: симĕсрех сарă. Курпун та шĕвĕр сăмси хытанка, тути çемçе. Пĕр сăмахпа, ăна çутçанталăк шăмăпа тир панă та ашне пама хĕрхеннĕ. Пит шăммисем те тулалла тухса тăраççĕ, карланкă мăкăлли те чăх çăмарти пысăкăшех. Яланах çуран çӳрет. Аллинче — хуçалăх сумки. Унта ун хаçатсемпе тата кĕнекесемпе пĕрлех — пĕр çăкăр, çăмарта, çу, типĕтнĕ аш, кăлпасси. Пĕр сăмахпа — гастроном. Кăларса яр ăна вăрмана икĕ эрненех — вилме мар, юсанса килет, тупата. Ларма юратмасть. «Тавтапуç, Илюш, — тет машинăна тăратсан. — Çуран утнă чух шухăш пуянланать, сиксе пырса ăс-тăн мăкалать».
Вăт, кур эс ăна! Пурăн эппин хăвăн ăсу-тăнупа. Ан мăкат. Çĕршер çухрăм утса пуянлат. Ăна шăршламалăх пĕр порци бензин тĕтĕмĕ парса хăваратăп та — сыв пул кăна, Сидор Иванович.
Юратсах каймастăп эп вăл инспектора. Колхозсенче мухтаççĕ хăйне. Агрономине те, зоотехникăна та, экономикăна та аван пĕлет имĕш. Тĕнчери лару-тăру çинчен лекци вулама ăста, теççĕ. Мĕн мана Сидор Иванович лекцийĕ? Итлес-тĕк, эп Мускав та Шупашкар лекторĕсене çеç итлетĕп. Хаçат вулама ман вăхăт çитет, политика тĕлĕшĕнчен юлмастăп. Унсăрăн ма райĕçтăвкомра ĕçлес?
Каçарăр, ку пуçламăшĕ çеç-ха. Вĕçĕ инçетре.
Пĕррехинче Михаил Петровича Шупашкартан çур çĕр тĕлĕнче илсе çитеретĕп те, райкома кĕме çеç хатĕрленетпĕр — пире хирĕç дежурнăй чупса тухать.
— Хуйхă, — тет, çăмарти тухса ӳкес чăх пек вырăн тупаймасăр хыпăнса. — Сидор Иванович арăмĕ аптранă. Çăмăлланаймасть. Хăй çук, «Тухăç» колхозра. Больница машинипе хирург яла тухса кайнă. Колхоз шоферĕсем çитейместпĕр, теççĕ.
Пĕр сăмахпа — каллех çула. Шухăшлăр хăвăрах: кĕрхи çанталăк, иккĕмĕш талăк çумăр çăвать. Кипек çулĕ — Шупашкар çулĕ мар. Ăна курсанах моряксем «По морям, по волнам» текен юрри аса килет. Трактор гусеницисемпе автомашина ураписем йăлтах алтăкласа пĕтернĕ ăна. Пĕрре çĕре куратăн та тепре — тӳпене. Инçе те мар районтан, вун сакăр çухрăм çеç, çапах та вăл çулпа каяссинчен утă купи ăшĕнче йĕп шырасси лайăхрах.
Маншăн аттепе анне ăс-тăн хĕрхенмен. Вăл çулпа тăмсайсем çӳреччĕр. Эп — ялсен çулĕпе. Çавра кайнă — çу хыпнă. Чашлаттаратăп кăна. Тăхта-ха. Мăратра кĕпер çук. Каллех Кипек çулĕ çине тухма тиврĕ. Çапах хĕрĕх минутран çитрĕм. Машинăна урамалла тăватă чӳречерен те çутă сапакан пӳрт умне тăратрăм та хам çитни çинчен пĕлтерме кĕтĕм. Пĕлетĕр ĕнтĕ эсир сасартăк хуйхă çитсе çапнă çемьене: кунта çуйăху та, васкани те, пурин çинчен манса кайни те — пурте пур. Çавăнпа каласах пама кирлĕ мар. Çапах та Сидор Иванович арăмне сăнламасăр май çуках. Пĕвĕпе вăл упăшкинчен юлмасть пуль. Сарлакăшĕ вара… Тупата та ăна ыталаса илме икĕ Сидор Иванович кирлĕ. Ахлаткаласа тухса ларчĕ те хайхи, кайри рессорсем лаштах авăнса анчĕç.
Ялтан тухсанах пуçланчĕ çул! Хырăмĕ çине кăшт çеç лараймасть ман машина. Пылчăк. Юрать, ăсталăх çăлать!
Эп çухрăм кайрăм-и, каяймарăм-и, Василиса инке ытларах ахлата пуçларĕ. Пĕтрĕм, тетĕп хам ăшра. Мĕнле илсе çитерес?
Пĕрисем ыратни — ахлатсан, теприсем шăла çыртса лартсан иртсе каять теççĕ. Манăн пассажир ятлаçсан иртет терĕ пулас:
— Шоферу-качку сан, мĕн çĕр шапи пек шăватăн? Мана çул çинчех вĕлерес тетĕн-и? — терĕ вăл çиллессĕн.
Сасси! Тĕлĕнсе каймалла. Пирĕн районта пĕр арçыннăн та унашкал сас çук. Пирĕн уяв вăхăтĕнчи демонстрацисенче тухса калаçнă чух Михаил Петрович сасси поселок хĕрринех илтĕнет те, çапах ăçтан танлашать? Хăранипе эп çӳçенсех кайрăм. Аçа çапнă пек туйăнчĕ те, машина çунатланчĕ. Каллех хам пулса тăтăм. Кĕçех ял çулĕ çине сиксе тухрăм. Кунта эпир аптрамастпăр. Тата çичĕ çухрăмран больница та. Вĕçтеретĕп малалла. Йынăшать, шеремет. Хурлăх ĕнтĕ. Эпир, арçынсем, çуратса курман та, пĕлместпĕр. Каçарăр, ачасемĕр, йывăр хĕрарăма илсе кайиччен, вилес платник калашле: пурне те каçаратăп, анчах чăрăш турачĕпе типнĕ курăка çеç каçармастăп тенĕн, пурне те турттаратăп, анчах… Эсир, пулас ача амăшĕсем, сире манăн машина çине лармалла ан тухтăр шăпа.
— Чарăн! Ăшна усал кĕрсе ларчĕ-им? — каллех янраса кайрĕ сасă. Генерал приказĕ те маншăн çавнашкал хăратмалла янраман. Тормоз çине сасартăк пуснипе руль çумне çапăнса кăкăр шăмми кăшт çеç хăйпăнса тухмарĕ.
Чартăм. Василиса инке йынăшать те йынăшать. Шăлĕсене шатăртаттара-шатăртаттара илет. Кичем. Çутă сӳнтерсен куçран йĕппе пырса чик — курăнмасть. Çумăр чашлаттарса çăвать. Пĕр чун та çук таврара.
— Пулăш, — ыйтать Василиса инке. Сасси те хавшарĕ, шăлĕсем çеç çаплипех шатăртатаççĕ. Мĕнле пулăшмалла — пĕлместĕп. Тухтăр-им?
— Мĕн тумалла? — хăранипе çĕтсех ларнă сасăпа ыйтатăп эпĕ.
— Эккей, тăмана. Ах… Ой, ой! Вилетĕп!
Кабина алăкĕсене иккĕшне те уçса ятăм. Пĕрре пуçĕ патне пыратăп, тепре ури вĕçне чупатăп. Нуша кулач çиме вĕрентет. Аттисене хывса илетĕп. Пĕр сăмахпа, хам та ас тумастăп: мĕн хушăра манăн алла ача кĕрсе кайрĕ? Пĕчĕкçеç чăмăраккана çӳхе пиншакпа чĕркесе хампа юнашар ларчăк çине кĕртсе хутăм. Василиса инкепе нумай тĕрмĕшме лекрĕ: тăнне çухатнă вĕт, шеремет. Урисене хутлаткаласа кабина алăкне хупрăм та — çула. Сулахай алра ача, сылтăмми — руль çинче. Ултă çухрăма пĕр сехет кайрăм пуль. Пит тăрăх шăпăртатса тар юхать. Хыçалта амăшĕ ахлатать, алра ача макăрать. Чĕр тамăк.
Çитрĕм те больницăна — шаккатăп. Чупса тухать мана хирĕç пĕр çамрăк хĕрача.
— Мĕн пулнă?
— Ача çуралчĕ! — персе яратăп эпĕ. — Мейĕр, — сĕнетĕп алри чăмăрккана.
— Ку ача çуратмалли çурт мар, хирурги уйрăмĕ! Ачана кам çапла чĕркет. Простынь кирлĕ.
Эккей, вĕрентет. Ярам-ха сана халь уя, мĕнпе чĕркесе килĕн!
— Амăшĕ вилет, эс пур, футбол çинчен репортаж паракан пек палкатăн кунта. Кăтарт мана çул. Пастă!
Лартрăм та сестрана хĕрарăмсене сыватакан, юсакан «заводалла» илсе кайрăм. Амăшне тăват-пилĕк сестрапа аран йăтса кĕтĕмĕр.
Машинăна çавратăп та — киле. Çывăраймастăп вĕт, ачасем, çывăраймастăп. Тĕлĕрсе кайма тытăнатăп та, Василиса инке ахлатнăн туйăнать, аякалла çавăрăнма пăхатăп та ачана хам ая тăвас пек. Аптрал.
Ирхине Михаил Петровичпа колхоза каятпăр та, вăл та тĕлĕнет. Хыт яраймастăп машинăна. Алра ача, хыçалти ларкăч çинче вилес пек выртакан амăшĕ пуррăнах туйăнать. Кăнтăрла иртсен иксĕмĕр те таврăнатпăр та, лавккана кайса, пан улми, слива, канфетсем илсе ачасем çуратакан çурта каятпăр. Хам аванмарланатăп. Юрать Михаил Петрович ниçта та аптрамасть. Кĕрсе кайрĕ. Сывах тет. Ача вара шăпах вун виçĕ кĕрепенке туртнă. Вăт мĕнле пăхатире илсе çитернĕ эп!
Тепрер эрнерен чĕнет мана Михаил Петрович.
— Ху ĕçне вĕçнех çитер, — тет.
— Мĕнле ĕçе?
— Сидор Ивановичпа Василиса Максимовнăна кайса леç.
Чăтаймарăм, вĕриленсе илтĕм:
— Михаил Петрович, каçарăр. Эп вĕт больница шоферĕ мар. Кирек мĕнле ĕç хушăр, унта çеç ан ярăр.
Усăсăр йăлтах. Пирĕн председатель çынни çавнашкал: пĕрре каларĕ пулсан, ӳкĕте кĕртеймĕн.
Маншăн кирек кама илсе каясси те çавах-ха. Анчах Василиса инке умне тăма темĕнле аван мар пек. Тупăннă шофер-акушер!
Чуна хытарсах çитрĕм. Чарăнтăм çеç, ача çуратмалли çуртран Сидор Иванович шап-шурă çи виттипе чĕркенĕ ачине йăтса тухрĕ. Пĕве шывĕ тĕслĕ куçĕсем çиçеççĕ кăна. Космонавтсем пек тĕнче уçлăхне кайса килнĕ тейĕн! Василиса инкене тата миçе сестра ăсатаççĕ. Эх, хисеплеççĕ иккен хĕрарăма çак чун хушакан çуртра.
Мана вăл тӳрех палласа илчĕ. Акă манăн тухтăр терĕ те чăпăрт! çеç чуп турĕ питрен.
Аптрал: те савăнмалла, те кулянмалла? Вăтаннипе пит пĕçерет.
Çула тухатпăр.
Сентябрь уйăхĕ. Ылтăн кĕркунне. Уйсем хăйсен тĕсне те çухатман-ха. Унта та кунта кĕр калчисем, клевер кайăвĕсем, сахăр кăшманĕн çеçкисем сип-симĕссен курăнаççĕ. Çуркунне çитнĕ тейĕн. Ман çумра Сидор Иванович ларать. Вăл ача чĕркенĕ çи виттине уçнă та тек пакăлтатать:
— Ку «Çĕнтерӳ» колхоз кукурузи. «Воронежская-76» теççĕ. Тĕшши пулать. Халь пирĕн колхозсем те кукурузăна симĕс массăлăх çеç мар, тĕшшине те туса илеççĕ. Кур, Герман, кур.
Ятне те хума ĕлкĕрнĕ. Герман. Титов космонавт ятне панă ĕнтĕ. Çапла-çке халь çынсем: вăхăт йыхравне ытла та хĕрӳллĕ.
Сасартăк Сидор Иванович ман еннелле çаврăнать:
— Илюша, хыт ан хăвала. Пысăк хăвăртлăхпа тăн мăкалать. Çанталăкпа киленме вĕрен.
— Эпĕ те машинăран пăхса пыма юрататăп, — янрать хыçалти ларкăч çинчен Василиса инкен сасси. — Хыт ан хăвала, Илюш кум.
Кам? Каçарăр. Кулать ĕнтĕ тата. Эх, шофер-акушер, телейсĕр этем!
Çитетпĕр. Машинăна тăрататăп та вăшт çеç сиксе тухса алăксене уçса паратăп. Малтан Василиса инкене, кайран Сидор Ивановича. Анчах вĕсем тухма та ĕлкĕреймерĕç, пӳртрен тухнă çынсемпе ача-пăчасем сырса та илчĕç.
— Герой пулнă ятпа! — саламлаççĕ вĕсем упăшкипе арăмне.
— Герой? — çиçет пуçра шухăш. — Мĕнле герой? Хăшĕ герой? Кама ыр сунмалла? Нивушлĕ Сидор Ивановича герой ятне панă? Мĕншĕн? Вун пилĕк çул колхозсем тăрăх çӳренĕшĕн-и? Тен, Василиса инкене? Колхоз зоотехникĕ-çке вăл. Малта пыракан колхоз зоотехникĕ.
Эпĕ те аптраса тăмарăм, пытăм та алла тăсса патăм:
— Сире, Василиса Максимовна, Социализмла Ĕç Геройĕ илнĕ ятла саламлатăп. Чĕререн…
Эй пуçларĕ ахăлтатма. Духовой оркестрти пысăк труба пек янрать. Ăнлантăм вара. Ача амăшĕ героиня-мĕн.
— Эс калани аванс пултăр, — тет, — тен, ĕç геройĕ те пулăп? Шанăç пур. Сана паян Германа йăттаратпăр, хĕреснашшĕ пулатăн.
— Каçарăр, Василиса Максимовна. Эп хуть комсомолец çеç, Сидор Иванович пек парти членĕ мар, çапах тĕн сĕрĕмĕ айне пулма пултараймастăп.
— Хĕрлĕ кум-и? — каллех ахăлтатать вăл. — Эпир пĕр ачине те чиркӳре шыва кĕртмен.
Апла Михаил Петровича шăнкăравлам. Кайрăм колхоз правленине телефон патне. Тупрăм шыраса. Кулать манран ĕçтăвком председателĕ. Пĕр талăк канма ирĕк пачĕ. Пирĕн шоферсен йăли çапла: çухавуна йĕпетрĕн пулсан, руль умне шалишь!
Каятăп та ялти лавккана, чăвашсен йăлипе пусма туянатăп, ача-пăчана вылямаллисем. Çапла пултăм эп кум. Герман хĕреснашшĕ пултăм. Тĕрекленет, ӳсет ача. Мана курсанах халь йăл! кулма пĕлет.
Ку çеç-и, ачасемĕр. Çук. Сире кумсен ачисем çинчен каласа та памастăп. Вĕсем нумаййăн. Хăшĕ — каччă, хăшĕ — хĕр, хăшĕ анчах утма пуçлаççĕ. Герман чи кĕçĕнни. Ячĕсене çеç пĕлсе çитейместĕп-ха. Пăтрататăп çаплипех. Вăл-ку тарама.
Люба. Эп Германа йăтнă каçхине паллашрăмăр унпа. Василиса Максимовна йăмăкĕ вăл. Колхоз агрономĕ. Пĕвĕпе аппăшнех çитеймен, анчах сăнĕ-пичĕпе! Мĕн калăн, хитре. Сасси те çинçе. Урăх ашшĕ-амăшĕнчен пулнă тейĕн. Халь ăнлантăр-и манăн машина мĕншĕн час-часах Кипек енне пăрăннине?
— Ан васка, Илюша, — тет вăл ман çума ларсассăнах. — Кур-ха, вăрман епле! Ылтăн шывĕпе сăрланă тейĕн. Айта пилеш татма.
Çул çинчен кăштах пăрăнса машинăна чаратăп та — вăрмана. Çулçăсем айĕнче мăйăр та тупăнать. Тата тепрехинче Люба темĕнле чечексем те тупрĕ. Вăт сана кĕркунне. Манăн та юрату çав чечек пек кая юлса килчĕ те, анчах çурăлчĕ вĕт, чечекленчĕ!
Ларатпăр пырса ларкăчсем çине.
— Хуп, Илюша, куçна, тăс аллуна.
Куçа хупса алла тăсатăп: е мăйăр, е пилеш хурса парать вăл.
Пĕр сăвăç калашле, йӳçĕ пилеш сăлтав кăна мар-и?
Ларатпăр çапла калаçса. Хушăран пирĕн куçсем кабинăри тĕкĕр çинче пĕр-пĕринпе тĕл пулаççĕ те вăтанса чуп тăваççĕ. Халлĕхе куçсем кăна…
Урăх мĕн? Йăлтах ăнланмалла эп мĕншĕн хуллен çӳреме пуçланине. Сăлтав, ачасемĕр, сăлтав…
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...