Çухатусен çулталăкĕ


Çухатусен çулталăкĕ

иртсе каймасть çаплах.

Халь кунсерен илтме тивет

усал хыпар анчах.

Чи хаклисем, юратнисем

каяççĕ черетпе.

Вара çиçеççĕ тӳпере

каçхи çăлтăрсем пек.

 

Чи хаклисем, юратнисем

каяççĕ Чăн Çĕре...

Усал хыпар илтмессерен

суранланать чĕре.

Эпир, тен, маннă упрама?

Тен, маннă хаклама?..

Чи хаклине, юратнине

пит йывăр çухатма.

 

Çухатусен çулталăкĕ

иртсе каять çавах.

Кĕçех, ак, пуçлăпăр илтме

ырă хыпар анчах.

Чи хаклисем, юратнисем

тек каймĕç васкаса.

Эп пурăнатăп, тусăмсем,

çакна чунтан шанса!

 

08.01.2021

06 сех. те 56 мин.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Галина Зотова (2021-01-16 08:02:11):

Эпĕ те шанса пурăнатăп-ха. Хăçанччен чĕтресе пурăнмалли юлчĕ - ши? "Холодная война" тетчĕç. Çав вăхăт çитрĕ пулас, пĕр-пĕринпе хутшăнма та хăратпăр, вилнĕ çынна юлашки çула ăсатма та - те кайсан лайăх, те каймасан?

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: