Пулӑ ҫурӑмӗ


Францире вăрçă валли укçа-тенкĕ пухма ĕççыннисем çине ӳкекен налогсемпе штрафсене ӳстереççĕ. (Хаçатсенчен.)

 

ПАЛУБА ÇИНЕ АН СУРĂР.

БОРТ ХЫÇНЕЛЛЕ НИМĔН ТЕ АН ПĂРАХĂР.

ИТЛЕМЕСЕН ШТРАФ ТӲЛЕТТЕРЕÇÇĔ.

 

Çапла çырса çапнă 3-мĕш класăн палуби çине. Çырнин айĕнче яках мар тумланнă Галопен ларать, вобла çиет, пĕлĕт çинелле пăха-пăха илет. Пĕлĕтрен аялта, Галопенран инçетре мар — пĕрремĕш класс палуби — пассажирсем уçăлса çӳреççĕ. Унта çырса çапни те çук, мĕншĕн тесен пĕрремĕш класшăн укçа тӳленĕ çынна кирек мĕн тума та ирĕк. Капитан пултăрĕпе паллашас кăмăлу пулсан — паллаш, яра пар; палуба çине сурас кăмăл пулсан — сурах, чару çук.

Лара парать çапла Галопен пĕлĕтелле пăхкаласа, канлĕн. Унччен те пулмин пĕлĕтрен аялта — пĕрремĕш класăн палуби çинчен Галопенăн кĕçĕн пуçлăхĕн кӳлепи курăнса каять. Унпа юнашар хĕрарăм тăрать, те ют çыннăн, те хăйĕн арăмĕ.

— А, Галопен, сывах-и?

Галопенăн çăварĕ пушă мар, халĕ çеç чăмлама тытăннă вобла калаçма май памасть.

Мĕн тумалла-ха?

Хăйĕнчен аслăрах çынна делопроизводитель пулса ĕçлекен Галопенăн тутлă сăмах каламалла, анчах çавна тума пыр урлă выртнă вобла çурăмĕ чăрмантарать. Сурса кăларас — палуба çине сурма хушман, вырăн çук. Алпа кăларма аван мар, килĕшмест, хăйне хăй тыткалама пĕлмест ку, тейĕç.

Тата вобла пулла укçа парса илнĕ вĕт, унăн çурăмĕшĕн те, хӳришĕн те, пуçĕшĕн те тӳленĕ. Укçа тӳлесе илнĕ япалана сурса кăларма Галопен пуян çынах мар.

Анчах пуçлăх калаçать пулсан, хирĕç нимĕн каламасăр тăни лайăх мар, кирек камăн та хăйне хăй кам умĕнче мĕнле тыткаламаллине пĕлес пулать. Çăва шăтăкнеччĕ-ха воблăшăн тӳленĕ сусем! Палуба çине сурма юрамасть — штраф хурĕç. Борт хыçне те пăрахтармаççĕ — штрафпа хăратаççĕ.

— Алпа кăларас-и-мĕн? — лăпланма пĕлмесĕр шухăшласа илет Галопен. Çук, Галопен ун йышши çын мар, чăмлака алă çине илсе пăрахма вăтанать вăл. Куçне лĕп-лĕп хупкаласа нимĕн чĕнмесĕр тăрать Галопен.

Пуçлăх йăлкăшса кулса тăрать.

— Сена шывĕпе каяс-и? Паян çанталăк шутсăр аван. Тĕрĕс мар-им?

Галопен чĕнеймерĕ.

Çак хушăра хайхи хĕрарăм сасси илтĕнме тытăнчĕ:

— Санпа калаçасшăн мар вăл. Кунта, пароход çинче, пĕр тан иккен пурте: кăмăл пулсан — калаçать, çук чух — калаçмасть, вăйпа калаçтараймăн, — тет.

Апла калани пуçлăха кӳрентерет хурать. Вара унăн çара мăйĕ те хĕрелсе каять.

Штраф пуласран шикленсе, Галопен пулă çурăмне чăмлама тытăнать.

Пуçлăх сиввĕн ыйтать:

— Кала-ха, Галопен, ĕçрен кăларса ярсан та чĕлхӳ-çăвару хальхи пекех тытăнса калаçакан пулĕ-ши сан? — тет.

Ăçта ӳкессе пăхмасăр, Галопен пулă çурăмне сурса пăрахать те ответ парать.

— Сирĕн вĕçĕмсĕр кăмăлăр пур чухне ĕçрен тухасси çинчен шухăшлама кирлĕ мар пулĕ тетĕп.

Çиме пӳрмен пулă çурăмĕ палуба çинче выртать. Галопен патне капитан помощникĕ, килĕшӳллĕ çамрăк çын, пырать тăрать.

— Мусье, эсĕ палуба çине суртăн. Сурнăшăн 3 франк тӳлеттеретпĕр. Тӳле те стерлядь юлашкине илсе пăрах.

— Стерлядь мар вăл, — хирĕçлет Галопен. — Вобла вăл.

— Пурпĕрех —тет помощник ăна хирĕç. — Воблăшăн та, стерлядьшĕн те пĕр хаках тӳлеттеретпĕр.

Галопен мӳмлесе помощнике 3 франк тыттарать, кирлĕ кунта кирлĕ пулĕ тесе, вобла çурăмне пуçтарса чикет. Çак историе курса тăнă рабочисем кулса яраççĕ.

— Çăва патне ямаллаччĕ вобла çиме чăрмантаракан пуçлăхне, — теççĕ.

— Кашни кĕтесрех штраф. Шалчи тулĕ-ха вĕсен хăçан та пулин, — терĕ пĕр ватăрах рабочи, 1-мĕш класс еннелле юнаса.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: