Макар Сидорович
Манпа юнашар утса пыракан Макар Сидорович сасартăк чарăнса тăчĕ те:
— Кĕçĕн урама тухар-и? — тесе ыйтрĕ.
— Ма? — терĕм эпĕ.
— Унта урна пур, пирус тĕпне урна ăшне пăрахас. Урама пăрахас мар.
Эпĕ кулса ятăм.
— Кулма кирлĕ мар, — терĕ мана Макар Сидорович, кӳреннĕ пек пулса.— Эпĕ пирус тĕпĕсене нихçан та çĕре пăрахман. Культурăллă çын пулса, ялан урна ăшне пăрахнă вĕсене. Çĕнĕ йăла çинчен калаçатпăр хамăр. Ăçта вара вăл çĕнĕ йăла? Çакăнта ĕнтĕ.
— Акă сана валли урна. Пирусна сӳнтерсе пăрахах ĕнтĕ. Эпĕ сан «çĕнĕ йăлуна» курса киленсе юлам.
Макар Сидорович пирус тĕпне пăрахрĕ те пĕшкĕнсе урна ăшне пăхрĕ.
— Нумай пухăнайман-ха...
— Юрĕ-çке, — терĕм эпĕ. — Ыран татах килсе пăрахăн.
Кăштах кайсан, татах сăмах хушрăм.
— Эсĕ хăвна çĕнĕ йăла çынни вырăнне хуратăн. Кала-ха: пирус тĕпĕсене урна ăшне пăрахнисĕр пуçне, эсĕ çĕнĕ йăла валли тата мĕн-мĕн туса пыратăн?
— Сивĕре учрежденисемпе магазинсен алăкĕсене хупса çӳретĕп. Магазинсенчи касса умĕнче темиçе çын пулсан, ачаллă арăмсене хамран малтан тӳлеттеретĕп...
— Çавна тунине çĕнĕ йăла вырăнне хуратăн-и эсĕ? Çĕнни сахал-çке вĕсенче?
— Тата эрех ĕçместĕп, — хушса хучĕ Макар Сидорович. — Виç эрне ытла ĕнтĕ ĕçме пăрахни...
Макар Сидорович татах тем каласшăнччĕ, анчах апат-çимĕç сутакан магазинтан çынсем тухнине курсан, шăпах пулчĕ.
— Мĕн пулчĕ сана? — ыйтрăм эпĕ хайхинчен. — Çĕнĕ йăла ыйтнине...
— Итле-ха, — терĕ вăл мана. — Сан укçа çук-и?
— Пур-çке.
— Пĕр хĕрĕх тенкĕ памăн-ши? Хамăн киле юлнă. Ыран тавăрса парăп. Пĕр 10 кило супăнь илсе хурас. Тăвар илсе хурсан та пăсмасть.
— Ма ун чухлех? — терĕм эпĕ хайхине.
Макар Оидорович именчĕ, тутине хупласа ӳсĕрсе илчĕ те:
— Запаслăх, — тесе хушса хучĕ.
Ăнлантăм вара эпĕ унăн «культурăлăхне».
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...