«Тухăçран анăçа юхса иртрĕ хĕвел...»
Тухăçран анăçа юхса иртрĕ хĕвел.
Ир пекех, тен, каçа та эп — кĕтнĕ?
Астуман та иккен — сарă çулçă çĕре
Вĕçсе ӳкрĕ пур савăнăç пĕтнĕн.
Ирĕкри вăштăр çил вăшт пытанчĕ таçта.
Вăл кăна кăмăла курса юлчĕ.
Сулхăнри шăплăхра ĕнтĕркенĕ тулта
Çӳçенсе сăр! чĕтренчĕ çулçă.
Алина (2017-01-17 09:10:38):
Романтикăлла, анчах кăштах тунсăх, таса та ырă тунсăх çуратать... çунат пулсан таçта вĕçсе хăпарăттăм та "Тухăçран анăçа юхса иртекен хĕвеле" тӳперен сăнăттăм... Тавах Марина Карягинăна илемлĕ хайлавшăн.
Agabazar (2017-01-18 22:17:07):
Мĕншĕн 1-мĕш тата 3-мĕш йĕркесене рифмăламасăр хăварнă? Вĕсене рифмăламан пулсан, 5,7 йĕркесене те рифмăлас çук. Ытлашши.