Чăваш çĕрĕ, пурăн ĕмĕр!


Пĕррехинче ман атте

Хăй патнерех чĕнчĕ,

Раççей карти илчĕ те

Пӳрнепе тĕллерĕ.

— Ак, ачамăм, кур ĕнтĕ:

Ку — Раççей çĕршывĕ!

Çак мăнаçлă çĕр çинче

Пур Чăваш çĕршывĕ.

Атте тĕллет ак пăнча:

— Чăваш çĕрĕ çакă вăл!

Аттене шанма манса

Картăна пăхатăп.

Ак тупатăп эп «Чăваш»,

Питĕ савăнатăп.

Аттерен ыйтап часрах

Мĕнлескер çĕршывăм?

Анне пычĕ ман ума

Ăшшăн çеç каларĕ:

— Эпир Чăваш çĕрĕнче

Пурăнатпăр халĕ!

Пысăк та пуян çĕршыв

Пирĕн Чăваш çĕрĕ.

Анлă унта уй-хирсем,

Аслă пирĕн вăрмансем.

Шурă Атăл сарăлать

Лăпкăн-лăпкăн вăл юхать.

Тĕрлĕ халăх пурăнать,

Кар тăрса ĕçе тухать.

Чăваш çĕрĕн илемне

Кунсеренех вăл туптать.

Унта пит хитре тĕрсем

Тĕрĕлеç маттур хĕрсем.

Таш ташлаççĕ каччăсем,

Пил параççĕ ваттисем.

Йывăр килнĕ вăрçă чух —

Пурте пĕрле тăнă.

Чăваш маттур пулнине

Пĕтĕмпех кăтартнă.

Санăн ватă аслаçу

Вăрçăра çапăçнă.

Мирлĕ пурнăç, ăнăçу

Вутра çунса тупнă.

Сан юратнă асаннӳ

Тухтăра вĕреннĕ,

Халăх сыв пултăр тесе

Тăрăшса ĕçленĕ.

Халĕ сумлă ватăсем

Лайăх пурăнаççĕ,

Кăкăр çине орденсем

Çакса кăтартаççĕ.

Пĕчĕк çеç мăнуксене

Пил парса тăраççĕ.

«Сыхлăр çĕр-шыва, — тесе

Тимлесе ыйтаççĕ. —

Чăваш халăх пек маттур,

Сывă ӳсĕр», — теççĕ.

Чăваш çĕрĕн каччисем

Андриян пек сывă

Ӳссе çитсе вăй илсен

Пулĕç ырă пиллĕ.

Çĕр-шыв чысĕшĕн тăма

Вĕсем ак пултарĕç.

Тĕрлĕ халăх хушшинче

Пире чапа кларĕç.

Çепĕç чĕкеç пикесем

Çĕнĕ тĕрĕ тĕрлĕç,

Мухтанмалăх парнесем

Чикĕ урлă вĕçĕç.

 

Пурнăç чаплă ĕнтĕ халь —

Нимĕн те калаймăн!

Несĕлсен пур пурлăхне,

Çамрăксем, сыхлар-ха.

Чечек евĕр çĕршывне

Питĕ юратасчĕ,

Кулач евĕр чĕлхине

Манма парас марччĕ.

Раççей карттине пăхса

Чăваша тупасчĕ,

Тăван çĕр пит ыррине

Каласа парасчĕ.

Чечеклен эс, мăнаçлан,

Савнă çĕрĕм-шывăм!

Аталан эс малалла,

Пул эс ĕмĕр сывă!

 

2014, юпа уйăхĕ

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Олимпиада Алексеева (2015-07-30 21:24:37):

Сăвă тарăн шухăшлă,чуна пырса тивет.Автора ăнăçу сунас килет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Agabazar (2015-08-14 23:27:27):

Раççей карТи мар, Раççей карТТи темелле...

 

Галина Зотова (2015-08-15 19:22:51):

1971 çулхи словаре те уçса пăхрăм, хальхи словарьсене те - чăнах та КАРТА сăмах карттă тесе куçарăнать!

Пурăннăçемĕн тĕлĕнмелли тупăнсах пырать.

 

Agabazar (2015-08-15 22:09:38):

Карта (ограда, двор) сăмахпа пăтраштарас мар тесе çапла тунă ăна.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: