Тул çутăлнă вăхăтра
Секретра выртнă чухне çутçанталăк илемне ытла та лайăх куратăн, унăн вăрттăнлăхне сăнатăн. Пĕррехинче Смирнов пограничник секрета кайнă. Çуллахи çĕр часах иртет. Çулла чи илемлĕ вăхăт — тул çутăлнă чухне. Çак самантра тĕнче юмахри пекех туйăнать.
Акă Смирнов çуллахи ире савăнса сăнать.
Умра пĕчĕкçеç юханшыв. Ун хĕррипе ем-ешĕл хăмăшсем. Чим, мĕн амакĕ тата? Хăмăшсен хушшинче шап-шурă акăш ишсе тухать: вăл сăпайлăн, мăнаçлăн ярăнса çӳрет. Çак акăш тухнă тĕлтен часах тепĕр акăш курăнать. Икĕ акăш юханшыв варринче тĕл пулаççĕ те пĕр-пĕрне хирĕç тăраççĕ. Вĕсем темскер çинчен калаçнă пекех тӳйăнать. Кайран тухнă акашĕ малтанхи акăшăн темпе вараланнă çунатне сăмсипе тĕксе тасатать.
Смирнов çумĕнчи Кашкăр та çак илемлĕхе сисет пулас, тимлĕн пăхса выртать, вырăнтан та хускалмасть..
Çак вăхăтра çынсем пит тутлă ыйхăпа çывăраççĕ. Ара, ирхи ыйхăран тутли тĕнчере ним те çук вĕт. Çапах та Смирнов пограничник таврана тимлĕн сăнать. Ыйхă килет пулин те, тӳсет.
Çак вăхăтра, ыйхă чи тутлă чухне, Тăван çĕршыв чиккине уйрăммăнах тимлĕ сыхламалла. Тăшман хаяр та чее. Вăл çынсем хăçан ыйхăланине сиссе, тепĕр чухне чикĕ урлă сĕм çĕрле мар, тул çутăлнă вăхăтра каçать.
Смирнов ыйхăламанни питĕ аван пулчĕ: чикĕ пăсакан, чăнах та, ирпе каçма шутланă-мĕн. Юханшыв хĕррипе пĕр çын хуллен утса килет. Çак çынна малтан йытă сисрĕ.
Тăшман юханшыв çинче ярăнса çӳрекен акăшсем çине кăштах пăхса тăчĕ те малалла утрĕ. Анчах вăл Смирнов патнелле мар, шырлан тăрăх тапаланса хăпарса, вĕтлĕх еннелле васкать.
Пограничник ракета ярса сигнал пачĕ те йыттине вĕçертсе ячĕ. Йытă, пĕр вырăнта выртса ывăннăскер, пуля пек кайрĕ. Вăл тăшман патне çитрĕ, ун патĕнче çаврăнкаларĕ-çаврăнкаларĕ те йынăшса каялла килчĕ. Мĕне пĕлтерет-ха ку? Мĕншĕн йытă тытса чараймарĕ ăна? Чикĕ урлă каçнă çынна Смирнов пĕтĕм вăйран хăвалама пуçларĕ, йыттине каллех ун çине вĕслетрĕ. Йытă хайхи çынна каллех хăваласа çитрĕ, ун йĕри-тавра хамлатса çаврăнчĕ, ун çине сиксе ӳкрĕ, анчах ăна тытса чараймасăрах каялла килчĕ.
Смирнов тăшмана чĕрĕллех тытасшăнччĕ — ăна çавăн пек задани панă — халĕ авă мĕн пулса тухрĕ. Тăшман вĕтлĕхе кĕрсе кайрĕ. Сĕм вăрманĕ те çывăхрах.
Тарăхса çитнĕ пограничник йыттине татах вĕслетсе илчĕ. Йытă часах йывăçсем хушшине кайса çухалчĕ. Анчах пурпĕрех йынăша-йынăша таврăнчĕ. Мĕн амакĕ-ха? Йытă мĕншĕн тытса чараймасть ăна?
— Тартмастăп! — хĕрсе кайрĕ Смирнов.
Часах ун патне юлташĕсем те чупса çитрĕç.
Тепĕр пĕр-ик сехетрен хайхи çынна шыраса тупрĕç-тупрĕçех. Вăл пăшалпах хирĕç тăчĕ. Çапла пулин те пограничниксем ăна чĕрĕллех ярса тытрĕç.
Йытă ăна тытса чарайманни акă мĕнрен килнĕ: чикĕ урлă каçакан çын тĕлĕнмелле плащ-панцыр тăхăннă. Çав плаща тăхăннă пирки пирĕн Кашкăр ăна туласа ӳкерме пултарайман иккен. Анчах темле хăтлансан та шион тарса хăтăлаймарĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...