Хусанкай лампи
1
Чунрине май пур таран
кăшт калайăп-и?
...Ман сĕтел çинче ялан —
Хусанкай лампи.
Парнеленĕччĕ ăна
ывăлĕ тахçан.
Çутă ункă... Мĕн кăна
эп унра курман?
Пушкин сăнлĕ кабинет
çавă çутăра.
Акă амăшпе пуплет
пĕчĕк кухньăра.
Акă Йăлăм, пыл шăрши...
Пĕр кĕввех поэт:
«Пырăр-ши» те «пымăр-ши», —
интонацилет.
2
Антрацит хĕмленнĕнĕх
йăлт çиçет кулли.
Унсăр халь, тен, тĕксĕмрех
ун тăван хули?
Шутламастăп-ха апла!
Упрĕ ĕмĕрнĕ
çĕр-çĕр ял, вуншар хула
унăн сăнарне.
Хурарахчĕ куç хури,
хурланма тивсен:
«Вĕтĕ те,— вĕçĕ-хĕрри
çук-мĕн вĕт чунсен».
Халăх палăртнă этем
пулнине пĕрех
пил пек туйнă вăл теем
хăй Сиктĕрминчех.
Ылтăнлатрĕ пиллĕ ĕç
пиллĕ сăнара;
пурнăçа шанманни çеç
çукчĕ çав сăнра.
3
Ăс парса каланисем!
Халь те çак каçра
çаврăнаççĕ пек вĕсем
шухăшăм тавра.
Нумай енлĕхĕ асрах
пулнăран-и, тен,
савнă çĕр те çывăхрах
ун ячĕпелен.
Кĕмен мар сăнлăхĕсем
ман йĕркесене, —
ун «тики-тикийĕсем»
тетĕп вĕсене!
Ĕмĕт те, асран кайми, —
унпалан — чĕрех.
ур тĕк те, алран кайми, —
ун аллинченех!..
4
Пулчĕ —тĕрлĕ лирăна
пĕрлештерекен.
Кĕнĕ манăн шăпана
унпалах — Верлен.
Хăй вара çав Мастера
савнă уйрăмах:
музыкаллĕх, сăвăра, —
ун та — верленлах!
Ача чух ун патĕнче
пурăнма пӳрсен
сăвăсăр мана пичче
ырă каç темен:
«Эй, плацкарт вакун! Пăртак
çыврасах пуль сан».
— Кам сăвви ку?— Пастернак.
Пĕлĕн-ха кайран.
Виççĕн Миттапа утни
çав çуттах кĕрет.
Иккĕш шăппăн юрлани
халь те илтĕнет.
5
Туррăм-музăкăм! — Вăя
вăл кисретнĕ май
Моцартла Хусанкая
асăнни — нумай:
шурăмпуç кӳлепи пек
ялтракан орган
унăн «Аптраманĕпе»
туйăнать пек тан,
е ун Танийĕ утать
Клерхен юррипе,
сĕлĕ шерепи янрать
çил тӳттĕлĕпе...
6
«Эп вилсен пĕр эрнене
ĕç юлать», — тесе
калаçатчĕ ман анне
шăппăн эрленсе.
Хусанкай кайсан часах
сисреç ентешсем:
юлчĕç пуль — вун çуллăхах
вăл тăвас ĕçсем!
Тен, Никольский сăмахне
вăл асран яман:
«Пĕлтĕм эп халь чыс мĕнне:
эп — кахал пулман».
Эсĕр — курăр ун тертне
вăтăр томĕнче.
Курнă эп — аллисене!
Ак куç умĕнче:
Шав машинкăпа «çапса»
(утмăлмĕш çулта)
пӳрнисем хăпаланса
шăтнăччĕ йăлтах…
7
Хăй лампийĕн çутинче
çутă та вĕри
тинкерет вăл, ман пичче,
ĕçĕмĕн тӳри.
Хăй шӳтлетчĕ: «Свет çути»...
Халь çав çутăра
сас парать Сăмах Ăсти:
Тăрăш... Ан аптра...»
«Ан хăвар ӳкĕнĕçе», —
терĕ — кайиччен.
Кам вĕрентеет Ĕçе,
çав — Вĕрентекен.
Уншăн та ӳссех пырать
ĕçĕм тейĕй-и?
...Ман сĕтел çинче çунать
Хусанкай лампи.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...