Durak
Юрласса хăйĕн мĕскĕнлĕхĕ, вăйсăрлăхĕ,
ухмахлăхĕ çинчен юрларĕ.
(Борис Чиндыков. «Hotel Chuvashia»)
Кĕр-кун-не... Темле якалса çитнĕ сăмахсемпе хакласан та, ырах çав ылтăн кĕркунне! Юр айĕнчен ем-ешĕллĕн тапса тухакан çурхи хăват илемĕ мар та — çавах пехетлĕ. Çуллахи пек, ăш-чик таран витĕр ăшăнса çутçанталăкпа ирĕлсе-хутăшса каяслăх та çук ĕнтĕ. Пурпĕр ытарса çитермелле мар çав кĕр кунне — сарă-хĕрлĕ çулçăллă кашни капăр йывăçрах çурхи пулас ешĕл вăй ĕмĕлки палăрать-палăратех.
Паллах, туйма пĕлсен. Курма пĕлсен.
Палюк вара чылай чухне çын туйманнине те туяканччĕ, никам курманнине те курма пĕлекенччĕ.
Кĕрхи ыйхă урăх вăхăтринчен раснарах ĕнтĕ. Йывăртарах темелле-ши? Туять пек çакна Палюк. Ирсерен темле йывăртарах вăранать пек юлашки вăхăтра.
Ирхине мĕнле тăратăн, кун çавăн пек иртекенччĕ. Çамрăк пулсан та, те — ял ачи пулнăран, те — хăй çавăн пек сисĕмлĕрен, Палюк çакна та кăштах тĕшмĕртет пек.
Çавна пулах паян хăй кăмăллăн вăраннишĕн вăл хăй кăмăллă вăраннинчен те ытларах хĕпĕртесе ӳкрĕ пулас. Ахаль чухне илĕм-тилĕм ĕçкĕ юрри шăрантаракан чăваш радиовĕ уртарсах яраканччĕ — Палюксен аслăрах юлташĕ Рахмул миçе аппарат çапса çĕмĕрмен-ши çак ик-виç çул хушшинче? Хальхинче çав урмăш кĕвĕ хăлхана та кĕмерĕ..
Ухмахланччăрах! Кам мĕнле ухмахланма пултарать, çапла ухмахланать халь Чăвашра. Пĕр чĕрĕ чăваш классикĕ калашле, ухмахланаççĕ-ухмахланаççĕ те, тата та ытларах ухмахланассисем килеççĕ пуль. Рахмул яланах çакна аса илетчĕ.
Палюк хăйĕн çак темĕнле ăнланмалла мар çĕкленӳллĕ хаваслăхне малтанласах пач та ăсласа илеймерĕ-ха — ара, çирĕмрен тин иртнĕ каччăн урăхла пулмалла-им вара? Темле сисĕмлĕскер пулсан та, ват çын мар ахлатса вăранса кайма.
Каярах пĕрех кăштах сисрĕ пек — ӳт-пӳ темле çăмăл, пуç та янках урă. Сăлтавне пурпĕр тĕпрен тавçăраймарĕ-ха. Калăн, ирсерен тăтăш авкаланса-хуçкаланса вăй пухаканла, чăнласах, çине тăрсах муталаннă чухне те. Ялан пулайман япшар каччăлла çăвăннă-якалнă чухне те. Çук, ялта — анне кĕрекинче мар, студент пурнăçĕнче те вăхăтлă апатланма хăнăхнăлла, хуратул пăтти пĕçерсе, çăмарта ăшаласа, хĕле хатĕрленĕ лечопа тутлăлантарса, апат техĕмне туйса сăйланнă чухне те.
Ун вырăнне, пач урăхла туйăм çиеле тапса тухрĕ. Шел, çамрăксен «кăткă йăвинчи» пӳлĕмре пĕчченех вăл паян. Кӳршĕ-аршăсем те яланхилле ура айне лекмелле хĕвĕшмеççĕ. Те пурте яла кайса пĕтнĕ, те таçта кĕнекесарсенче ăслăлăхăн хытă чулне кăтăртаттараççĕ... Мĕншĕн кирлĕ чух çук-ха вĕсем? Рахмулпа чухне вĕсене таçта та, такам та курать — таçта такампа тавлашнă-и, хирĕçнĕ-и, милицие çакланнă-и — туххăмрах таçта çити сас-хура сарăлать. Никамран ниçта пытарса пĕтерме май çук. Халь ăçта çав йăр-япăшсем? Курччăр Палюк еплерех йĕркеллĕ йĕкĕт иккенне!
Уйрăмах хăш-пĕр хĕрпĕрчине кăтартсан та пăсмĕччĕ: ячĕшĕн мар физзарядка, паха парфюмлă туалет, сывă апат йĕрки... Кама килĕшмелле мар çакăн пек каччă?
Çитменнине, пĕр сигарет та туртман паян. Туртас та килмест. Пӳлĕмре те пĕр купа сăра кĕленчи чăнкăртатса лармасть. Пулман та тейĕн, пулма та пултарайман.
Тума якатма манас марччĕ тата. Пушмака çутатма та ӳркенес мар.
Рахмул кăна ниме те, ним çине те пăхмастчĕ. Яка тумĕ мар, ăсĕ-совĕçĕ кирлĕ иккен ăна. Анлă тавракурăмĕ кирлĕ. Тĕнче шайĕпе ăнланма-шутлама пĕлни кирлĕ. Тăван халăхăн пархатарлă ывăлĕ пулни пахарах имĕш. Аслăрах ăрусем каласа кăтарткаланă Хайхи сăвăçран ӳкерсе илнĕ-ши? Лешĕн те пуçĕнче — тĕнче шайĕнчи поэзи, уринче вара — пралукпа туртса çыхкаланă пушмакчĕ теççĕ пĕлекенсем. Палюк шучĕпе, кунта Рахмул тĕрĕсех мар.
Çавăнпа вăл тумне те юратсах якатрĕ, пушмакне те киленсех çутатрĕ.
Акă, пулчĕ те! Камран кая халь Палюк?
Çук, ялтилле Палюк тесе те чĕнтермелле мар хăйне малашне. Аслашшĕ ячĕ пулин те, ытла та кулăшла. Тĕрĕссипе, çăпаталла илтĕнет.
Юрăхлă ят — Паша. Пусăмĕ те, ялтилле пек, юлашки сыпăка авса хуçмасть.
Паша! Мĕн тери модерн çак ят! Чăнкă çеç те мар — калама çук культурăллă. Классикăлла темелле.
Хамăр ял ачисене те ятарласах, арçынла асăрхаттарас пулать-ха. Тĕл пулсан-мĕн Палюклатса ан тăччăр.
Тĕрĕссипе, Рахмул та ăна Паша тесех чĕнетчĕ-ха. Чăвашла пусăмпах. Анчах чăвашла мар иккен. Тем те пĕлекен Рахмул çак сăмах турккăлла генерал тени пулать тетчĕ. Чăвашла пусăм килĕшсех пĕтмесен те, Палюк хăйне генерал тесе чĕннине пĕрре те хирĕç марччĕ. Çавăнпа Рахмулпа ку ыйтупа нихăçан та урлă-пирлĕ пулман.
Чăнне каласан, Рахмулпа урлă-пирлĕ пулма май та çук. Кутамасрах, кĕрнеклĕ, çирĕп кăмăлĕ сăнĕнчех палăракан çак йĕкĕт юлташĕсем хушшинче ӳт-пӳ вăйĕнчен те ытларах ăс-тăн çивĕчлĕхĕпе малта тăратчĕ. Авторитет, эппин. Ертӳçĕ. Тен, хăйне май, çулпуç темелле-и?
— Саламалик, кăткă йăви! — тетчĕ вăл пӳлĕме таçтан кĕтмен çĕртен йăтăнса анса. Саламне ăнланаканнисем те ку сăмах çаврăнăшне пĕлсех çитереймеççĕ, чăвашла айваннисем вара, мĕн хуравламаллине те чухлайманран, аптрасах ӳкеççĕ. «Страçте-мраçпе» çырлахмасть Рахмул. Ун пек çынна вара çĕр каçлăх «лекци» кĕтетех! Сăрапа пирус шăрши витĕрех çапнă пӳлĕмрен кăвак çутпа çывăрма тухса тăнкăлтатакансен пуç миминче, юман вутти пăрахнă сӳнеймен кăвайт çинчилле, чăваш халăхĕн авалхи мăнаçлă историйĕпе паянхи мĕскĕн лару-тăрăвĕ, халăх кунçулĕнчи тĕнсен черетленĕвĕ тулса тăкăнасла вĕреççĕ ĕнтĕ. Миçе кĕленче сăра ĕçсе янине, миçе кипке сигарет туртса пĕтернине ас тумасан та, çак ăшаланнă-тĕтĕмленнĕ пуç мимисем чăвашсем тӳрк йăхĕнчи пăлхарсен тăхăмĕсем пулнине, такамсем пире çавна мантарса ярасшăн самай ăнăçлах ăшталаннине, чăваш йăли-йĕркинче авалхи тӳрк тĕнĕпе хутăш ютă, сартăш, манихей, ислам та алла-аллăн пурăннине, паянхи пусарса тăракан тĕн мĕншĕн колони тĕнĕ пулнине тахçанччен манса каяймастех.
Хулана — Шупашкара ĕнтĕ — Рахмулпа пĕрле тухсан, асра юлмалли самантсем пушшех те йышланаççĕ вара.
Рахмул хулара та тăван чĕлхепе çăвар тулли калаçса çӳрет. Ним вăтанмасăр!
Чи тĕлĕнмелли — тăван чĕлхи вара унăн, пирĕнни пекех, — чăваш чĕлхи. Шупашкар чăваш патшалăхĕн тĕп хули пулсан та, кунта чăваш чĕлхи — усрав ача. Усравçи — хаяр ама çури.
Рахмул тавра пухăннисем, паллă ĕнтĕ, тĕпрен илсен — ял ачисем. Такам шурă кулачă астивнĕ хыççăн хулара чăвашла калаçма юрамасть тенине ăша хывнăскерсем. Çавăнпа Рахмулпа малтанласа вăтанса çеç çӳреççĕ-ха. Пăрăнса юлаканни те пайтах. Рахмул вĕсене пач та ӳпкелемест. Ăнланать: чылайăшĕ сутуçăсем, троллейбус-автобус кондукторĕсем хăйне «дерёвня» тесе каласран именет. Анчах Рахмула «ковори на нормальном ясыке!» тенипех хуçса антарма май çук. Вăл тӳрех кĕсйинчен чăваш патшалăхĕн тĕп саккунĕн кĕнекине туртса кăларать те лешсен сăмси умне тĕкет:
— Кон-сти-ту-ци вулăр!
Рахмул вĕсемпе нумай калаçнин усси çуккине аван пĕлет. Çавăнпа Конституци кĕнеки — ялан çумра. Палюксене чи малтанах Рахмул çак кĕнекене туртса кăларни питĕ хăватлăн курăнатчĕ те тĕлĕнтеретчĕ: «Конституци вулăр!» Ку вăл лешсене урок туса килмен шкульнике намăслантарнăнах туйăнатчĕ: «Вула! Мĕн, вулама та пĕлместĕн-им?»
— Ха-ха-ха! — харăс кулса яратчĕç вĕсем çак самантра.
Каярах урăххи тĕлĕнтере пуçларĕ: хăйсем Конституцие пĕлменшĕн намăсланакан сайра тупăнать. Питĕ те сайра.
Пĕрех хăйсем тĕрĕс маррине, саккунсăр хăтланнине аван чухлаççĕ ахăр. Вара юри хирĕçӳ кăлараççĕ. Янрашу хĕрсе кайсан, çамрăксен ушкăнĕ тĕрĕсси-тĕрĕс марри никама та кăсăклантарми пулать: çамрăксем епле сĕмсĕр, çулланнă кондуктора (е сутуçа), çитменнине — хĕрарăма, хисеплемеççĕ! Хăйсене халăх çинче те тытма пĕлмеççĕ!
Вара çамрăксем çине сутуçă е кондуктор çеç мар, таврари пĕтĕм халăх сиксе ӳкет. Шăй-шай, чăй-чай!
— Ты что тут хотиш калакайăш как свойом колхосе! — çихĕрет пĕри, хăй ĕнер çеç çав калхусран çăлăнса тухнине манса.
— Ичи свай калхус! — çихĕрет тепри, хăй çав калхус самăртнă аш-пăшпа самай ӳт хушнине шута хумилле.
— Что, чействительнă клавнăй ясык не снайăш, — тет виççĕмĕшĕ.
— Ексамĕн не ставал что-лĕ?
Аптриш, мĕн каламаллине те пĕлмелле мар.
Ун пек чухне, мăшкăла юлсан та, тарса хăтăлмалла та çав, анчах Рахмул... Рахмул — рыцарь! Рахмул — чăн-чăн Улăп-паттăр! Тахçан авал пурăннăскер тата паянхи пурнăçра теме пула чĕрĕлсе тăнăскер. Е, динозаврсем пек, миллион çул каяллах вилсе пĕтмеллискер, анчах темле сăлтава пула таçти тĕттĕм чăваш ялĕнче упранса юлнăскер. Çак хушăра, паллах ĕнтĕ, вăл пĕвĕпе те пĕчĕкленнĕ, ал-ури вăйĕ те самай тамалнă. Мĕн упранса юлма пултарни те — таса чун хавалĕ кăна. Çавăнпа Рахмул пули-пулмишĕн çапăçу уйĕнчен тараканскер мар.
Чăтать Рахмул. Чăтать. Анчах чăтăмлăран чăтăмлă Рахмул та йăхташĕсен тискер айванлăхне чăтса çитереймест çав.
Малтанласа хĕремесленсех тапăнакансене вăл сăпайлăн çеç, сас хăпартмасăр, Конституци çинчен, этем хакĕсемпе ирĕкĕсем çинчен каласа ăнлантарма тăрăшать. Ыйтăва хирĕç ыйту парса кăсăклантарма хăтланать. Кăлăхах... Те лешсем чăннипе те ним те ăнланаймаççĕ, те хăйсем тĕрĕс маррине ăнланса илеççĕ — вара пушшех асса-урса каяççĕ...
Юлашкинчен Рахмул та хĕрсе каять, ăна та йăнăш утăм тăвасран сыхланма йывăрлансах пырать. Унпа юнашаррисем, опыт çуккисем, тĕлли-паллисĕр хӳтĕленме е тапăнма хăтланни те чылай чухне усса каймасть ĕнтĕ — чылай чух вара Рахмул ушкăнне милицие тытса каяççĕ. Тарса юлакан сайра пулать — хĕремесленсе кайнă сутуçăсемпе кондукторсем никама та тарма памаççĕ.
Пĕрре пăхма, ним те тăваймаççĕ пек Рахмулсене милицире — ара, чи малтан вĕсен хакĕсемпе ирĕкĕсене пăснă-çке, хирĕçӳ çавна пула тухнă. Анчах та ку пĕрре пăхма çеç çапла курăнать. Е пакунлисем чĕлхе ыйтăвне пач та ăнланмаççĕ, е ку вĕсемшĕн — табу.
Кĕскен каласан, милици те сутуçăсемпе-кондукторсемпе пĕр тăван. Çакна пĕлменнисем кăна милицире тĕрĕслĕх тупасса шанаççĕ.
Тата, çылăх шырама та ăста вĕсем. Те пач та ĕçлеме пĕлмеççĕ, те хăйсен ĕçне шутсăр лайăх тăваççĕ — хăйсене кирлĕ мар тĕп ыйтуран пăрса ярса, хуть те мĕнле ĕçе те хăйсен еккипе чуптараççĕ. Камран сăра шăрши кĕрет? Паллах, сутуçăран мар. Çитменнине, вĕсене милицие илсе те каймаççĕ. Тен, çак хăмла шĕвекĕн шăрши никамран та кĕмест пуль. Анчах таса чунлă ял ачи тунмасть: «Ĕнер ĕçнĕччĕ...» Милици çук сăра шăршинчен пуçлать те, ӳсĕр тесе хут çырать. Сăрине ĕнер ĕçнĕ пулин те, ял ачи çакă паян айăпламалли сăлтав пулса тăрасса шутламасть те. Айăпламалли сăлтав пулма пултарайманнине туять-ха вăл, анчах çакна епле çирĕплетсе параять вăл? Йĕрки-куркине те пĕлсе çитереймест. Унăн пĕртен-пĕр хӳтĕленӳ хĕç-пăшалĕ — суясăрлăхĕ. Хăйнех путараканскер. «Ĕçнĕ, вара мĕн?» «Ĕçнĕ? Апла аван...»
Сăрине паян кăнтăрла пĕр курка ĕçнĕ пулсан — лару-тăру пушшех те çăлăнăçсăр.
Рахмул ушкăнĕнче тахăшĕ сутуçăсемпе-кондукторсемпе тавлашура хăй тĕп чĕлхене халăх шайĕнче лайăх пĕлнине кăтартнă, икĕ-виçĕ хутлине персе янă пулсан — милици телейĕ! План тулать, преми килет, çăлтăр хушăнать. Хулиган! Айăплав статйи хатĕр, ăна сивлесе сирме çукпа пĕрех. Çитменнине, тĕк те шăтманнисемшĕн.
Çапла хĕнесе пĕтернĕ (милицире чышкаласа илесси те — нормă), выçăпа касăхнă, кил-çуртсăр йыт кĕртĕлле таврăнать вара студентсен çуртне Рахмул ушкăнĕ. Çур çĕр еннелле. Вара каллех ирччен — «сӳтсе яву».
Çук, нимле каварлашнă ушкăн та марччĕ çак йыш. Рахмул хăнана килсен ачсем хăйсемех таçтан тупăнатчĕç вара? Камит курма пухăннă пек.
Кăнтăрла иртсен килетчĕ те вăл общагăна, унтан хулана тухатчĕç. Малалли — паллă.
Кăвак çут килнĕ çĕре сутуçăсемпе кондукторсем тата милицисем империри чи тăнсăр, чи пĕлӳсĕр, чи тискер, çавна пула пĕтĕм этемлĕхе тата, пайăррăн илсен, чи мăшкăлли — чăваш халăхне чи пысăк сиен кӳрекенсем пулни пирки никамăн та иккĕленӳ юлмастчĕ вара.
Шкулта тата университетра вĕрентекенсем хыççăн, паллах, тейĕ ăнкаракан çын паян — тăван чăваш чĕлхине „паппă-мамăланнă” вĕрентекенсем сутса янă. Анчах та Рахмулсем-Палюксем ун чухне ку тупсăма мала хуман. Автор та çав ушкăнра пулса курнăскер, çавăнпа ăна шанма юратех пуль тетĕп.
Ай, асилӳ çăмхи! Кусать те кусать хăй еккипе — Палюкăн çаксене пачах та аса илес килменнине те шута хумасть.
Яка тумланса, кăмăллăн шăхăркаласа ярăнса утакан Палюк, урока нихçан кая юлман студентла, вĕренме васкарĕ. Васкарĕ пулин те, йывăçсем сап-саррăн та хĕп-хĕрлĕн саламласа пынине асăрхарĕ-асăрхарех. Хурăнĕсем ма сап-сарă-ши? Хĕвелпе хĕртĕнни халĕ те упранать тейĕн! Пилешĕсем тата, пилешĕсем еплерех — çупкамĕсем карăнса тулнă, кĕç-вĕç пĕрхĕнес пек. Вĕренесем те, шăрçа çакма юратакан майралла, шерепе ăшĕнче...
Çакă ĕнтĕ, çакă — çутçанталăк ĕмĕрĕн пĕр çаврин çимĕçĕ: йăха малалла тăсма хатĕр паха тăхăм пиçсе çитнĕ!
Мĕн пулĕччĕ-ши, енчен те, ăнсăртран, кĕркунне çав маттур вăрлăх çитĕнмесен?
Айванла ыйту ĕнтĕ...
Тен, айванла та мар? Çитменнине, ытти те пур.
Акă, пилеш те, вĕрене те тăхăмĕсене ырă та сывă çитĕнтернĕ тейĕпĕр. Ирĕкре пулсан, вĕсенчен чи маттурисем, айккинелле вĕçсе те пулин, пулăхлă тăпра тупса, хунавланаççех. Анчах, пурте мар... Кашни акнă вăрлăха шăтма тур пӳрмен.
Хулара вара?
Кунта, ирĕк хĕсĕк çĕрте, епле хунавланĕç вĕсем?
Çук çав, çук...
Апла, çак куç тулли пилеш — йăхри юлашки пилеш? Çак ытарайми вĕрене — йăхри юлашки вĕрене?
Рахмул халăхсем те çапла çуралаççĕ, ватăлаççĕ, вилеççĕ тетчĕ. Анчах вилес умĕн те тăхăм хываççĕ те çĕнĕрен чĕрĕлеççĕ тетчĕ. Апла, вилĕмсĕрлĕх — тăхăмсенче?
Енчен те хăй кĕркуннинче пурăнакан халăх çапла хăватлă тăхăм хăвараймасан?
Реххетленсе утакан Палюк сасартăк йӳçек тивнĕн ахлатсах илчĕ. Ара, мур илесшĕ, вăл та, Рахмул пекех, вĕçĕ-хĕррисĕр анрама пуçларĕ-и?
Çак кĕтмен тавçăру хăйне тĕлĕнтермелле мар çĕртенех тĕлĕнтерсе янăран, яш каччă чарăнсах тăчĕ. Çăлăнăç шыранăн, ун-кун пăхкаларĕ. Анчах хальхинче кĕр илемĕ куçа пач та тăрăнмарĕ, пуçĕнче нимле шухăш та çуратмарĕ. Çуратмарĕ çеç мар, куçĕ ни сарă, ни хĕрлĕ, ни симĕсех юлнă çулçă çинче те чарăнса тăмарĕ — ахаль чухне Палюк, акă, çĕрле çутатакан вĕрене çулçисене кăнтăрлах тĕсесе тĕлĕнекенччĕ, вĕсен çав асамлă çутату хăватне ăнкарма мекеçленетчĕ.
Паçăрхи тăхăмсем çинчен анра шухăшĕ хăйĕн иртенпех çĕкленӳллĕ кăмăлне пăсма пуçланине сиссе пынă май, Палюк тинех хăйĕн паянхи хаваслă çăмăллăхĕн тупсăмне ăнланса илнĕ пек пулчĕ: кăçал иккĕмĕш уйăх вĕренеççĕ ĕнтĕ, анчах Рахмул çук! Килсе те курăнман! Рахмул çук та, апла-тăк, нимле кĕрешӳ те çук, анрамалли те çук! Мĕнле çакна паян кунччен аса та илмен?
Кĕрешӳ çук, анрав çук, анчах пурнăç тăрса юлнă! Хаваслă, савăнăçлă, тулли пурнăç! Ирĕк!
Акă мĕншĕн тунсăхласа çитнĕ иккен Палюк ăш-чикĕ — унăн ахаль çеç, ирĕклĕн пурăнас килет. Унăн кашни каç тенĕ пек Рахмулăн ăслă евĕр калаçăвĕсене итлесе минрес килмест — çĕршывăн пурнăç йĕрки саккунсене курах урăхларах пулмаллине ăнланнинчен мĕн усси? Пиртен килмест. Камран килет — çавăн пуçĕ ыраттăр. Эпир пĕчĕк çынсем. Çӳлте ларакансем мĕн тумаллине чухлаççĕ пуль. Е çамрăк вăй-хала, хулана тухса, кашни кĕтесре хăвăн тăван чĕлхӳпе калаçма ирĕк пур хакна такам тăмтурухсене ĕнентерсе кашнинпе кашни самантра хирĕçме кăна сая ямалла-и? Ытла хакла лармасть-и вара ку? Хирĕçме тивесси вара хулана тухичченех паллă. Чăваш патшалăхĕ — фикци, суя ĕмĕлке. Ун президенчĕ те — катемпи çех. Таçти такамсем вылятакан тăм тухья. Çĕр çынна йĕркипе тăратса ыйтсан, тăхăрвун тăххăрĕшĕ хăйĕн патшалăхĕ пуррипе çуккине тĕшмĕртмест те. Палюкăн вара, çавсемшĕн кĕрешсе-çапăçса çӳресе, хăйĕн тин çеç чечекленме пуçланă пурнăçне тĕп тумалла-и? Ытла çуллă пулĕччĕ такамсемшĕн.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...