Тупăшлă япала
Хура Йăван Хăвакли
Юхтаратчĕ хăватли.
— Тупăшлă япала! —
Тетчĕ Хăвакла.
Комсомолка Анюк
Асăрхарĕ ку ĕçе:
— Куна чăтма çук, —
Терĕ хĕрсе.
Ларчĕ, çырчĕ хаçата,
Тĕрлесе шур хута:
«Хура Йăван Хăвакли
Юхтарать хăватли.
Укçа пухать çӳпçине,
Инкек кӳрет çынсене.
Ӳсĕрпе Емелкке
Çухатнă çĕлĕкне.
Сăмакун ĕçнипе
Нил çапăçнă кӳршипе.
Арăмне Микула
Хĕненĕ ĕçке пула.
Пĕтерет ку Хăвакла.
Ăна халех чармалла!»
Çитрĕ унта пĕр çын çиçтерсе,
Ыйтрĕ тĕпчесе:
— Хура Йăван Хăвакли
Эсĕ пулатăн-и?
Юхтаран теççĕ хăватли.
Мана памăн-и?
Шăнтăм çил çинче...
Каятăп инçе.
Эпĕ кунти мар.
Ан хăра — пулсан пар —
Терĕ хăна
Ун-кун сăна-сăна.
Шутлать Хăвакла:
«Мĕн хăрамалла?
Йĕркеллех ку хăта
Уринче — çăпата.
Мăк сухаллă.
Сулĕ — пĕр аллă.
Милици сăнĕ çук.
Сутас килех килнĕ чух».
Çийĕнчех сасăпах каларĕ,
Хăнана хавхалатрĕ: —
— Каккуй сана —
Пĕр çынна.
Тăрататăп çичĕ яла.
Тупăшлă япала! —
Тыттарчĕ кăларса
Хăвакла çуттине,
Аллине тăсса
«Пар, терĕ, укçине».
— Эп милици пулатăп.
Акт çыратăп, —
Терĕ хăна,
Уçса папкăна. —
Штрафне халех тӳлетĕн-и
Е пăртак кĕтетĕн-и?
Чарăлчĕç Хăвакла куçĕсем:
— Милици? Ман çук укçисем.
Ма паллаймарăм-ха сана?
Вăт хăна!
Шухăшсем
Make wedding planning feel joyful instea...
Enjoy every moment of your engagement jo...
Planning your dream wedding should feel ...
This wedding planning website was create...
Enjoy every moment of your engagement jo...
Make wedding planning feel joyful instea...
Planning your dream wedding should feel ...
This wedding planning website was create...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...