Туссен çĕрĕнче
Çӳрен хĕвеллĕ Пушкăртра
Çӳретĕп эп эрне.
Мĕн чухлĕ шыв çак вăхăтра
Тăванлăх кĕперне
Сарса хумарĕ çул çинче?
Мĕн чухлĕ хыр-вăрман
Хăйсен янравлă юрринче
Пире телей сунман?
Уй анлăшĕ, çаран тăршши
Саламлă пур çĕрте.
Турамăш курăкĕн шăрши
Симпыл пек ӳсĕртет.
Тӳпе кăвак ирпе тăрсан.
Кăнтăрлапа тинкер —
Шевле çуса тасатнăран
Хĕр куçĕ пек сенкер.
Çăлкуç чĕнет-и хăй патне —
Пыратăн тĕлĕнсе:
Миçе валак тăсать алне
Тулли курка сĕнсе?
Туремлĕхрен кăштах иртсен,
Çул ту çине хăпар
Кунта çил çулĕ, хăй çинчен
Урал ярать хыпар.
Туйса пуль ырă хыпара
Приютовă енче,
Белебейре, Юлтазара
Çĕрле çап-çут тĕнче.
Эп астăватăп: çитнĕ каç,
Туймазара ансан,
Пирĕн йышри пĕр хĕрупраç
Шалт кайнăччĕ ăнран.
Вăл вакунра вăраннăскер,
Çутта пăхать ун-кун:
— Тархасшăн калăр, ку мĕскер —
Çĕрле-и халь е кун?
Отвечĕ çитрĕ, кăшт тăрсан,
Çут каçăн тĕпĕнчен:
— Çĕр çывăрмасăр Пушкăртстан
Туптать, ĕçлет, тĕпчет.
Яш Салават килет ĕçрен.
Куçпа хăй ачашлать.
Пĕли-пĕлми пĕр вĕçĕмрен
Пуплет вăл чăвашла.
Туссем, çакна манас ăçтан?
Пире çав шеп ирпе
Яр уçрĕ алăк Пушкăртстан
Хĕрӳ яш аллипе.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...