Ман Манифест
Шутсăр пысăк мар Мĕн Явăш ялĕ.
Курăнмаççĕ çурчĕсем çăран.
Пурĕпĕр, шутларăм та эп халĕ,
Икçĕр çын килмерĕ вăрçăран.
Чун катмасăр юлнă кил çуках вăл!
Хурлăх камăн куçĕнчен пăхман?
Таврăнмарĕ Мустăрсен виç ывăл,
Виççĕшне çухатрĕ ват Тимань.
Çывăх тус, Васлей Аршуткин, пурччĕ,
Сарă яш, хăюллă утаман.
Хуйхăрать паян та ашшĕ пӳрчĕ
Пушанса сасартăк юлнăран.
Тархаслаччĕ Арçинке Самаров:
«Ывăла килех, тур, çавăрса».
Пĕртен-пĕр ачи ун таврăнмарĕ,
Виличчен ылханчĕ вăл вăрçа.
Астăватпăр — курнисем манмаççĕ —
Йăмăксем те пулнăччĕ кулми.
Çур çитсен тултарĕ Ал хутаçĕ
Уй-хиртен йĕпеннĕ çĕрулми.
Тертлĕ Вăхăт.
Ан тусамăр айăп
Асилме çитернĕшĕн хăю,
Паянхи кун тӳпинчен пит лайăх
Курăнать, ялйышăм, сан вăю.
Çав кунсем нихçан асран каймаççĕ:
Канăç çук, ĕçлетĕн çĕр хута, —
Пурпĕрех хуплаймĕ хурлăх каçĕ
Ĕмĕт чĕртнĕ чĕрери çутта.
Пуш кĕлетĕн алăкĕ уçах-и,
Шăхăрать-и çил çеç пӳлмере —
Пурпĕрех çĕн пурлăхăн пучахĕ
Шăркана ларатчĕ ĕмĕтре.
Çукчĕ-çке краççын та, пӳрт кĕтесĕ
Каç пĕлетчĕ тĕттĕме кăна.
Пурпĕрех халь тунă Атăл ГЭСĕ
Çутă панă пирĕн ăстăна.
Тупăнман ун чух якут алмазĕ.
Хурçă шанчăк пулнă пурпĕрех.
Хурçă шанчăк. Вăл теме те касĕ.
Алмазран пин хут вăл çирĕпрех!
...Темĕн вăхăт унтанпа иртмерĕ.
Халь тесен тухать-çке куç умне:
Тамăк уйĕ, тăшмансен эшкерĕ,
Вут сухи хуратнă çĕр-анне.
Кирлĕ мар тек вăрçă! Пирĕн сассăн
Çулăма чармалăх пур хăват.
Халăхсем кĕрешĕве тухсассăн
Çĕр çинче яланлăх Мир пулать!
Эп хама калатап: эсĕ ан тăр
Пуç усса, кĕреш вăй пур таран.
Çӳл тӳпемĕр ĕмĕр ан хуплатăр.
Юн çĕре ан юхтăр
тек нихçан!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...