Сăмах тĕшши
Юр-çумăра сисет суран...
Пĕлет, тĕп-тĕрĕс хăямат...
Ни утпала халь, ни çуран
Чĕнмест мана военкомат.
Шăп уйăх вĕçĕнче пĕрре
Сывмар укçи килет кал-кал.
Çук, çырлахмасть кунпа чĕре,
Ку çеç — ман пурнăçшăн сахал.
Чунпа, юнпа та эп — хресчен,
Хура çĕрпе эп пĕртăван.
Хирте çанçурăм хĕриччен
Йышпа суха тăвасчĕ ман.
Вырасчĕ тырă.
Пĕр çĕре
Ăна пухсассăн кĕркунне,
Тулли те хĕмлĕ пĕрчĕре
Курасчĕ ĕмĕт çитнине.
Акса тăваймĕ çав тырпул
Вут çилĕ шалтăр хуçнă хул...
Сăмах тĕшши акасчĕ ман
Хастар çынсен чĕрисене.
Пĕлесчĕ — манăн вăрлахран
Телей калчи ӳсессине.
Ыйтассăм çук хам ĕçшĕн хак —
Пулас килет каллех салтак.
Ман юнăмри кашни тумлам
Çак ĕмĕтпе хĕрет паян.
Ахаль салтак кăна пулам —
Салтак малта пырать ялан.
Шухăшсем
Кун пек вăйлă произведени чăваш литерату...
Çеçпĕл ман юрату! Ăна пĕлмен Çынсенчен э...
Эпĕ Çеçпĕле мĕн тери юратнине никам та с...
Тринкки-тринкки сикекен Шăрчăк тусăн, юр...
Мана çав тери Крыловăн юптарăвĕсем килĕш...
Мана çав тери Крыловăн юптарăвĕсем килĕш...
Шăнăçман...
Здесь вы можете заказать копию любого са...
Напишите пожалуйста перевод слова Шанащм...
Здесь вы можете заказать копию любого са...