Уçăмлăха


Шăпа, шăпа тесе калаççĕ.

Мĕскер ку — çакă ырату,

çак туртăну? Эп ирĕн-каçăн

хампа хам ирĕклĕ, тату

пурнайманни? Пĕччен юлмашкăн

асăрханма та пуçлани?

Тен, çакă пуль шăпа? — Эп хамшăн

шухăшлама йăлтах манни?

Çук ырату та, çук — шăпа та,

тасалăхшăн çунни кăна.

Анчах тасалăха савма та

тĕнче чĕр вăй паман мана.

Вăл çук манра, вăл çук — тасалăх,

ман ялтравра, ман çиçевре.

Ман ăс çĕкленĕвĕ, вăй-халлăх

таппи те — нихăçан пĕрре

ялтăрайман — куçсем шармалăх,

çынсем иккĕленми курса

шухăшламасăр юратмалăх!..

Янăрайман нихçан ман сас

çынсем куçа хупса, ăна çеç —

ман сас вăйне, тасалăхпа

илем вăйне кăна туйса çеç —

ăна çеç ырă кăмăлпа

тасан та ыррăн тăнламалăх!

Йывăррине ӳкерекен,

çăмăллине йывăр пулмалăх

çĕклентерсе ӳстерекен

тĕнчен чĕр вăйĕ — эс манра та

ман юн вăйне çеç пăхăнан —

куллен мана вайсăрлататăн,

ман çуттăма эс чакаран.

Ӳсӳ те, вăй та, çĕкленӳ те —

пĕччен пусăрăнса, пĕччен

йывăрланса ларма çеç, хӳтĕ

туяс тесе этемсенчен

куллен-кун уйрăлса пыма çеç!

 

Манра — куçсем çеç пурăнаççĕ, —

ман мар тасалăха курса,

ман мар тасалăхшăн ир-каçăн

тунсăхлама шăпа парса

мана вĕсем кăна упраççĕ!

Тен, хама хам манса, çынран

куçсем те алăсем ыйтмасăр,

куç çутине куллен, ялан

ман памалла пĕр уямасăр

этемлĕх, çынлăх тинĕсне?..

Шăнăрăмсем ыратнине

манам эп — ырату çеç пултăр, —

пулам эп витĕр ырату:

эп çук, ăс çук... Тӳлев-тату

сасартăк манăçтăр та юлтăр

аса илӳ валли... Анчах

кам асаилĕ, кам упрайĕ

çынна хăватлăн тасатса

ман юнăм витĕр, ыйăх айĕн

çунса, мана сăн-пит парса

ялтăракан, сасартăках

ӳкен те çĕкленен ăсă?

Çак ялтăравăн йĕрĕсем —

сăн-питĕн йĕрĕ, алăсен

йĕрри — вут йĕрĕ пек çиççе,

хуллен вут кĕввине кĕрсе

мана, тен, музыка пулмалăх,

эп хам пулмалăх пулăшать?..

(Пĕрех, шалти темле пахалăх

«çапла» тет,— лăпкăн сас парать.)

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: