«Ача чухне атте вăрçсассăн...»


Ача чухне атте вăрçсассăн

Хуллен лăпкарĕ те анне, —

Эп тартăм нимĕн ăнланмасăр,

Киле эп кĕтĕм ирхине.

 

Йăмра çинчи курак кил-йышĕ

Силленчĕ сивĕ çил çинче.

Вăрçнишĕн мар, ачашланишĕн

Эп йĕтĕм пӳрт кĕтессинче...

 

Çапла, калавăм ман хавассăр...

Анчах — илтетни эс ăна?

Эп сан куçусене курмасăр

Туятăп — эс сăнан мана.

 

Итле эппин: эп улталанă,

Анчах — хама çеç, сана мар!

Мана юратнă май пуçланă

Эс çынсене те юратма.

 

Эп пур — кама мĕскер калайăп,

Кама, мĕнле тивĕçпеле

Канаш парайăп, айăплайăп

Ытти çынсемпеле пĕрле?..

 

Çил витĕр вĕçнĕ пек кĕрлеççĕ

Ват йăмрасем пуç тăрринче...

Хуралнă çулçăсем чĕтреççĕ

Сан мамăк тутăру çинче.

 

Каллех карлать курак кил-йышĕ.

Хăçанччĕ вăл — эп çил çинче

Вăрçнишĕн мар, ачашланишĕн

Йĕрсеттĕм пӳрт кĕтессинче?..

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: