Таврăнни
Литературăри тăвана —
Мĕтри Юмана асăнса.
(Автор).
1.
Эп сан çинчен ача чухнех илтсеччĕ.
Пĕррехинче «Савăт ачи Микул» —
Турпас пек кĕнеке алла лексеччĕ, —
Мĕтри Юман куçарнă, пĕлнĕ пул!
Мĕскер çинчен сăмахĕ — халĕ маннă,
Ун чух чăваш кĕнекине курсан
Ăна эп çĕрĕ-çĕрĕпе чăмланă, —
Тăван чĕлхе — тĕлĕнмелле асам.
Чĕлхи вара тăлмачăн питĕ çывăх,
Çу сĕрнĕ тейĕн — чăн чăваш чĕлхи.
«Кам пулчĕ çавă? Пĕлмесессĕн çылăх», —
Тесе шута каяттăм эп хайхи.
Анчах хуравĕ çук. Ăна шырарăм
Журнал тĕркисенче тупас тесе.
Çыраççĕ-мĕн пăтранчăклă та вăрăм —
«Тăшман», «националист» тата «эсер».
Ярлăкусем чылай, кашни хăрушă,
Йĕп пек чикеççĕ çамрăк ăрăва.
Кумса çӳренĕ пичетре пĕр хушă
Тиркенĕ чух калавпала сăвва.
Ача-пăча шухăланма пăхсассăн,
Ăна милиципе хăратнă пек,
Хăратнă ятупа, перо тытсассăн,
Хут тĕрлеме ларсассăн çĕрĕпе.
«Хайлавĕ унăн калама çук пăсăк», —
Çак майлă çырнă çав статьясенче.
«Çыравçă айăпĕ çаллах-ши пысăк? —
Тесе шутлатгăм. — Çын вăл — хăй тĕнче».
Куçпа курса, алпа тытса вуласчĕ —
Анчах тупма май çукчĕ хайлавна.
Вулавăш çуртĕнче чĕре йăшкатчĕ,
Хама туяттăм питĕ айванла.
2.
Эп хам валли тумхахлă çул суйларăм.
Çăлтăрăмăм çуралнă самантра
Çамка картса кĕç псевдоним шырарăм.
Кам тетĕр? Петĕр Хусанкай умра!
Кунта шăпах эп сан ятна асилтĕм,
Аттеçĕм ячĕ пулнăран Юман.
Сасартăк ятлă поэтран мĕн илтрĕм?
Каларĕ çĕкленсе: «Питех аван!
Чăваш поэзи лаççинче вăл пултăр,
Кăвар чĕртмешкĕн кирлĕ çĕн Юман».
Çак сăмахра киввин те вучĕ пур-тăр
Тесе шалта чĕре картлатрĕ ман.
Хăшне-пĕрне çĕн ятăм хăрататчĕ.
Асăрханса калатчĕç:
— Пит аван...
Юлашкинчен пĕр-ик сăмах картатчĕç:
— Сан тăвану пулман-и кив Юман?
— Епле ан пултăр, — теттĕм эпĕ хирĕç, —
Кашни çыравçă — пĕр-пĕрне тăван...
Сăмахăм çакă пулнă-ха тĕп-тĕрĕс —
Пур вырăссен Толстой та виççĕн тан.
Çавах ун чух сана начар эп пĕлнĕ,
Ман айăпăм пулман кунта, паллах. —
Пире тăван чĕлхе асамĕ чĕннĕ,
Хистенĕ çутă туртăм малаллах.
Çыравçăсен тăванлăхĕ-çке çакă,
Чĕнсе тăрать пире ĕлĕкхилле.
Çавăнпала, тен, йывăр килчĕ çăкă
Çулсем иртсен, кайран та, ман тĕле.
Синкер шăпа мана та тĕрĕслерĕ,
Инкек тавраш курмашкăн пач сунман.
Умра, хурт пек, авкаланса çӳрерĕ
Чул чунлă, сĕлекеллĕ пĕр ăнман.
Каллех яту аса килет — ят-символ.
Мĕскер ку? Мистика? Хура шăпа?
Кам сĕлĕхне сапать — чи халсăр çын вăл,
Ăна шăлать истори шăпăрпа.
3.
Мĕнех. Чăнах та-çке шăлса тасатрĕ,
Халь пирĕн çĕкленмешкĕн тивĕç пур.
Истори санăн вырăнна та картрĕ,
Çук мар çухатуссм, эс куртăн хур.
Эс таврăнни нимрен паха, туятăп,
Çухатусем чылай пулсассăн та.
Сана халь çĕнĕ куçпала куратăп,
Пĕкетĕп пуçăма сан умăнта.
4.
Эс Яковлев хӳттипеле вăй илнĕ,
Ун чух кӳрентерсен те старике,
Ун хăватне те, вырăнне те пĕлнĕ,
Пуласлăха эс шаннă, ирĕке.
Пĕчик Кĕçтенпеле тĕл пулнă майăн
Сăра курки çĕкленĕ пит чипер.
Хĕрсе калаçнă: «Данте, Гете, Байрон...»,
Поэзире хывса хитре кĕпер.
Лев Толстойпа хăйпе çыру çӳретнĕ,
Чăваш тĕнчи пуласлăхне шанса.
Чăваш çынни ăна вулатăр тенĕ,
Тăван чĕлхепеле амаланса.
Ыр-сыв çӳренĕ тепĕр чĕрĕ классик.
Вăл Максим Горький пулнă, чăн этем.
Чăваш çинчен çав улăп та калаçĕ,
Çыру çырсассăн та кӳренмĕ тен?
Эс пулнă ун патне те çыраканĕ,
Хресчен асапĕпе хуйхи-суйхи,
Хирти асран кайми аки-сухи
Паман сана самантлăха та канăç.
Çырнисене перо тытсах вуларăм,
Эп тупаймарăм çӳпĕ, пуш сăмах.
Пĕр йăнăш та, элек те тупаймарăм,
Çынна ма айăпланă кăлăхах?
Пăшăрханса, ӳкĕтлесе çырни те
Пач уссăр, сан умăнта — хӳме.
Ахальтен мар эс асапланнă питĕ,
Çакна паян та йывăр асилме.
Çап-çутă ĕмĕтсем чăллар! саланнă
Ылханлă чурăслăх хӳми çинче.
Чăваш тĕнчи санран çапла ăсаннă,
Эс кĕтнĕ, шаннă ĕмĕтри тĕиче.
Тăван чĕлхе тасалăхĕшĕн вирлĕ
Кĕрешекенĕ пулнă-мĕн эсех.
Çыравçа çакă сывлăш евĕр кирлĕ, —
«Националист» чир-чĕрĕ çакă çех.
Эс пур е çук çылăхусемшĕн ыйтнă
Тӳресенчен ыр хӳтлĕх, каçару.
Вĕсен чĕри чулланнă пулнă, хытнă.
Ĕрченĕ чăвашра та çав ăру.
Йăнăшасси те пулĕ-ха, пĕлетĕн,
Сакки кун-çулăн анлă, яшлăх — шух.
Килте те çак шăкăртатса илетĕн,
Мĕн каласси тĕнче кисреннĕ чух!
«Çылăхусем», ача куççулĕ евр,
Ялтăраса тăраççĕ ку чухне.
Килĕштерсех пурнасчĕ ĕмĕр-ĕмĕр,
Шанса та парăнса чăваш ĕçне.
Поэт та çын, утса çӳренĕ чĕрĕ,
Суйланă çулăнтан эс пăрăнман.
Калас сăмаххуна каланă тӳрĕ,
Тăвансене шăп çакă юраман.
Хăрушă пĕлĕт каплансассăн тарнă
Чун туртнă Шупашкартан пач аякка.
Репресеи чĕрнисенчен аран хăтарнă
Ун чух сана Мускавпала тайга.
Хăтарнă-ши? Çакна пĕлмешкĕн йывăр.
Тĕтри сирĕлесси, тен, кăлăхах.
Ютра ху канăçна эс тупнă... Çывăр.
Ĕçӳ вилмен, вăл кирлĕ халăха.
Философ та ăсчах, ăста çыравçă,
Ху калашле, чăнах та, арăслан.
Ĕçчен те канăçсăр хресчен, шыравçă —
Ак кам эс пулнă-мĕн, лаштра Юман.
* * *
Калассăм килчĕ манăн тав сăмахĕ
Сана чĕртсе çĕкленĕ Станьяла.
Чăнни çĕнтерчĕ элеке — сăна-ха! —
Упрантăр ĕмĕр çакă ыр йăла!
Тăван чĕлхе юлайтăр ĕмĕр сывă,
Ун чух эпир те пулăпăр сывах.
Мĕтри Юман çинченччĕ манăн сăвă,
Тăван чĕлхе çинчен те çак сăмах.
1999 çулхи кăрлачăн 17-19-мĕшĕсем.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...