Ватă коммунист


Ман çывăх кӳршĕ — ватă коммунист,

Çуртра ăна — хисеп те пысăк чыс.

Калас-тăк, маншăн вăл — тăван атте,

Каç-каç кайса ларатăн ун патне.

 

Сăмах-юмах пуçлать вăл майĕпен, —

Мĕн-мен кăна вăл пурнăçра тӳсмен!

Хăй каламасть пулин те мĕнпурне,

Пĕлетĕп эпĕ унăн кунçулне.

 

Ялан вăл утнă теветкел çулпа,

Кулак ăна тĕлленĕ пăшалпа,

Шăнараймасăр сăхă ăншăртне,

Çĕрле вут тĕртнĕ унăн кил-çуртне.

 

Утать, утать вăл пурпĕр малалла:

Ун ял-йышпа çĕн пурнăç тумалла!

Çапла этем чĕри — хастар чĕре

Хĕрет те пиçехет кĕрешӳре.

 

Çапла вĕри вăл коммунист чĕри,

Çут тĕнчере чĕррисенчен чĕрри!

Ăна нимле юр-пăр сивĕтеймест,

Ăна чи çивĕч хĕç те витеймест.

 

Ман çывăх кӳршĕ пулна вăрçăра, —

Выртать виç орден халĕ арчара.

Виç сыпăкри «Мухтав» орденĕсем —

Паттăрлăхпа хăюлăх паллисем.

 

Халь вăрçă ветеранĕ пенсире,

Вăл пурпĕр халăх ĕçĕпе çӳрет.

Вăл — халăх контролерĕ хулара,

Салтак ятне тӳрре вăл кăларать.

 

Ман çывăх кӳршĕ — паттăр коммунист,

Мухтав ăна, хисеп те пысăк чыс!

Коммунистсем...

Пăхар йĕри-тавра,

Вĕсем мĕльюн-мĕльюнăн çĕршывра.

 

Вĕсем тăраççĕ таччăн юнашар —

Строитель, слесарь, токарь, сталевар,

Комбайнер, врач, учитель, инженер, —

Ĕçпе илем кӳреççĕ тĕнчене.

 

Куратпăр хамăр: хулара, ялта

Коммунистсем мĕнпур ĕçре малта.

Çут ĕмĕт чĕнекен малашлăха

Вĕсем ертсе пыраççĕ халăха.

 

Ертсе пыраççĕ Ленин çулĕпе,

Ун ăсĕпе те ун хавалĕпе.

Вĕсем çĕкленĕ пилĕкçуллăхсем —

Çав çул çинчи сулмаклă пусăмсем.

 

Хăватлă парти, çĕнтерӳллĕ çар,

Çултан çулах эс çĕнĕ ĕç пуçар!

Аттем-аннем эс маншăн тĕнчере,

Сана халаллăх пултăр ман чĕре!

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: