Çуралнă çĕршыв
Пултăм эпĕ Кавказра,
Кавказ халь те ман асра.
Тӳпенех-çке перĕнеççĕ
Унăн çӳллĕ тăвĕсем.
Тусенчен çӳле вĕçеççĕ
Чăрсăр ăмăрткайăксем.
Пулса куртăм эп Крымра,
Крым паян та ман умра.
Ăшă тумлă Хура тинĕс
Акăш-макăш сарăлать.
Лăпкă чух — тӳлек те тикĕс,
Пит кăра вăл тăвăлра.
Пултăм эпĕ Çĕпĕрте,
Ăна манмăп ĕмĕрте.
Вĕçĕпе хĕрри ăçта-ши
Кашкăр каçайми тайган?
Ăнсăртран чăнах аташăн,
Шаларах кĕрсе кайсан.
Пултăм Балтика çинче,
Тăван çĕрĕн хĕрринче.
Çулла ăшшăн илĕртеççĕ
Сĕт пек шурă каçĕсем.
Вашават кĕтсе илеççĕ
Ырă кăмăллă туссем.
Çĕр çинче нумай кĕтес,
Пур çĕре ăçтан çитес?
Пĕчĕкрен шкулта вĕрентĕм,
Тăрăшрăм — йăлтах пĕлес!
Анчах эп таçта çитем те,
Чи ырри — тăван кĕтес.
Кунта хумлă тинĕс çук,
Çӳллĕ сăрт-тусем те çук.
Вĕсен тăрринче ахахăн
Çуталмасть ĕмĕрхи юр.
Пурперех çурална ялан
Хăйне май илемĕ пур.
Абрикос кунта ӳсмест,
Ăмăрткайăк та вĕçмест.
Пурпĕр çуркунне çитсессĕн,
Сад çинчен куç илĕнмест.
Пĕр те пĕр яла кĕрсессĕн,
Каялла тухас килмест.
Тинĕс çуккă теттĕмĕр,
Пуласса кĕтеттĕмĕр.
Кĕç тухса выртать çĕн тинĕс
Шупашкарăмăр умне.
Тăрăш хытăрах эппин эс,
Курасах тесен хумне.
Илĕм-тилĕм ирхине
Антăм Атăл хĕррине.
Ĕнтĕ пăх-ха, кунта мар-и
Тĕлĕнтермĕш япала!
Тăван çĕрĕн юн тымарĕ
Тетпĕр эпĕр Атăла.
Революци халăха
Пачĕ кĕтнĕ ырлăха.
Çитĕнчĕ Чăваш çĕршывĕ
Ирĕклĕх тивлечĕпе.
Малаллах вăл ырă-сывă
Уттăр, пурăнтăр чипер!
Туслă, пысăк çемьере
Юрлама аван пире.
Çĕршыв тăрăх эп çӳретĕп,
Илĕртеç инçе çулсем.
Эп ăçта кăна çитетĕп —
Пур çĕрте те тăвансем.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...