Эпир — коммунистсем


Янсакасси — çуралнă ялăм,

Ларать вăл аслă çул çинче.

Унта телей шевли вылянăн

Çуталчĕ çăлтăр пĕринче.

 

Хĕллеччĕ. Кунĕ шартламаччĕ.

Шавлатчĕ пӳрт тулли салтак.

Анне ак чей те лартса пачĕ —

Салтакшăн чун ăшши пăртак.

 

Анчах салтакăн сахăр çукчĕ, —

Влаçне те алла илнĕ тин.

Пĕр чей куркишĕн питĕ чухчĕ

Пĕрер тĕпренчĕк сахарин.

 

Ăна эпир те кăшт тутаннă:

— Ай-уй, вăл техĕмсĕр пылак!..

Пирĕн патра каç выртнă, каннă

Çул майăн пӳрт тулли салтак.

 

Ирпе ыйтать хайхи аннеçĕм:

— Эсир камсем çак, ăçтисем?

Вĕсем кĕскен çеç пĕлтереççĕ:

— Эпир, инке, коммунистсем!..

 

Анне сăхсăхрĕ: «Турă çăлтăр!

Эй, тĕлĕнтермĕш çут тĕнче!..»

...Кашнин çунать ав хĕрлĕ çăлтăр

Çĕлĕкĕпе çанни çинче.

 

Пĕрин те çук «антихрист» сăнĕ,

Вĕсем йăлт хамăр пек çынах.

...Çав кун асамлă çăлтăр кĕнĕ

Ман асăма яланлăхах.

 

Халь акă эп каç-каç тытатăп

Алла истори кĕнеки.

Тухса тăрать мăнаç ытла та,

Ытла та чĕррĕн ĕнерхи.

 

Вуланă май аван чухлатăп:

Пулнă иккен çав салтаксем

Йăлтах коммунистла бригадăн

Фронта çул тытнă çыннисем.

 

Чăн ирĕк пурнăçшăн çĕкленнĕ

Вĕсем хастар кĕрешĕве.

Умри çула çутатнă Ленин,

Вăл пулнă халăхшăн хĕвел.

 

Çĕршыв кĕç тăвалла хăпарчĕ,

Хĕрӳ ĕçре хăват илсе.

Малтан мала тет аслă парти,

Малтан мала, коммунистсем!

 

Умра ак çĕнĕ пилĕкçуллăх,

Чăн улăпла ĕçсен картти.

Кăтарт сулмаклă пултарулăх,

Коммунистла ĕç бригади!

 

Эп хам та пĕр ретрех утатăп,

Ку маншăн питĕ пысăк чыс.

Пулам ĕçре те, пурнăçра та

Таса чĕреллĕ коммунист!

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: