Аслă Çĕнтерӳ


Юлташăмсем, тăванăмсем,

Тухатпăр пурте урама,

Пуçлатпăр юрă юрлама,

Пуçлатпăр ташă ташлама,

Янраччăр та кĕрлеччĕр урамсем!

 

Вăл çитрĕ, çитрĕ

чун пек кĕтнĕ ир,

Мĕнпур чĕрешĕн чи вĕри сăмах

ак илтрĕмĕр эпир.

 

Хăватлă, Аслă Çĕнтерӳ,

Чĕрешĕн мĕн тери хĕрӳ!

Пĕтĕм çĕр чăмăрĕ тавра,

Хăватлă Çĕнтерӳ, янра!

 

Çак сăмаха кашни хăй чĕринче

Нумай çулсем усранă,

ăшăтнă,

вĕрилентернĕ.

Ак халь ылханлă тăшмана пĕтернĕ,

Ăна тĕппех аркатнă та çĕнтернĕ!

 

Паян çавна ак илтрĕ пур тĕнче,

Вăл янăрать колхозник пӳртĕнче,

Вăл янăрать çĕр çывăрман заводсенче

Вăл янăрать Мускав площадĕнче,

Вăл — кашни çыннăн чĕринче.

 

Хаваслă, Аслă ир!

Хаваслă шурăмпуçĕ.

Халь пурте тухнă урама эпир,

Эпир халь пурте — çĕнтерӳçĕ!

 

...Вăл тухрĕ, тухрĕ Çĕнтерӳ хĕвелĕ, —

Пур халăх та ĕмĕрлĕхе телейлĕ.

 

Майăн 9-мĕшĕ, 1945 çул,

хĕвел тухнă самантра

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: