Поэт çырнă проза кĕнеки
«На круги своя» — Библири çак авалхи сăмахсем пурнăç аталанăвĕнче тепĕр хут та тепĕр хут тĕрĕсе тухса пыраççĕ. XX ĕмĕр вĕçĕнче тата XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче Чĕмпĕр çĕрĕ çинче чăваш культури чĕрĕлсе вăй илнĕ пулсан, Совет влаçĕ çулĕсенче чăваш тĕнчи чăннипех те çĕршывĕпех аталанса чечекленнине куртăмăр эпир. Кĕтмен çĕртен ахăрсамана тапхăрне кĕрсе кайрăмăр та, унччен çулсем хушши пухăннă тупрана куç умĕнчех çухатма пуçларăмăр, çапла вара, юлашкинчен, «çурăк валашка» умнех тăрса юлтăмăр. Каллех чăваш кĕнекине «ĕне çирĕ», писательсемпе поэтсем вара выçă вилес мар тесе усламçăсем е сутуçăсем пулса пăхрĕç, ултав пурнăçа йышăнма пултарайманнисем автобус чарăнакан вырăнсенче пирус тĕпĕсем е пушă кĕленчесем пуçтарса çӳреме пуçлареç, инкеке пула тип-шар курнă тĕслĕхсем çинчен те хыпарлаççĕ пĕчĕк тиражпа та пулин тухкаласа тăракан хаçатсем.
Çакнашкал лару-тăрура Чемпĕр çĕрĕ çинче чăваш тĕнчи çĕнĕрен тымар ярса чĕрĕлме пуçлани хăех ĕнтĕ савăнăç. Хули Совет влаçĕ çулĕсенче çĕнĕ ят илсе çӳлелле те айккинелле те сарăлчĕ ĕнтĕ. Чăваш сасси сайрарах илтĕнме пуçлани кăна пăшăрхантаратчĕ-ха. Çапах чăваш тĕнчи тымарĕсем вуçех хăрса ларайманни те палăратчĕ. Вунă çул каялла акă Атăл çинчи ватă хулара — Ульяновскра — тăван чĕлхепе «Канаш» ятлă хаçат тухса тăма пуçларĕ, сенкер экран çинче «Еткер» телекăларăм çуталса-янраса кайрĕ. Хаçат ячĕ те ĕлĕк Хусанта чăвашсем валли тухса тăнă кăларăмах аса илтерет. Çирĕммĕш çулсенче хăй тавра чăваш писателĕсене пĕрлештерсе тăнă çав хаçат та «Канаш» ятлах пулнă-çке.
Халĕ те акă тăван чĕлхепе тухса тăракан Чĕмпĕр—Ульяновск хаçачĕ хăй тавра çамрăк талантсене пĕрлештерсе вĕсен хайлавĕсене халăх умне кăларма пултарчĕ. Унăн авторĕсенчен чылайăшĕ уйрăм кĕнекесем кăларма та вăй çитерчĕç. Аван-и, начар-и — çав кĕнекесен шучĕ халĕ çирĕме яхăн пухăнать. Элле, чăнах та, чăваш тĕнчин çĕнĕ чĕрĕлĕвĕ каллех Чĕмпĕр çĕрĕ çинче пуçланĕ-ши? Ку вăл хăй — ятарласа тинкерсе хак памалли пулăм.
Пирĕн умра Ульяновскри «Канаш» авторĕсенчен пĕри — Анатоли Ырьят (Дмитриев) çырса хатĕрленĕ черетлĕ кĕнеке. Анатоли Ырьят пултарулăхне илес пулсан, ку авторăн малтанхи кĕнеки-ха. Çавăнпа ун çинче тĕплĕнрех чарăнса тăни кирлĕ тесе шутлатăп.
Çĕнĕ саманари ытти мĕнпур Ульяновск çыравçисем пекех, Анатоли Ырьят та тӳрех вулакансем умне тухма пултарайман. Ара, кун валли чи малтан хаçат е журнал кирлĕ-çке. Шупашкар — аякра, çывăхри райхаçатсен профилĕ илемлĕ литература ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерсе тăрайманни куçкĕрет. Ку енĕпе майĕсем хĕсĕкрех ĕнтĕ вĕсен. Ульяновск тăрăхĕнче тĕпленсе пурăнакан чăвашсем валли тăван чĕлхепе хаçат тухса тăма пуçласан кăна лару-тăру лайăх енне татăклăн улшăнчĕ мар-и? Хаçачĕ ку тăван сăмахшăн тунсăхласа çитнĕ çамрăксен сăвви-калавĕсене хапăлласах пичетлесе пычĕ. Эпĕ çамрăксем терем. Ку сăмахсене сăвă авторĕсен çулĕсене çеç мар, çыру ĕçĕнчи опычĕсене шута илсе те каланă. Чăннипе илсен, хаçат авторĕсем хушшинче вăтам çулсенчи чăваш ачисем те пур-çке-ха.
Вĕсем самана айăпне пула çеç вулакансем умне вăхăтра тухма пултарайман темелле.
Анатолий Григорьевич Дмитриев-Ырьят «Канаш» хаçат лаççинче вăй илсе аталаннă чи малтанхи авторсенчен пĕри пулса тăрать те ĕнтĕ. Вăл 1949 çулта Тутарстанри Пăва районне кĕрекен Раккасси ялĕнче çуралса ӳснĕ. 1966 çулта кӳршĕри Элшелĕнче вăтам шкул пĕтернĕ. 1968–1970 çулсенче Сахалинта çар хĕсметĕнче тăнă. Кун хыççăн пилĕк çул хушши Хирти Кушкă ялĕнче учительте еçленĕ. 1975–1977 çулсенче Шупашкарта партшкул петерсе тухать. 1977–1982 çулсенче хăй çуралса ӳснĕ Раккассинче ачасене вĕрентет. 1984 çулта Ульяновск хулине куçса килет, кунта тĕрлĕ организацисенче ĕçлет.
Писательсенчен чылайăшĕ хăйсен литературăри çул-йĕрне сăвă çырассинчен пуçланă. Анатоли Ырьят та ача чухнех «сăвă чирĕпе чирлет». Çырнисем райхаçатра та çапăнса тухнă. Анчах пурнăç хăй саккунĕсемпе пырать. Шкул çулĕсем хыççăн малашнехи пирки шухăшламалли тапхăр пуçланать. Пурнăç тăвас тесен чи малтан çынна тухмалла-çке, малалла вĕренсе ку е вăл ăсталăха алла илмелле. Ун чухне кăна пурнăç çулĕ çине çиреппĕн тăма пулать: хырăма тăрантарма та, çи-пуçа тирпейлеме те, çемье çавăрма та. Н. А. Некрасов калашле, «поэт пулаймасассăн та, Эс гражданин пулмашкăн тивĕç». Ялта çуралса ӳснĕ çамрăк вĕреннĕ, ĕçленĕ татах вĕреннĕ, татах еçленĕ, çапла вара «çынна тухма» тăрăшнă. Ача чух вăраннă сăвă çырас туртăм пач сӳнмен, паллах, çырнисене пичетре курас шанчăк çукки чарса тăнă кăна.
1989 çул вĕçĕнче чăваш ачи килсе тĕпленнĕ вырăс хулинче — Ульяновскра тăван чĕлхепе «Канаш» хаçат тухса тăма пуçласан, таçта, шалта, тĕлкешсе тăнă кăвар çĕнĕрен чĕрĕлет. Ку вăхăтра хĕрĕхе çитме ĕлкĕрнĕ А. Дмитриев редакцие сăвăсен тетрадьне çĕклесе пырать, унăн поэзири çĕнĕ яче Ырьят пулса тăрать. Хам та «Канаш» хаçатра ĕçленĕрен, шăп та çавăн чух паллашма тӳр килчĕ те мана хулара ĕçлесе пурăнакан мал ĕмĕтлĕ чăваш ачипе.
Кун хыççăн çĕнĕ ят хаçатра час-часах курăнма пуçларе. Авторăн çырас пултарулăхне кура, эпир ăна редакци штатне илтĕмĕр. Вăл пирĕн шанăçа тӳрре кăларче, хăйĕн тивĕçĕсене тăрăшса та тĕплĕн пурнăçлама пуçларĕ. Пай пуçлăхĕ, яваплă секретарь, редактор çумĕн тивĕçĕсене пурнăçланă хушăрах очерксемпе тĕрленчĕксем те çырчĕ, çĕне сăвăсемпе савăнтарчĕ, хăйĕн çырас ăсталăхне ӳстерсех пычĕ. Куçăмлă мар вĕренсе И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтерчĕ, унта «Филолог. Журналист. Чĕваш челхипе литературине вĕрентекен» специальность илчĕ. Çапла вара, «ырă» сăмахран пулса кайнă литературăри çĕнĕ ятне тӳрре кăларчĕ, ырă çынран ырă сăвăç, журналист, писатель пулса тăчĕ, хăйĕн хайлавĕсемпе ырă вăрлăх акса хăй те ырă ята тивĕçрĕ. Çакна пирĕн ентешĕмĕре Алексей Талвир ячĕллĕ литература преми лауреачĕн ятне парса чыслани те çирĕплетет.
Эпир А. Ырьят хăйĕн литературăри ӳсĕмне сăвăсенчен пуçларĕ терĕмĕр. Унăн поэзийĕнче юрату сăввисенчен тытăнса тарăн шухăшлă, философиллĕ пĕтĕмлетӳсемпе çырнă лирика тĕслĕхĕсем те сахал мар. Сăвăллă репортажсем те, сатирăпа кулăш жанрĕпе çырнă хайлавсем те, ача-пăча валли шăрантарнă пĕчĕк сăвăсем те пур. А. Ырьят поэт композиторсемпе те туслă. Кун хыççăн пĕр иккĕленмесĕр суйланă çулпа малалла утмалла та утмалла пек ĕнтĕ. Анчах вулакансем хăйне самаях асăрхама ĕлкĕрнĕ поэт «Канаш» хаçатра повесть хыççăн повесть пĕçерсе кăларма пуçларĕ. Ку вăл пĕрле ĕçлекен çывăх юлташĕсемшĕн те кĕтмен çĕртен пулса тухрĕ темелле. Вулакансене те савăнтарчĕ кăна.
Поэт пурăна-киле проза çине куçнинчен тĕлĕнмеллиех те çук-и, тен. «Ури çине ĕне пуснă» хыççăн çын пурнăç çине тарăнрах пăхма пуçлать. Этем кун-çулĕ, унăн хăй евĕрлĕ шăпи калама çук кăткăс. Унта проза жанрĕпе çеç витĕмлĕрех те асра юлмалла çырса кăтартмалли сюжетсем калама çук йышлă. Пурнăç тути-масине туйса илнĕ çыравçă çакна шута илетех ĕнтĕ. Çитменнине, курнă-илтнĕ пулăмсене вăл хăй кăна пĕлекен меслетсемпе усă курса вулакансем умне чĕррĕн кăларса тăратма пултарассăн туйăнать ăна. Çакна çирĕппĕн ĕненсе тăни çыру сĕтелĕ хушшинче ырми-канми ĕçлеме хистет, хавхалантарать, малалла чĕнет, шанчăк парать.
Пурнăç чăнлăхĕ вара калама çук пуян. Ку чухнехи синкер ахăрсамана вăхăтĕнче уйрăмах нимĕнле художник фантазийĕ те шухăшласа кăларма пултарайман трагедисем те, кăсăк самантсем те пулса иртеççĕ. Вĕсене асăрхама кăна пĕлмелле. Анатоли Ырьят хăйĕн повеçĕсем валли шăпах çавнашкал хăй евĕрлĕ çивĕч сюжетсем суйласа илме пĕлет, вĕсене хăйĕн чĕри витĕр кăларса чĕрĕ ӳкерчĕксемпе сăнарсем тăвать. Ман шутпа, çав повеçсен ăнăçлăхĕ шăпах çавăнта.
Çав вăхăтрах ку хатĕр сюжетсене епле пулнă çапла çырса кăтартни кăна мар ĕнтĕ, паллах. Унашкал пулăмсемпе вулакансем хăйсем те кулленхи пурнăçра тăтăшах тĕл пулаççĕ, повеçсенчи персонажсен ĕçĕсемпе сăмахĕсенче вĕсем хăйсене шухăшлаттаракан е канăç паман пулăмсемпе тĕслĕхсенех «палласа илеççĕ». Çавăнпа писатель çырса кăтартнисем вулакана уйрăмах çывăхрах туйăнаççĕ. Авторăн ăсталăх вăрттăнлăхĕ çакăнта пулать те ĕнтĕ.
Ырьят поэт çырнă малтанхи проза кĕнекине пурĕ çичĕ повесть кĕнĕ: «Этем шăпи», «Хаярлăх вăрлăхĕ», «Тавăру», «Шурăмпуç кайăкĕ», «Пуш хирти кĕлчечексем», «Хăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăх», «Юрататăп — эппин пурăнатăп-ха...». Çак кĕске умсăмахра вĕсене тĕплĕн тишкерсе тухма май çук. Вулакансем çав повеçсене хăйсем вуласа тухса хак парĕç. Юлашкинчен çакна çеç каласа хăварасшăн: поэт прозăра та поэтах юлать. Вăл хăйĕн повеçĕсене çăмăл та ăнланмалла чĕлхепе çырнă. Çут çанталăка сăнласа кăтартать-и автор е çынсен характерĕсене уçса парать-и — унта асра юлакан сăнарлă сăмах çаврăнăшĕсем тĕл пулаççĕ, вăл халăх сăмахлăхĕпе анлăн усă курать.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...