«Кашни чечек çак çĕр çине...»


Кашни чечек çак çĕр çине

Илем кӳме ӳссе ларать.

Кашни этем çут тĕнчене

Ыр ĕç тумашкăн çуралать.

 

Хăй тивĕçне туман этем —

Ним усăсăр шыв юхтарни.

Хăй тивĕçне туман этем —

Çил çук чухне çил кăларни.

 

Ыр ĕç туни — илем кӳни,

Çут тĕнчене савăнтарни.

Ыр ĕç туни — телей кӳни,

Пуласлăха çывăхартни.

 

Ыр ĕç тăвасчĕ, тусăмсем!

Ĕçре, тăванăм, Улăп пул.

Эй, Турăçăм, вăй-хал кӳрсем,

Ĕçлемелли татах тем чул.

 

22.02.07.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Матвей (2012-01-21 07:40:07):

Мĕне пĕльтерет сăмах - çын? Мĕне пĕлтерет сăмах - этэм7 Вĕсень хушинче уйрăМлăх пур-и? Каçарăр,эпĕ айакра ( или аякра ) пурăнакан ЧăВАШ.

 

Admin (2012-01-21 17:13:18):

уйрăмлăх пур. танлаштарăр: этемлĕх — человечество, çынлăх — человечность. Ваттисен сăмахĕ те пур: этем нумай, çын сахал.

 

Вол (2012-01-24 15:20:20):

Пуш сăмахсем. Астăватăри: "Учиться, учиться и учиться",

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: