Куками патне кайса килни


— Анне! — атя-ха кукамайсем патне. Анне! — атя-ха паххине кайса куратпăр.

Ман лаши çине шутсăр ларса курас килет. Илсе кай-ха кукамайсем патне, анне, — йĕрĕнтерсех çитерчĕ çичĕ çулхи ывăлăм.

— Унта каяс пулсан çуран нумай утмалла, утса çитейместĕн, ывăнатăн.

— Çук, аннеçĕм, кукамайсем патне тесен тем чухлĕ утсан та ывăнмастăп. Ывăнтăм тесе те каламастăп. Паххи патне кăна çитесчĕ ман. Вăл мансăр тунсăхлать пулĕ. Илсе кай мана, анне.

— Юрĕ эппин.

Ывăлăн ыйтăвне тивĕçтерес тесе çул çине кайма пуçтарăнтăмăр. Хăнана пушă алăпа çӳременрен сумкăна çĕрулми икерчĕпе вĕтĕ кукăльсем пĕçерсе чикрĕмĕр. Кукамай пирĕн çĕрулмирен пĕçернĕ икерчĕне питĕ юратать. Çавăнпа та ăна икерчĕпе хăналас терĕмĕр. Хăнана кучченеçсĕр кайма аван мар, пушă алăпа мĕнле пырса кĕрĕн-ха?

Ялтан тухсан пĕр çухрăм çурă кайсан автобуссем çӳрекен шоссе çулĕ çине çитетĕн. Автобус çине ларса пĕр пилĕк çухрăм кайсан вăрман кĕтессинче анса юлмалла та тепĕр çичĕ çухрăм çуран утмалла. Ывăлăм ман умра хаваслăн чупса пырать, пĕр таттисĕр калаçать:

— Пирĕн кукамисен лаши пысăк, вăйлă, пуринчен те хытă чупать, çапла вĕт, анне?

— Çапла.

— Анне, пирĕн кукамисен пысăк лаши те, пĕчĕк лаши те пур-и?

— Пур, ывăлăм, пур. Анчах пĕчĕк лашине ăна тиха тесе калаççĕ.

— Эпĕ кукамисем патне çитсен тихипе нумай вылятăп. Курăкне татса çитеретĕп, шывне ĕçтеретĕп. Амăшĕ пек пысăк пултăр…

— Тăр-р-р-р! — тенĕ сасса илтсе хыçалалла çаврăнса пăхрăмăр. Пирĕн хыçра урапаллă лаша килет иккен. Ăна çул парас тесе аяккалла пăрăнтăмăр.

— Ăçталла каяççĕ ывăлĕпе амăшĕ?

— Кукамисем патне, — тет ывăлăм.

— Сан кукамисем ăçта пурăнаççĕ-ха?

— Тури Вылта.

— Ай, маттур та иккен эсĕ, куками ăçта пурăннине те пĕлетĕн.

— Пĕлетĕп çав, пĕлетĕп. Эсĕ тата пичче кукамисен ялне каймастăн-и?

— Эпĕ сирĕн кукамисем патнех каймастăп-ха, анчах лартса кайма пултаратăп.

— Эсир хăш яла каятăр? — эпĕ те калаçăва хутшăнтăм.

— Ураскилте.

Эпир лав çине хăпарса лартăмăр. Ывăлăм савăннипе йăл кулса кăна пырать.

— Пиччеçĕм, пар-ха мана вĕренне, рульне тытса пырам?

— Тилхепине памалла-и? Тилхепе теççĕ ăна.

— Юрать ĕнтĕ пичче, малалла тилхепе тейĕп.

— Килсе лар-ха эппин маларах, ман çумарах. Тыт-ха тилхепине пĕчĕк аллусемпе çирĕппĕн. Халĕ хăв патналла карăнтарса турт та: «Ну, паххи, яра пар!» — те. Вара лаши хăех чупать. Чупмасан пушшипе кăшт тивертсе илмелле.

— Ну, паххи, яра пар! — терĕ ывăлăм савăннипе çунатлансах кайнăскер.

Лаша килелле хавас майĕпе хытă чупать. Кĕрхи ăшă, лăпкă çанталăкпа киленсе урапа çинче ларса пыратпăр. Çамрăк ăйăр вăй-халлă. Хăй тиевне вăл çăмăллăнах туртать.

— Кӳлме вĕрентни нумай пулмасть-ха ăна. Хăш чух ĕрĕхсе те каять. Хамăн арçын аллипе тилхепене яваласа ярса илсен темле тулхăракана та тытса чарма пулать. Хăш чухне ĕрĕхсе каясран çăварлăхласа та илетĕп. Чăнкăрах тăвайккисенчен аннă чухне лашана йĕвенрен тытса малта та пыратăп.

— Пиччеçĕм, сан ку мăнтăркку мĕн ятлă?

— Ку мăнтăркки ман Улайкка ятлă. Куратăн вăл еплерех ула.

Пĕр хушă никам та калаçакан пулмарĕ. Лаша юртса пынă май тавралăха санатăп. Кĕр пуçламăшĕнчи уяр ăшă кун — ват ăшши — тăнă май вырса пуçтарнă анасем çинчен эрешмен картисем йăлтăртатса иртеççĕ, тумтир çумне пырса çыпçăнаççĕ. Тавра инçете çитиех янкăр курăнать. Авă тура Выл пасар вăрманĕ ешĕл тумпах-ха. Тĕл-тĕл кăна темле йывăçсем вăрмана кĕреннĕн-саррăн-хăмăррăн ялкăштараççĕ.

Сисмерĕмĕр те Çирĕккасси ялне карлаттарса кĕрсе кайрăмăр. Илемлĕ те капмар çуртсем пĕрин хыççăн тепри хыçа юлса пыраççĕ. Умра — Выла шывĕ. Тăрă шыв шап-шурă чулсем хушшипе шарласа юхать, Сăр шывне васкать. Епле мăнаçлăн хумханать вăл. Юханшыв урлă мăн кĕпер хывнă. Ун урлă каçса Çирĕккассинчен тухрăмăр. Часах Мăн Выл ялне хыçа хăварса Ураскилтре анса юлтăмăр.

Кукамисен ялне çитсен кукаçи хирĕç килнине курах кайрăмăр. Вăл лаша кĕтĕвне кайма тухнă иккен. Тĕл пулсан Унтрие çӳле çĕклесе илсе хăй тавра çавăрттарчĕ, ăшшăн-ăшшăн ыталаса юратрĕ.

— Атте, лаши патне хамах каям. Эсир Унтрипе киле кайăрах, терĕм эпĕ аллинчен йĕвене илсе. Лашасем ăçта çӳренине ыйтса вăрман еннелле çул тытрăм.

Ăшă çил çаплах тӳлеккĕн вĕрет. Çырмара шыв юхни илтĕнет. Шăнкăр-шăнкăр юхать Выла шывĕ. Атмалкасси, Çирĕккасси ялĕсем çуммипе инçете-инçете юхса каять. Юханшыв тепĕр енче лаша кĕтĕвĕ çӳрет. Эпĕ лашасем патне васкатăп. Ăçта-ха пирĕн Хушкапуç? Шурçамки тата? Эй, япала! Тăллине хывса хăварнă та хăй таçта кайнă иккен, пĕрле тихине те илсе кайнă. Лайăхрах курăк çине каяс тенĕ ĕнтĕ. Ахăртнех çырмана аннă пулас. Унталла чуптартăм.

Çырма хĕррине çитсе тăтăм, унталла-кунталла пăхкалатăп — лаша курăнмасть. — Ниçта та мар, çакăнтах çӳрет пулĕ-ха вăл, анчах хăш еннелле кайнă-ши?

Анаталла ыткăнтăм, çырман кашни кукрине кĕрсе тухрăм. Лаша çук та çук. Тепĕр çырмине çитсен курах кайрăм: шурăллă-хураллă янавар хăйĕн Шурçамкипе лапамра симĕс курăка çиет. Савăнсах кайрăм. Алăри йĕвенпе Хушкапуç патне лăпкăн çывхартăм. Васкаса чупса пырсан хăраса малалла тарма пултарать. Аллăма тăсса, тем парас пек: — Пах-пах, пах-пах! Пах-пах, пах-пах! — тесе чĕнетĕп. Шурçамка пуçне ялт çĕклерĕ, унтан кĕçенсе илчĕ. — Пире илме килчĕç, — терĕ пулас. Хушкапуç та пуçне çĕклесе пăхрĕ. Ерипен çывхартăм та Хушкапуçа çамкинчен ачашларăм, çилхинчи куршанакĕсене иртсе ятăм. Шурçамка та çитрĕ, хул пуççинчен пырса сĕртĕнчĕ. Ăна та кӳрентермерĕм, мăйĕнчен çепĕççĕн ачашларăм. — Ай, кĕсьере пĕр татăк çăкăр та çук-çке. Çăкăр пулсан çитерĕттĕм сана. Хăвăртрах киле кайăпăр, унта сире Унтри кĕтет, сирĕнпе вылясшăн çунать.

Хушкапуçа йĕвен тăхăнтартрăм, çавăтса пыратăп.

— Килĕлле каятпăр, каç та пулать. Эй, пĕчĕкки, эс те ан юл!

— Эпĕ юласран хăратăр-и-ха, мана хăваласа çитеймĕр, — тенĕн тăпăрт-тăпăрт турĕ те малалла сиккипех ыткăнчĕ.

Выла шывне ансан шыв ĕçрĕç. Тăвайккинчен хăпарнă чухне лаша çине утланма меллĕрех вырăн шырарăм. Ăна çыранлă вырăна тăратрăм, хам тăвайккине тăрса тӳрех Хушкапуç çине хăпарса лартăм. Лашана йĕвен вĕçĕнчи чĕлпĕрпе çапкаласа хăваларăм, вăрман урамне кĕрсе тем хӳшăра киле те çитсе тăтăмăр.

Пире хирĕç Унтри чупса тухрĕ, хыççăн кукаçи те. Хушкапуç пĕчĕк хăна пурришĕн савăнса вăраххăн тулхăрса илчĕ. Шурçамка вара питĕ хавас пулнăскер анаталла тăпăртатса чупса кайрĕ, кĕçех çаврăнса çитрĕ.

— Унтри, Хушкапуç сана алă парасшăн, — терĕ кукаçи.

— Алли çук вĕт-ха унăн. Мĕнле алă патăр?

— Акă пăх, — терĕ кукаçи. Хăйĕн урхамахĕ патне пычĕ те: — Янаварăм, пĕчĕк хăнана алă парса сывлăх сун.

Хушкапуç малти урине çĕклерĕ. Эпĕ ăна пырса алă патăм. — И-и-и!- терĕ урхамах пуçне сулса.

— Епле тăнлă ку лаша. Кам вĕрентнĕ-ха ăна?

Кукаçи ку лашана тиха чухнех ăс вĕрентни çинчен каласа пачĕ. Ун чухнех вăл çын калаçăвне ăнланма пултарнă. Халĕ те унпа çынпа калаçнă пек калаçса тĕрлĕ хусканусем, ĕçсем тума вĕрентет. Хушкапуç ăслă, ĕçчен, тĕреклĕ те тӳлек лаша. — Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси ачаран, — тесе ахальтен каламан çав ваттисем. Ват çын каланисем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ çав. Эсĕ те лаша пек ĕçрен ан ӳркен. Ěçлекен çынна пурте юратаççĕ.

Хушкапуçпа Шурçамкана лаша витине хупаççĕ. Унтри вĕсене сĕлĕ çитерет Сĕлĕ лашасемшĕн чи юратни. Вăл вăй кĕртет, ĕçлеме хавхалантарать.

Тепĕр кунне кукаçи лашапа пире леçме пулчĕ.

— Унтри, — терĕ, — эсĕ арçын, арçынсен лаша кӳлме пĕлмелле. — Атя, иксĕмĕр лаша кӳлĕпĕр.

Хаваспах лаша кӳлетпĕр. Чăн малтанах урапине урам алăкĕ патне илсе пырса лартрăмăр. Икĕ турта хушшине Хушкапуçа кĕртсе тăратрăмăр. Кукаçи ут хатĕрĕсене илсе тухрĕ. Урхамахĕ патне пырса малтан вăрăм çилхинчен ачашларĕ, унтан йĕвенне тăхăнтартрĕ. Ку йĕвене тепĕр çĕрте нăхта тесе те калаççĕ. Унтан хăмăт илчĕ, лаша хăех пуçне пĕксе пачĕ. Пуçĕнчен тăхăнтартса мăйĕ çинелле ячĕ. — Куна йĕнерчĕк теççĕ, лаша çурăмĕ çине хумалла, — терĕ Урхалăхне йĕнерчĕк урлă çыхса çирĕплетмелле, хырăм айлăхне те туртса çыхмалла. Ку авăнчăкки пĕкĕ ятлă. Унăн пĕр вĕçне сулахай енчи хăмăт пăявĕпе туртаран çавăрса илсе тăхăнтартатăн та сылтăм енчи туртипе çыхăнтаратăн. Тилхепине йĕвенрен çаклататăн. Вĕçне урапа çинче ларса пыракан лавçă тытса пырать. Лашан сылтăм енне каймалла пулсан сылтăм енчи тилхепине карăнтарса çирппĕн туртмалла, сулахай енне каймалла пулсан — сулахай енчине.

Кукамипе сывпуллашса урапа çине хăпарса лартăмăр. Тихине илсе каймарăмăр, çул çинче ывăнать терĕмĕр. Унтри кукашшĕпе юнашар ларчĕ, тилхепене тытса пычĕ. Эх, вĕçтертĕмĕр урам тăрăх тăвалла. Нумай та каяймарăмăр тилхепене тытса пыракан Унтри ыйхăла пуçларĕ. Пĕчĕк лавçăна кукашшĕ улăштарчĕ. Унтри ыйха путрĕ, тутлă тĕлĕксем курчĕ. Лаша пĕр тикĕс чупать, çилхисем çилпе вĕçсе кăна пыраççĕ. Унччен пулчĕ-и, кунччен пулчĕ-и, урхамахăн çунатсем шăтса тухрĕç. Вăл таçти асамлă тĕнчене илсе çитерчĕ. Мĕн тери хитре! Ылтăн кавир çинче мĕн кăна çимелли çук пуль. Тутлă шăршă сăмсана кăтăклать. Пурне те тутанса пăхрĕ Унтри. Унта савăнса çӳренĕ хыççăн вăранса та кайрĕ. Пăхать: Хушкапуç Яккушкăнь ялĕнче, кил умĕнче. Ку асамлăх унăн асĕнче яланлăхах юлчĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ефим (2010-11-09 21:27:20):

Калав питĕ килĕшрĕ.Чĕлхи яка, çăмăллăн вуланать.Тавралăха хитрен сăнланă.Çутçанталăк илемĕ тӳрех куç умне тухса тăрать.Лаша кӳлме те вĕрентнĕ, вулакана ут хатĕрĕсемпе те паллаштарать.Хайлав ăнăçлă пулса тухнă.Тарăн шухăшлă калавсем çырма сана вăй-хăват,вулакан патне вĕсене илсе çитерме ăнăçу сунатпăр!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Валентина (2010-11-10 12:50:08):

Аван çырнă. Мана килĕшрĕ. Çырас ăсталăхĕ пур. Аталантармалла кăна.

Ăнçу Сире!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Сергей (2010-11-14 22:16:06):

Калава савăнсах вуласа тухрăм.Мана килĕшрĕ. Ача чухне куками патне кайни тӳрех куç умне тухса тăчĕ. Автор сăнлав мелĕпе пĕлсе усă курать, çакă хайлава чĕрĕ сĕм кĕртет.Аван.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Сергей (2010-11-14 22:16:11):

Калава савăнсах вуласа тухрăм.Мана килĕшрĕ. Ача чухне куками патне кайни тӳрех куç умне тухса тăчĕ. Автор сăнлав мелĕпе пĕлсе усă курать, çакă хайлава чĕрĕ сĕм кĕртет.Аван.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: