Саккăрла çаптарнă ташă
— Зина пулĕ-ха ĕнтĕ? — çемçен кулса ячĕ Çемен те.
— Мĕн вара? Начар хĕрарăм-им? — хĕрсе кайрĕ ашшĕ, чутах персе яратчĕ: «Кин кăна мар ĕнтĕ». Темшĕн ниепле те çывăхланса çитеймерĕç вĕсем кинĕпе иккĕш. Пуçласа курсанах кăмăлне килсех каймарĕ те. Майра пулнăшăн та мар, ытла та çемçешкерех туйăнчĕ. Çаплах пулчĕ, шăплăрах чĕлхеллĕ амăшĕн арки айĕнчен тухаймарĕ. Чиперех пурăнатчĕç пулĕ те-ха ĕнтĕ Çеменпе иккĕшĕ кăна. Çеменĕ те мĕн çав териех килĕштермен ваттипе — шарласах каймасть. Çын куçĕнчен пăхсах каясшăн мар çав, çавна пулах-тăр-и? — Мĕн вара, Çина пĕртте пăсăк çын мар. Ĕçĕпе те пултаруллă, чунĕпе те хурламалли çук. Пурнăçĕ кăшт айăплăрах килсе тухрĕ те ĕнтĕ, тепĕр тесен, камăнах тӳп-тӳрĕ-ши вăл? — Шăпах сан валличчĕ те... лайăх мăшăрах пулаттăр, тен. Шутласа пăх.
— Çук-ха, атте, Зинăна хурлас шухăш пĕртте çук-ха ман. Ачасемпе, хамăн тĕпренчĕксемпе, пĕрле пулас килет. Хăвах ăнланмалла.
— Паллах, паллах, Çемен. Эс мана каçар, ват супнăна, эпĕ темĕскер ытлашширех калаçса кайрăм пулас-ха. Хăвăрăнне хăвăр лайăхрах пĕлетĕр ĕнтĕ. Чипер, йĕркеллĕ кăна пултăр тетĕп. Хăçан каяс тетĕн-ха вара?
— Ыран мунча хутсан виçмине ирпе тапранас шухăш пур. Вĕтĕр-шакăр ĕçĕсене Аркадипе Валентин хăйсемех майлаштаркалĕç. Темĕн тумаллиех çук. Çурчĕ вара аванах пулчĕ вĕт, атте? Тиркемеллех мар пек, э?
— Мĕн калаçмалли... Çакнашкал çуртпа пурăнса кураятпăр та иккен. Тавах ĕнтĕ, ачамсем, тавах сире.
Çапла каларĕ те хăй сисмесĕрех сасартăк чунĕ хурланса килнĕ пек пулчĕ, вара вăл ывăлĕнчен пăрăнса малти пӳрте иртрĕ.
Каçхи апата ларчĕç. Ытти кунсенче лаçрах апатланатчĕç, паян сĕтеле Матви çĕнĕ пӳрте илсе кĕрттерчĕ.
Карчăкĕн, хăй тĕллĕн кăмăлсăррăн мăртăхкаларĕ пулин те, çивиттине те çĕннине сарма тиврĕ, юр-варне те пысăк ĕçкĕри майлах кăларса лартмалла пулчĕ. Вăл вара шăрттанне те, тăварлă çуне те çĕнĕ пӳрт ячĕпе хăна-вĕрле пуçтариччен тĕкĕнесех теменччĕ.
Кунпа кăна та çырлахмарĕ Матви. Аркадине ури кăшт айăплăрах чăхха пустарчĕ. «Ара, мĕн хăтланан-ха эс, чиперех çăмарта тăвать-иç вăл» теме пăхнă карчăкне харах кăшкăрса пăрахрĕ: «Уяв тăк уяв пултăр, çитет хĕссе-пĕссе савăнкаланă пек пурăнма, çурт лартса та чун валли уяв тумасан тата... Уксах чăх шел ăна... Хăй, мĕкĕçлене-мĕкĕçлене тĕп сакайне анса, çутă пуçлисене иккĕ таранах хĕстерсе тухрĕ.
Черккесене тултарчĕ. Тăчĕ. Пӳрт ăш-чиккине куç ывăтса çаврăнчĕ.
— Аван, аван... Никĕсĕ çирĕп пултăр ĕнтĕ, çавăншăн ĕçĕпĕр те. Çакна асра тытăр, ачамсем, ăша хывăр: чи кирли — çирĕп никĕс. Хăть мĕнре те. Пурнăçра та çавах. Уйрăмах ак çакăнта, — кăкăрне шаккаса илчĕ, — ун чух пурте йĕркеллех пулать. Ытти калас тени пĕр сăмаха вырнаçтăр — тав сире. — Пуçне пĕкрĕ. Унтан тĕппипех ĕçрĕ.
Самантлăха шăпланнă кĕреке чĕрĕлчĕ. Хальхинче паçăрхинчен çĕкленӳллĕрех, шавлăрах. Уйрăмах сăнне пăчăр-пăчăр хĕрлĕ тапса туха та пуçланă, ытти чух та шӳтлеме, шапăлтаткалама юратакан Валентинăн уçă, янăравлă сасси илтĕнерех тăчĕ.
— Атте, атте теп, тĕлĕнтертĕн те паян эс. Мĕнлерех çаптартăн паçăр — ансамбль песни и танца! Шутламан та сана ташлама çапла ăста тесе. Еплерех талант пĕтнĕ-мĕн. Артиста кăна каймалла пулнă. Хамăрăн чăваш Махмуд Эсембаевĕ пулаттăн. А мĕн, халĕ те кая юлман. Концертсене хутшăнмалла сан. Мария Ивановна ертсе пырать вĕт клубра фольклор ансамблĕ. Вăн, карчăксем мĕнлерех шăрантараççĕ унта. Телевизорпа юрлама та чĕннĕ пулас. Хутшăн çавăнта. Калас-и Мария Ивановнăна?
— Аташса ан ларăр-ха ĕнтĕ. Паян камит кăтартни те çитет, — хутшăнчĕ амăшĕ.
— Валентин, Валентин, кино ӳкерсе илмеллеччĕ сан! Ну, вăйлă кино пулатчĕ те, — шавласа кайрĕ Аркадий те. — Атту шав хĕрсене ӳкерсе çӳрен. Эх, шел, маларах шутласа илеймерĕмĕр.
— Пленки пĕтнĕ çав. Лайăх кадр пулатчĕ. Пленка тупсан тепре ташлатна, атте? Кино ӳкеретпĕр — «Пирĕн атте çурт лартать». А мĕн, чăнласах калап. Питĕ лайăх тема. Телевизорпа та кăтартма пултараççĕ кайран.
— Сан ленту хура-шурă тĕслĕ çеç-иç, эп вара цветной валли кăна ташлама пултарап.
Пӳрт хаваслă кулăпа тулчĕ.
— Эсир, шĕшлĕсем, кулатăр-ха та манран, а эпĕ яш чух ирттермен хамран. Никама та! Чăн калап. Ак аннĕр суйма памасть. Çапла-и, карчăк? Çăпата хуçса ĕлкĕрейместĕм вĕт, эрнене çитместчĕ.
— Çапла пуль, çапла пуль... Тупрăн ĕнтĕ халь каппайланмалли, — çапла каларĕ те карчăкĕ упăшки енне çапах та хальхинче самаях кăмăллăраххăн пăхса илчĕ.
— Юрĕ-ха, ара, юрĕ... — Матви тепĕр хут çĕкленчĕ. — Ну, атьсемри, шӳтлесе илтĕмĕр. Лайăх ку. Вăл та кирлĕ. Халĕ ĕнтĕ чаплă, мĕнле калаç-ха çав, торжественнăй самант пуçланать. — Пырне тасатмалла ӳсĕрсе илчĕ. — Çулсем иртеççĕ, ватăлатпăр. Эпĕ те ак çитмĕлелле çывхарса пыратăп. Кам пĕлет ăна, тен, ытла нумаях та юлман-тăр. Сывлăхĕ вăл пирĕн паян аптрамасть пек те, анчах ыранхине пĕлеес çук. Вăл çаплах, Çавăнпа та шутларăм-шутларăм та пăрахас терĕм хамăн полномочине паянтан. Официальнă пĕлтеретĕп, отставкăна тухатăп.
— Ăçта тухатăп тет вăл, ăçта каятăп тет?— Аркадий енне тайăлчĕ амăшĕ.
— Политикăра шăхăрманнисем валли, ăнланмалла пултăр тесе, хамăрла калатăп: паянтан кил хуçи пулма пăрахатăп.
— Пирĕн атте паян, ахăртнех, кăштах в ударе чувств пулас? — пит-куçне йăлкăштарчĕ каллех Валентин.
— Эй, туру-у... Кай, кай, кай... Артистах тухса кайрĕ иккен ку юлашкинчен. Хваспатиех...
Карчăкĕн сăмахне илтмĕш пулчĕ Матви.
— Çĕнĕ çуртра кил хуçи те çĕнни пултăр. Халиччен эпĕр чиперех пурăнтăмăр. Шăкăл-шăкăлах. Хам енчен хăш-пĕрне кӳрентересси пулнă пулсан тепĕр чух, — карчăкĕ енне пăхса илчĕ, — каçарма ыйтатăп. Пĕр тесен, ытлашшиех ӳпкелешмелли çукрах та пек. Малашне те çаплах пултăр. Халĕ ĕнтĕ уяв кĕрекине ертсе пыма çĕнĕ хуçана хушăпăр. Тархасшăн.
Валентинпа Аркадий шӳтлекелесе алă çупам пекки турĕç.
Матви эрех кĕленчине Аркадий енне тăсрĕ. Аркадий, вĕри япала çине лак ларнăнах ăшталанса ӳкрĕ, хăй сисмесĕрех аллине картах туртса илчĕ те сĕтел айне пытарчĕ.
— Ч-ч-ч... чим-ха, атте... т-т-тăхта-ха...
— Мĕн тата? Эс, мĕн, хуçа пуласшăн мар-им? — аптраса ӳкнĕ пек пулчĕ ашшĕ те.
— Эп... мĕн... чыс тунăшăн тавах-ха, атте, çапах та... эп... мĕн... каçар та тӳррĕн каланăшăн, эс, тем... Хитрех мар пулĕ ун пек... Çемен урлă... Çемене сиктерсе?.. — хĕрелсе кайрĕ.
— Çемен лайăх кил хуçи пулатчĕ — сăмах та çук, анчах та вăл кайма шут тытнă.
— Каять? Ăçта каять? — пурте Çемене тинкерчĕç. Хыпăнса ӳкрĕç. Уйрăмах амăшĕ.
— Каять тетни? Мĕнле каять? Ăçта каять?
— Ăçта, ăçта? Шупашкара.
— Мĕнле Шупашкара? — ниепле те лăпланаймарĕ амăшĕ.
— Шупашкар, мĕн, виççĕ-им? — тарăха пуçларĕ Матви.
— Каçар, анне, пĕлтерсе ĕлкĕреймерĕм. Киле таврăнатăп эпĕ. Ачасем патне. Арăм патне. Кĕтеççĕ мана. Çуркуннех каймаллаччĕ, çурт пирки тăхтарăмăр. — Çемен пуçне усрĕ.
— Ак ĕнтĕ... Мĕнле-ха капла?..
— Эс ан пăлхан, анне. Пурте йĕркеллех пулать. Чиперех. Эпир пурин пирки те сăмах татнă. Килĕшнĕ.
— Çук-ха, пăлханмастăп-ха, пăлханмастăп. Ытла кĕтмен çĕртен пулнăран кăна... — Те савăнмалла ĕнтĕ куншăн амăшĕн, тем тумалла. Çаплах тăна кĕрсе çитеймерĕ курăнать вăл.
— Эпĕ те... манăн та çитес вăхăтрах каймалла пулать, — шăппăнраххăн пусăрăнчăк сасăпа каласа хучĕ Аркадий.
Картах туртăнчĕ ашшĕ.
— Мĕнле «каймалла»? Ăçта каймалла пулать тата санăн?
— Владивостока.
— Ăçта каян? Владивостока? Мĕн шăршласа каятăн тата унта çити?
— Мана кĕтеççĕ.
— Кам кĕтет? Чим-ха салтакра чухне çемье çавăрса хăвармарăн пулĕ те эсĕ, ачам, унта?
— Мана тральщик çинче кĕтеççĕ. Командăна та кĕртнĕ пулас. Документсем тахçанах унта выртаççĕ ĕнтĕ.
— Тăхта-ха, тăхта... Мĕнле документсем? Мĕнле тральщик? Мĕнле команда? Чипер ăнлантарса пама пултараятни эс? — тарăха пуçларĕ Матви. — Йĕркипе каласа пар.
— Службăра пĕрле пулнă ачасем чĕнеççĕ. Хăйсем патне. Тральщик çинче ĕçлеççĕ вĕсем. Пулă тытаççĕ. Тинĕсре. Ман пирки те калаçса татăлнă. Салтакранах юласшăнччĕ эп унта, Валентин вĕренме каяс пирки кăна таврăнтăм. Сире пĕччен хăварасран. Вăл яла юлсан пуçтарăннăччĕ — ĕçрен ямарĕç, вĕреннине ĕçлесе татмалла терĕç. Кайран Валентин каллех вĕренме каясла сăмах пуçарчĕ. Çемен таврăнсан каятăпах тенĕччĕ — çурт пирки тапрантăмăр. Халь вара... халĕ... Тен, юлашки шанс ку манăн? — Чунĕ кӳтсе килчĕ-тĕр Аркадийĕн — сасси чĕтревлĕ тухрĕ.
— Ăнланмалла... Ялтан тарас терĕн апла? Кирлĕ мар текех эппин сана ял? Сурса хурас терĕн?
— Ял, ял... Манăн та çын пек пурăнас килмест-им, атте? Мĕнле айăпа кĕнĕ эпĕ ĕмĕр тăршшĕпе тусан ăшĕнче чакаланса пурăнма? Мĕн, ыттисенчен катăк-им? Мĕншĕн вĕсем хулара ырлăхра пурăнмалла, манăн?.. Кĕрпе çур ураран атă хывса кураймастăп вĕт. Çутă пушмакпа, шур кĕпепе çӳрес килмест-и манăн та? Çамрăк вĕт-ха эпĕ, атте, çамрăк! Çирĕм саккăрта кăна! Манăн та илемлĕ, хитре пурнăçпа пурăнас килет!
— Унта, паллах, илемлĕ, хитре пурнăç ĕнтĕ, — йӳççĕнрех кулса илчĕ ашшĕ. — Моряк тумĕпе кăна çӳрен. Хĕрсем... Укçине те кĕсье тулли параççĕ пулĕ?
— Укçинче-им ĕçĕ, атте? Хам юратнă, килĕштернĕ ĕçре пулатăп хăть.
— Ăçтан тата юратнă ĕç пултăр вăл саншăн пулă тытасси? Эс, мĕн, унта ĕçлесе курнă-и? — хыпса илчĕ ашшĕ.
— Тинĕсре ĕçлес килет манăн. Тинĕсре. Хăвах ăнланма тивĕç вĕт-ха, атте. Эс ху моряк пулнă, тинĕсре вăрçă вăрçнă. Астăватни, мĕн чухлĕ каласа кăтартаттăн ача чухне? Тен, шăпах манăн шăпа вăл, мана пӳрни? Салтакĕнче те ав тинĕсрех пулма тӳр килчĕ. Халь каймасан тата хăçан лекейĕп эп унта? Нихăçан та, тен. Манăн, мĕн, ĕмĕр ӳкĕнсе пурăнаси кайран?
Аркадий шăпланчĕ. Ашшĕ те шарламарĕ, пĕр авăк пуçне пĕксе ларчĕ. Ыттисем те йăшăл тума та аптрарĕç. Кăштахран Матви пуçне çĕклерĕ те Валентина тинкерчĕ.
— Санăн ăçта каймалла тата? Ăçта кĕтеççĕ сана? — Сасси вăйсăррăн та хăрăлтатарах тухрĕ.
— Хăвах пĕлетĕн-çке, атте, — йăшăлтатса илчĕ лешĕ.
— «Пĕлетĕн»... Мĕн пĕлетĕп эпĕ? Ăçтан пĕлсе пĕтерем сирĕнне? — ялтах хыпса илчĕ Матви. — Ав, пĕлтеретĕр кунта. Питĕ лайăх. Нихçан картманнине.
Валентин район хаçатĕнче ĕçлет. Сăн ӳкерекен. Вăл тунă ӳкерчĕксĕр хаçатăн пĕр номерĕ те тухмасть ахăртнех. Пысăк вырăнсенче тухакан хаçатсенче те тăтăшах çапăнаççĕ. Тĕрлĕ конкурсра та çĕнтеркелесе курнă. Халь ӳкерекен пысăк аппарачĕ те Мусавран парне панăскерех. Нумаях пулмасть Валентина Шупашкара тĕп хаçата ĕçлеме чĕнчĕç.
Матви тарăннăн мăшлатса илчĕ те сĕтел хушшинчен тухрĕ, чĕмсĕррĕн алăкăн-тĕпелĕн утма пикенчĕ. Хушăран хушă кăна сăмахсем пăрахкаларĕ:
— Савăнтарчĕç... Юлашкинчен... Шăнкăрч вĕлли... Ылтăн атьсем... Мĕн, калаçса татăлтăр-им?.. «Дача пек тăватпăр та дача пек тăватпăр»...
Нихăшĕ те шарламарĕ. Йăшăл тума та шикленчĕç. Çемен пуçне пĕксе ларчĕ, Аркадий тапса тухнă куççульне ыттисенчен пытарса чӳрече енне çаврăннă, Валентинĕ çеç сăмах хушасшăн пулса чăтăмсăррăн йăшăлтаткаларĕ те амăшĕ витĕр пăха-пăха илнĕрен шăпланчĕ.
Нăтăрт-мăтăрт! турĕç хĕстерсех çитермен урай хăмисем — кумрĕ те кумрĕ Матви. Унтан урай варринче тăруках чарăнчĕ те сĕтел енне куç ывăтрĕ.
— Мĕн шуйттанне тумаллаччĕ эппин кунашкал сарай пек çурт? Мĕн-ма асапланмаллаччĕ? Тăкакланмаллаччĕ? Пирĕн ĕмĕре кивви те çитетчĕ. Юлатчĕ те пиртен.
— Ху тапратрăн-çке çĕнни пирки, — чăтаймарĕ Валентин.
— «Ху тапратрăн...» Кам валли? Аннĕрпе иксĕмĕршĕн-и? Тахçанах хатĕр ĕнтĕ пирĕн. Ав, лупас айĕнчех выртаççĕ. Çĕрĕшме те пикенмерĕç пулсан. Саваласах хунă. Виç-тăватă пăта çеç çапмалла. — Карчăкĕ енне чалт! çаврăнчĕ. — Е вутта кăна татса çунтарăпăр-и ĕнтĕ халь? Мĕн тума кирлĕ вĕсем пире текех? Халех вилме юрамасть пирĕн, ахальтен-им туса лартрăмăр кăна? Мĕнлерех тата! Сарайран аслă — саркаланса кăна пурăн! Мĕн, ыт ахаль çĕрĕшсе лартăр-и? Е пĕр-пĕр Уртем Микулайĕ килсе рехетленсе пурăнтăр-и пирĕн вырăна? Ма чĕнместĕн? Мĕн, шăлу хушшине хĕсĕнсе ларчĕ-им чĕлхӳ? — Унтан васкавлăн карчăкĕ патне таплаттарса пычĕ. — Е санăн та каймалли пур-и?
— Ара, манăн... Ара... — сасартăк пулнăран аптраса ӳкрĕ курăнать карчăкĕ, çухалсах кайрĕ.
— Мĕн арелетен тата? Пур пулсан, кала! Тӳрех кала! Ан шиклен! Атя, яра пар! Эп паян пурне те итлеме хатĕр!
— Вăхăтлăха кăна-иç... Садике яриччен çеç. Çуллаччен майлаштаратăп терĕ вĕт Çеруш...
— Кай! Ыранах! Пуçĕпех кайма пултаран! Пурте кайăр! Эпир пĕччен те пĕтместпĕр! Пурăнатпăр! Ял ĕмĕрне тăсатпăр! Ятарласа! Шик! шăхăрса! Чарт! сурса! — Сĕтел урпă кармашса Çемен умĕнчи сăра тултарнă стакана ярса тытрĕ, сăрине урайне чашлаттарчĕ, çурри ытла эрех тултарчĕ.
— Ну, Матви! Ху килӳнте ху хуçа! Патши те, Турри те хăвах! Сан сывлăхушăн! Яра пар! Эх-ха! Уп-па! Хоп!
Шалтах, тумлам юлмиччен ӳпĕнтерчĕ. Унтан яшт! тӳрленчĕ, алă лаппине йĕкĕрлесе чăрт! сурчĕ, сăтăрчĕ, пĕççи çумне шарт! çапрĕ, урай варрине иртрĕ, йăпт-ялт! сиксе илчĕ те хыттăн тăр-рăс! тапрĕ.
— И-ий-йах! Упля! Упля! Уп-па-па! Уп!
Agabazar (2018-10-04 21:50:12):
Çакăн ятлă калав Хветер Акиверĕн те пур.