Курак хули
Каçар, тăван çырма, килме пӳрмерĕ
Кашни çур кунĕ сан чĕрçӳ çине:
Куллен мала чĕнен çулсен кĕперĕ
Текех васкатрĕ урăх çĕрсене.
Паян каллех мана ӳстернĕ çĕрĕн
Йыхравĕпе çитсе, çунатланса,
Куратăп эпĕ — çамрăк, чĕрĕ,
Шыву тӳпе карри пек тап-таса.
Хĕл каçипе ачишĕн тунсăхланăн
Хĕвел лăпкать ачашщăн çырана,
Ун пилĕпе çерем çĕре сăрланă —
Хур чĕпписем сăхмалăх курăнать.
Кăваккăн йăсланать кушасшăн юшкăн,
Именчĕклĕн тапаççĕ çăлкуçсем.
Сар тутăрлă хĕрсем пек ушкăн-ушкăн
Черченнĕн карталаннă чечексем.
Курак сасси яланхилле янравлă
Кăлтăртатать çырма тăршшĕпеле.
Ман Чăваш Ен кураклă та йăмраллă,
Çурхи илем кӳрет кашни киле.
Кураксăр йывăçсем салху, илемсĕр,
Вĕсен сассисĕр ял та пушă пек.
Ачалăх пирĕн чухăнрах вĕсемсĕр
Иртетчĕ пулĕ çырмара тӳлек.
Кунта эпир çӳлтен çӳле хăпарнă,
Вĕçевшен карăннă ачаш чунсем.
Курак йăвисене хăш чух тустарнă,
Каçарччăр уншăн ватă кураксем.
Анчах чĕппи çĕре ӳкес пулсассăн,
Ăна илсе хăпарнă каялла.
Çăхан-хурчка тавраш килсе тухсассăн,
Кашни ăнланнă — хăвăрт хăвала.
Вăратнă кураксем пире ир кӳлĕм
Сурăхсене е хурсене кĕтме.
Çуркуннепе пушаннă пĕчĕк пӳлĕм,
Çырма чĕнетчĕ симĕс çереме.
Анне пекех сăйлатчĕ тараватлăн
Шăм-шакшăн сиплĕ тĕрлĕ курăкпа.
Кунтах ачалăха майпен ăсатнă.
Ăна çыхăнтарса çамрăкпăхпа.
Утас çулсем кашнин ăçта çитсен те,
Çук, татăлмĕ çак аслă çыхăну.
Ачалăхăм! Паян санпа килентĕм.
Тăван çырма! Каллех эп сан хăну.
Куратăп: çыранра манран та хулăн
Тахçан эп лартнă йывăçăн вулли.
Курак çĕкленчĕ, çунатпа ал сулнăн,
Татах та ӳснĕ-мĕн вĕсен хули.
Çаплах шăнкăртатса юхать çăл шывĕ —
Нихçан манми ачалăхăм палли.
Пурнатъ, ĕçлет кунта хавассăн, сыввăн
Чăвашăн ялĕнче курак хули!
Admin (2010-08-11 20:24:20):
Кураксене ялсенче ытлах юратман пек илтнĕччĕ — пĕрре вĕсем чĕпсене йăкăртаççĕ (пирĕн ялта пĕри çапла пĕр-пĕр йывăç çинче курак йăва çавăрнине курсанах ăна хăвалать), тата ялти тасамарлăха пĕлтереççĕ имĕш... Василий Эктел вара кураксене мăнаçлăн кăтартнă...