Уйăх çинчи аппа
Кантăк витĕр ӳкрĕ уйăх сапнă кĕмĕл.
Çук, ман çухатушăн çитмĕ тӳлеме.
Ĕнтĕ эсĕ килмĕн, ĕнтĕ эсĕ кĕмĕн
Паянхи салхуллă çакă пӳлĕме.
Ĕнтĕ эс ăсантăн, эй, аппа-аппаçăм,
Кайрăн-çке яланлăх, кайрăн таврăнми.
Иртнине сиплеççĕ иртнĕ сулăмпа çеç,
Иртнĕ сулăм халĕ эс, асăмран кайми...
Хĕр чухне чиперччĕ, таврара пĕрреччĕ.
Юрласа ĕçлеттĕн пĕтĕм кăмăлтан.
Каччăсем тăхтаччăр — вĕренӳ черечĕ
Педагог пулмашкăн суннă чух малтан.
Миçе çул ун хыççăн шкул класне кĕреттĕн,
Сан çине пăхатчĕ миçе куç шанса
Шеллеме пĕлмерĕн эс хăвна пĕрре те,
Акă шкул та юлчĕ сансăр пушанса.
Çын ура хуни-и, суяпа элек-и —
Чăтрăн-çке пăхмасăр ăшунти чире.
Пурнăç — ода мар çав, ытларах — элеги.
Каçарсам, аппаçăм, каçарсам пире.
Ху пек хĕр ӳстертĕн,
ывăлна чун патăн,
Мăнуксем чупаççĕ — хунавран хунав.
Хурăн тăррине, тен, эс хăш чух ларатăн
Вĕсене курасшăн? Сас памастăн çав.
Кам пĕлет, лере те, тен, сума сăваççĕ,
Тен, леш тĕнчере те уроксем сан пур.
Çавăн пек пулсассăн, эй, тăван аппаçăм,
Çăлтăрсем те калĕç сан пирки: маттур!
Кам пĕлет, тăванăм: ĕмĕрсен çул-йĕрĕ
Ăçталла çитерĕ пирĕн карапа.
Тинкерсе пăхсассăн, çутă уйăх хĕрĕ —
Кĕвентеллĕ хĕрĕ —
сан пекех, аппа.
Шухăшсем
Which keywords and locations convert bes...
Which keywords and locations do you need...
Which keywords and locations do you need...
Is your Chuvash Org website missing out ...
Struggling with low website leads for Ch...
Discover the beauty waiting just for you...
Which keywords and locations do you need...
Want more targeted traffic to your Chuva...
Your chuvash...
Boost your Chuvash Org website’s traffic...