И.А. Шевлене


Шевле юлташ, эп сана

Çĕнĕ çулăн ячĕпе

Çĕнĕ çулта çĕн телей

Пултăр тесе сунатăп.

 

Ырă чипер пурнăçăн

Сăн-сăпатне пăсакан

Усал этем хушшинчи

Усаллăхсем çакă çул

Сан яхăна ан пыччĕр.

 

Савăнăçпа ырлăхран,

Çăкăр-тăвар пурлăхран

Сирĕн çитес кун-çулсем

Пĕртте катăк ан пулччăр.

 

Çакă çултан пуçласа

Тăхăрвунна çитиччен

Чунпа чĕре савăнăç —

Çут çунталăк ырлăхĕ

Сирĕнпеле яланах

Куллен-кунах çӳретĕр.

 

Шевле, санăн ĕçӳсем,

Пуçри шухăш хăвачĕ

Çамрăк вăйлă чĕрери

Мĕнпур хастар — пурĕ те,

Тинĕс хум пек шавласа,

Тĕттĕм чăваш халăхне

Ыйăхĕнчен вăратчĕр.

 

Тӳрĕ çынсем йăнăшпа

Суда-мĕне лексессĕн

Хăвăн вăйлă чĕлхӳпе

Эс вĕсене хăтарсам.

 

Эсĕ, Шевле тăванăм,

Этем тăшман-усала

Чăн сăмахпа хăратса

Цицерон пек айăпла.

 

Çĕнĕ çула халь эсир

Алла-аллăн тытăнса

Иккĕн тухнă мăшăрăн.

Сире телей çул çинче

Пултăр тесе калатăп.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: