Амăшне
... Тен, пулаç-и сивĕ çырусем:
Ним тума çук айван чĕреме!
Вăхăтпа вăл пăр пек сивĕнет
Е хĕрӳллĕн вут пек пĕçерет...
Çырăву час-часах килмесен,
Тĕрлĕ-тĕрлĕ темле шухăшсем
Умлăн-хыçлăн килсе тиенеç,
Тиенеç те пуçа çĕмĕреç.
Çичĕ талăк çимен кашкăртан
Хаяр пулăн ун чух çиллĕмпе,
Ăшăм-чикĕм хыпса чашкăрать,
Çывраймастăл вара çĕрĕпе.
Пĕлме йывăр, чăнах, питĕ хĕн,
Пурнăçу — те таса, те — хура.
Тен, чун сăйнă ачам чăтать пуль
Вăрçă кӳнĕ хаяр хĕн-хура.
Ах, каçарччĕ мана, ытларах
Персе ятăм пулас сăвă май...
...Уйăх. Уйăх утне юрттарать,
Чĕнет уйăх çырма сăввăма.
Иртнĕ каç вăл мана илĕртсе,
Йăл кулса чĕнчĕ кантăк умнех.
Çитсе килтĕм тăван хулуна, — тет, —
Поэт тусăм, хыпар пĕлтерем:
Лăпкăн ывăлу сан çывăрать,
Амăшĕ выртать ун çумĕнчех.
Ан кулян эс, тусăм, ая кулян,
Ырă тĕлĕк кураç сан çинчен.
Иртнĕ каç та юри кантăкран
Пырса пăхрăм хуллен йăпшăнса.
Ултта çитнĕ тăван ывăлу
Амăшпе тем ларатчĕ çырса.
«Мама, мама, — хистет ерипен. —
Час килет-и папа çаврăнса?
Тунсăхларăм ăна чĕререн,
Ма киле вăл хальччен таврăнмасть?..»
Амăш саврĕ ăна пуçĕнчен,
Ачашларĕ чун пек ывăлна.
Кăшт шывланчĕç кăвак куçĕсем,
Палăртмарĕ çавах та ăна.
— Çыр, ачам, çыр, ачам, çыруна,
Хĕпĕртетĕр аçу вуласан.
Тен, ак хăй те çитĕ çаврăнса,
Килĕ çурхи шыв шăнкăртатсан.
Щурă чатăр карса илнĕ пек,
Чечекленĕç садсем таврара.
Санпа пирĕн, садри кайăксен,
Чăн телей пуçланать те вара...
Çав каç эпĕ салху уйăхпа
Темĕнччен пуплерĕм пĕчченех...
Шуса иртрĕç хура шухăшсем,
Лайăх, ырă хыпар илтсенех.
Умма тухрĕ каллех Шупашкар,
(Ячĕ çеç те — çĕклет чунăма!) —
Шупашкарăм, тăван Шупашкар,
Сансăр йывăр мана пурăнма!
Астăватăп, Анюк, астăватăп;
Эс ăсатрăн мана вокзала.
Анчах темшĕн сана çавăн чух
Эп хистерĕм киле васкама.
Эп каларăм: мĕн-ма татăлас?
Çавăраймăн халь тин каялла.
Ахах пек куççуле ма тăкас? —
Кайма тивнĕ — çавах каймалла.
Эс пĕлетĕн, Таван çĕршыва
Эп хуратăп анне вырăнне.
Аннене пăрахма юрамасть,
Вăл хушсассăн кĕреп вут ăшне.
Халь пăхсан та курап: ерипен
Эсĕ утрăн хула еннелле.
Атăл çилĕ кас-кас вĕрнипе
Кăмăл хуçăлчĕ ман темĕнле.
Атăл хумĕ сиксе-выляса
Ырă сунчĕ тăвая ывăлне.
Шупашкарăм, курка тыттарса,
ав ĕç, терĕ телей куркине.
Эп çĕклерĕм ăна çӳлелле;
— Çул курки, таврăнмашкăн пилле
Ывăл тăчĕ умма: — Эс киле
Час килетни, атте? — тет хуллен.
Пăхрăм эп хам тавра çаврăнса,
Эс тăратăн иккен пĕчченех.
Шурă тутăр анчах вĕлкĕшет
Вăшăл-вăшăл килен çилпеле.
Çавăнпа хальчченех ӳкĕнеп:
Ма хистерĕм-ши? — теп васкама.
Тен, нихçан та пӳрмен пулĕ теп
Шупашкар вокзалне таврăнма?
Подольск, 1941.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...