Мухтав юрри


Пăлхарсенчен хунанă пирĕн халăх

Чăваш ятпа ян кайрĕ тĕнчере.

Пурнать илем, йĕркелĕх, пархатарлăх

Çĕр пин сăмахлă пирĕн чĕлхере.

 

Атте-анне ялан ăсра пурнайтăр,

Асли ан пултăр çăкăр-тăвартан.

Аки-сухи пирте алран ан кайтăр,

Ан уйрăлтăр тус-йыш çĕртен-шывран.

 

Ваттисем пек пĕрле пурнар-и ĕмĕр,

Пирте этем ют пулмĕ этеме.

Эпир пилленĕ çамрăк ăрусемĕр —

Пĕр кил, пĕр туртăм, пĕр хастар ниме.

 

Пĕтми тирпейлĕх, тĕплĕх, аптраманлăх

Чăваш Ене кӳрсе тăрать илем.

Йыша упратăр иксĕлми тăванлăх,

Пĕр кĕреке пек пулччăр чăвашсем.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Игорь Сайман (2012-12-01 22:41:06):

"Тирпейлĕх, тĕплĕх, аптраманлăх..." Николай Исмуковăн таçта çавăн пекрех калани пурччĕ пулас. "Ĕçченлĕх,тирпейлĕх...", -ну тата темĕскер...

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: