Сыв пултăр харсăрлăх!
(Юлташ альбомĕ çине)
Альбом тавраш çыра пĕлместĕп,
Курман альбом тавраш çырса.
Эс — ĕненместĕн,
Итлеместĕн...
Мĕскер çырам, мĕскер сунса?
Вăрнарăн çакă хыр вăрманĕ —
Пиллерĕ тĕл пулма пире:
Шăм-шакăн ăнăçсăр суранĕ
Тытать халь санаторире.
Сурать шав сан та, ман та шăмă,
Ӳкерчĕ вăл
Тăлла-тăлла...
Алсем çапах —
Сулмаклă чăмăр!
Çапах — манмастпăр-ха кулла!
Кулла манмастпăр-ха, тăванăм, —
Манар та мар ăна нихçан:
Тем-тем тӳсес пулсан та,
Санăн —
Сыв пултăр харсăрлăх ялан!
Пĕртен-пĕр хамăр чирĕн хурчĕ
Кăна-и кăсăк халь пире?
Çут тĕнчере ăçта мĕн пулчĕ —
Йăлт хăй çине илет чĕре!
Çынсен телейĕпех телейлĕ
Пулма пĕлет пулсан этем,
Вара кун-çулĕ ун —
Хĕвеллĕ,
Вара — хĕл чух та чечексем.
Вара çын —
Иксĕлми хăватлă:
Нимле тумхах хăрушă мар...
Пар алă, тусăм!
Пул çунатлă,
Яш чĕрӳнтен вут-хĕм кăлар!
Шухăшсем
Make everyday life more convenient — h...
Our AI-powered traffic solution delivers...
Praktiska pagalba kasdieniams issukiam...
Discover how our AI can skyrocket your C...
I've noticed that your chuvash...
Watch this if you are struggling to get ...
1...
6...
1...
6...