Пĕр упашăнах виçĕ талăк йывăç тăрринче çывăртăм


Ĕлĕкхи вăхăтра пирĕн таврара упасем пит нумай пулнă. Ямаш вăрманне кайсан, вĕсене унта кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпех курма пулатчĕ.

Çапла эпĕ хамăн ĕмĕрте пайтах упа тытса куртăм. Пирвайхи упана хам вунпилĕк çулта чухнех тытрăм. Вăл упа калама çук пысăкчĕ, унăн какайĕ те лăпах вуникĕ пăт туртрĕ. Ăна вара хĕл каçичченех çисе пурăнтăм.

Çакăн хыççăн эпĕ упасене кăна тытма пуçларăм, çулсерен вăтăршар упаран кая мар тытакан пултăм, виç-тăватă çултах пур упасене те тытса пĕтертĕм. Унтанпа пирĕн ял çĕрĕ çине мар, Ямаш варманне те нихăçан та упа ури пусса курман.

Юлашки упана эпĕ Çĕпĕрте — тайгара тытрăм. Вăл акă епле пулчĕ.

Манăн аслă ывăл Çĕпĕрте, тайга варринчи ялта, учительте пурăнатчĕ. Темиçе çул хушши вăл мана хăй патне пырса курма чĕнсе çырусем ячĕ. Кĕрхи ĕçсене туса пĕтертĕм те ывăл патне тухса кайрăм. Унта куян, тилĕ, кашкăр, упа нумаййине малтанах пĕлсе, эпĕ хампа пĕрле икĕ кĕпçеллĕ пăшал, пĕр михĕ тар, икĕ пăта яхăнах вĕтĕ пулькă тата юратнă йыттăма — Шашкăна илсе кайрăм.

Поездпа тăватă кун кайнă хыççăн, пиллĕкĕмĕш кунне ывăл патне çитрĕм. Пĕр кун пурăнтăм, иккĕ... виççĕмĕш кунĕнче манăн сунара пит каяс килекен пулчĕ.

— Атте, — тет ывăл. — Асту, ку тайга пысăк, инçетелле кайса ан çухал.

— Темĕн пек пысăк пулсан та пĕр кунта çаврăнса тухатăп, — тетĕп.

Вĕтĕ пулькăпа авăрланă икĕ кĕпçеллĕ пăшала çакрăм, пиçиххи хушшине пĕчĕк пуртă хĕстертĕм, Шашкăна ертсе тайгана тухса утрăм.

Эсир тайга мĕнлине пĕлместĕр пуль-ха? Çавăнпа сире вăл мĕнли çинчен те каласа парам. Тайга калама çук пысăк вăрман, унăн вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть. Унта темĕн тĕрлĕ йывăç та ӳсет, вĕсен турачĕсем пит çăра: çӳлелле пăхсан, пĕлĕт татăкĕ курăнмасть. Унтах асар-писер хăрушă çырмасемпе каçса каяйми шурлăхсем те пур.

Нумаях та каймарăм, эпĕ çавнашкал çырма хĕрринех пырса тухрăм. Аялалла пăхрăм — çырман тĕпĕ те курăнмасть. Татах тинкерсе пăхрăм — манран çич-сакăр утăмра кăна пысăк упа лара парать! Хăй çилпе хуçăлса аннă йывăç тункати çумне тăнă та темскер аппаланать.

Манран çич-сакăр утăмра кăна пысăк упа лара парать!
Манран çич-сакăр утăмра кăна пысăк упа лара парать!

— Мĕн хăтланать-ши ку упа? — тесе татах тинкеререх пăхрăм.

Упа иккен йывăç чĕлпĕкĕсене хăй еннелле туртса илет те, сасартăк калла ярать — йывăç чĕлпĕкĕсем сĕрме купăс хĕлĕхĕсем пек илемлĕн янраса калла пырса çапăнаççĕ.

— Ак тамаша! — тетĕп. — Упасен те ăсĕ пур-мĕн, çынсем пекех музыка итлеме юратаççĕ, — тесе тĕлĕнсе тăратăп. — Путех ку чи ăслă упа пулĕ, — терĕм те ăна пăшалпа та пеме шутламарăм, лартăр савăнса тесе малалла утма тытăнтăм.

— Хам, хам, хам! — тесе илтĕнсе кайрĕ Шашкă сасси.

Эпĕ самантрах хыçалалла çаврăнса пăхрăм. Манăн Шашкă чĕрĕп тупнă та ура тапсах вĕрсе тăрать.

— Чарăн, — тесе Шашкăна пӳрнепе юнаса илтĕм.

Анчах Шашкă мана пĕрре те ăнланмарĕ, пушшех хытă вĕрме тытăнчĕ.

— Мĕншĕн илсе тухрăм-ха кăна, упа курсан мана хăй айне пĕтĕрсе чикет вĕт, — тетĕп.

Чăнах та, Шашкă сассине илтсе, упа мана курах кайрĕ, çиленсе пăхрĕ те урисемпе юнама пуçларĕ.

— Мĕн тăвас ку упана? — тетĕп. — Пăшалпа перес — çав тери ăслă упана вĕлерме те шел, вĕлерсен те киле çĕклесе çитереймĕп, — тетĕп.

Çапах та упана çаплипех хăварас килмерĕ — вĕлермех шутларăм. Пĕрре пенипех вилмĕ тесе тата тем пулĕ те тем килĕ тесе, пиçиххи хушшинчи пуртта кăлартăм.

— Ăçтан перес-ха кăна, — тетĕп.

Шутласа тăтăм-татăм та чĕринчен тĕллесе хаплаттартăм. Манăн упа ача пек çухăрса ячĕ те хам паталла ыткăнма пуçларĕ. Хăранипе сехрем хăпса тухатчĕ пулĕ.

— Ăçта кĕрсе каяс ку хăяматран, — тетĕп. — Шашках пĕтерчĕ, вăл пулман пулсан, упа та курмастчĕ. Мĕншĕн Шашкăна илсе тухрăм-ха? — тесе кулянатăп.

Шашки тата мана пăрахса хăварса таçта тарса пытанчĕ. Вот епле телейлĕ вăл! Ура тăваттă мар, тăваттă пулнă пулсан, эпĕ те Шашкă пекех тараттăмччĕ, тепĕр кĕпçинчен персе упине те вĕлереттĕмччĕ.

Çапла шутласа тăнă вăхăтрах упа ман патăма çывхарса çитме те пуçларĕ, хăй калама çук пысăк, пирĕн колхоз вăкăрĕ пекех çĕмĕрсе хăпарать.

Тепĕр минут тăнă пулсан, упа мана çавăнтах хăй айне тĕркелесе чикнĕ пулĕччĕ. Юрать манăн пуç хытă ĕçлет.

Ман çумрах çӳллĕ йывăç ларать. Эпĕ пĕр самантрах çав йывăç тăрне хăпарса лартăм. Унччен те пулмарĕ, упа та йывăç патне çитсе тăчĕ, мана татах çиленчĕ пулас, каллех урисемпе юнама пуçларĕ.

— Халĕ ĕнтĕ тытаймастăн мана, — тетĕп çакна. Çав вăхăтрах хам пĕр турачĕ çине лайăх майланса лартăм та, упана чĕри тĕлĕнчен тĕллесе иккĕмĕш кĕпçинчен кĕрслеттертĕм.

Упа çапах та вилмерĕ, мана татах çиленсе çитрĕ, йывăçа ыталаса илчĕ те, çын пекех хăвăрт хăпарма пуçларĕ. Эпĕ харасах кайрăм, ним тума аптăранипе:

— Шашкă! Шашкă!.. — тесе кăшкăрса ятăм.

Шашкă çавăнтах пулнă иккен. Вăл хăр-р! тесе упан кĕске хӳринчен çыртса илчĕ.

Ӳркенчĕк упа мĕшĕлтетсе калла çаврăнса пăхрĕ, манăн Шашкăна курах кайрĕ, хăямат. Вăл ман пата хăпарма пăрахсах Шашкăна хăвалама пуçларĕ.

Шашкă калама çук хытă чупать, ăна упа мар, куян та хăваласа çитес çук. Çавăнпа упа та ытла инçех каймарĕ, каллех ман пата хăпарма пуçларĕ.

— Шăшкă! Шашкă!.. — тесе кăшкăртăм йытта иккĕмĕш хут.

Вăл чупса çитрĕ те упана татах хӳринчен ярса илчĕ, ура тапса калла туртма пуçларĕ. Упа хӳри хытах ыратрĕ пулас: вăл ман пата хăпармасăрах Шашкăна таçта çитиех хăваласа кайрĕ.

Эпĕ çав вăхăтра çĕре анса малтан манса хăварнă пуртта илтĕм, хам çинçерех йывăç çине хăпарса лартăм, хăпарнă май йывăçăн пур тураттине те иртсе пытăм.

Анчах упа каллех çаврăнса çитрĕ. Вăл тӳрех эпĕ малтан хăпарса ларнă йывăç патне пычĕ, мана пăхма пуçларĕ. Эпĕ тепĕр йывăç çинче ларнине курах кайрĕ. Тарăхса çитнипе вăл каллех ман пата хăпарма пуçларĕ, — йывăçăн турачĕсене иртнĕ пулсан та, çынран та аван хăпарать. Эпĕ нимĕн тума аптăранипе виççĕмĕш хут Шашкăна чĕнсе пăхрăм. Вăл кăлтăрмач пекех кусса çитрĕ те татах упана хӳринчен çыртса илчĕ

Анчах упа калла анмарĕ, ман пата хăпарма пуçларĕ. Пĕччен мар, хăйĕн хӳринчен çакăннă Шашкăна та хăйпе пĕрле çĕклесе хапарать.

Эпĕ тĕлĕнсех кайрăм. Упасем пĕрре те эпĕ шутланă пек мар иккен. Вĕсем калама çук вăйлă: вĕсем манăн Шашкăна та йывăç тăрне çĕклсе хăпарма пултараççĕ-мĕн.

Хăвăрах пĕлетĕр, эпĕ ун пек инкек килсен, аптăраса туса тăмастăп. Пуртта илтĕм те хам пата хăпарса çитнĕ упан малти ури çине лач! лартрăм. Упа ури татăлса çĕре ӳкрĕ. Унăн хыççăн упи хăй те çĕре тĕшĕрĕлсе анчĕ, манăн Шашкă кăшт çеç упа айне пулса вилетчĕ, аран-аран пĕр еннелле пăрăнса хăтăлчĕ.

Çакăн хыççăн упа, мана тарăхса çитнипе, эпĕ хăпарса ларнă йывăçа кăклама пуçларĕ. Виççĕ чавать те пĕр тымарне туртса кăларать, татах виççĕ чавать те тепĕр тымарне туртса кăларать.

— Мĕн тăвас кунпала? — тетĕп.

Çав самантрах пăшала икĕ кĕпçине те авăрласа умлăн-хыçлăн упа тутинчен тĕллесе петĕм. Упа тутинчен пур еннелле те юн сирпĕнме пуçларĕ, çывăхран пăхса ларакан Шашкăна хĕп-хĕрлĕ юн турĕ. Татах пăшалăн икĕ кĕпçине те авăрласа упана каллех тутинчен тĕллесе перетĕп. Юлашкинчен, упа ача пекех йĕме пуçларĕ.

— Э-э, — тетĕп, — сана тутаран пемелле пулнă иккен, Кăна пĕлнĕ пулсан, малтан тытнă упасене те тутаранах персе тытмаллаччĕ, — тесе ларатăп.

Анчах манăн савăнни ахалех пулчĕ. Тутинчи юнне çулласа тасатрĕ те, упа татах йывăçа кăклама пуçларĕ. Кăклать те йывăçа çапса пăхать, манăн йывăç харах еннеллех сулăнса кайрĕ.

— Тинех упа мăшкăлĕ пулса вилме тӳр килчĕ-мĕн, — тетĕп.

Алсем чĕтреме пуçларĕç, пăшала та авăрлаймастăп. Нимĕн тума аптăранă енне Шашкăна чĕнсе пăхатăп. Анчах капла та усси çук, Шашкăна çыртмашкăн упан хӳри те тăрса юлман.

Çитменнине Шашкă хăй те, ман пекех хăраса ӳксе, упа патне пыма шикленет.

Çапла пулсан та пăшала икĕ кĕпçине те авăрласа умлăн-хыçлăн упа çине петĕм. Упа месерле кайса ӳкрĕ. Эпĕ савăнсах çитрĕм те, татах упа çинелле перетĕп. Манăн упа вырăнтан та хускалайми пулчĕ. Хам çапах та йывăç çинчен анма хăратăп. Мана ĕлĕк хамăр ялти ват сунарçă Кăтра Карачăм çапла каласа панăччĕ:

— Çтаппан шăллăм! асту, упасем, кутăнланма юратаççĕ, юриех вилĕш пулса выртаççĕ те çывăха пырсанах пусса ӳкереççĕ, — тенĕччĕ.

Çакна аса илсе эпĕ те йывăç çинчен анмарăм. Питех ыйăх килнипе йывăçĕ çумне çыхăнса ларсах çывăртăм.

Çапла эпĕ темиçе кун çывăрнă (ăна хам та пĕлместĕп), пĕр ирпе вăранах кайрăм. Упа çаплах пĕр хусканмасăр выртать, хам çапах çĕре анма хăратăп.

— Нивушлĕ çын таврашĕ çӳремест ку тăрăхра, — тесе шухăшлатăп.

Пулăшу ыйтса кăшкăрма пуçларăм. Инçетрен пăшал пенĕ сасă илтĕнсе кайрĕ. Эпĕ те пăшалпа персе хам ăçтине пĕлтертĕм. Вăхăт нумай та иртмерĕ, ман телее пула, часах пĕр сунарçă çитсе тăчĕ.

— Сыхлан! — — тетĕп çакна, — асту, патне ан пыр, упасем юриех вилĕш пулса выртаççĕ, хăйсем патне çитсенех çынна пусса ӳкереççĕ, — тетĕп.

Çак сунарçă пăшалне тытрĕ те упана тĕллесе хаплаттарчĕ. Манăн упа мĕшĕлт те тумарĕ. Пăхрăм та тĕлĕнмелле япала куртăм: манăн Шашкă, шăнасран пулас, упа хăлхи ăшне кĕрсе çывăрнă та, пăшал сассине илтсенех сиксе тăрса, çак сунарçă патнелле чупса кайрĕ.

— Ку чăнласах вилнĕ-мĕн, — тесе тин йывăç çинчен çĕре антăм.

Хам витĕр шăнса кайнă, урасем пĕр-пĕринчен иртсе çĕре те пусаймаççĕ. Аран-аран уткаласа пытăм та, пуртă тăршипе упана çамкинчен çапса пăхрăм. Упа чăнласах вилнĕ иккен, пуртă тăршипе çапсан та мешĕлт те сикмерĕ.

— Итле ĕнтĕ çав Кăтра Карачăма, — тетĕп. — Хăй ялта чи ватă сунарçă тесе мухтанатчĕ, упана мĕнле тытмаллине те пĕлмест иккен, пулаççĕ çав тĕнчере суеç сунарçăсем, — тетĕп.

Ман пата пынă сунарçă хам ывăл вĕрентекен ялтанах пулнă. Мана вăл çакăн пек тĕлĕнмелле хыпар каласа пачĕ:

— Сана ывăлу тайгара аташса çӳрет е упасем тытса вĕлерчĕç пулĕ тесе шутлать. Эсĕ тухса кайнăранпа лăпах виç кун иртрĕ, эсĕ таврăнманнине кура ялти пур сунарçăсем те тайгана сана шырама тухрăмăр, — тет

Çакна илтсен эпĕ тĕлĕнсех кайрăм. Виçĕ кун та виçĕ çĕр йывăç çинче çыхăнса çывăрнă иккен.

— Капла манăн хырăм та выçсах кайнă пулĕ, — терĕм те хырăма тытса пăхрăм. Ман хырăм чăнах та пуш-пушах тăрса юлнă.

Витĕр шăннипе кăшт çеç вилсе каяттăм. Ыр, Шашкăна илсе тухрăм. Ăна илсе тухман пулсан, упине те тытас çукчĕ. Çав упан какайĕпе çуне çинипе çеç шăнса пăсăласран хăтăлса юлтăм.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: