Ан макăр, хурăн
Пирĕн пахчара эп астăвассах лаштра хурăн ӳсет. Тахçанах ватăлнă вăл, кушăрка хупписем те кукамай пичĕ пекех чĕркеленсе пĕтнĕ, хăй вара пурпĕрех илемлĕ, илĕртӳллĕ. Уйрăмах çуркуннепе капăр. Сип-симĕс çулçисем вăййа тухма хатĕрленнĕ аппа мăйĕнчи кĕмĕл тенкĕсем евĕр йăлтăртатса кăна тăраççĕ, пĕр-пĕрин çумне сĕртĕнсе хăйсен чĕлхипе ачашшăн пăшăлтатаççĕ.
— Кур-ха, Çеруш, кур, çулçăсем алă çупаççĕ! — тет кукамай.
— Юптар ытларах! — кулатăп эпĕ. — Вĕсен алă çук.
— Айван-ха эс, мăнукăм, — пуçран лăпкать кукамай. Пĕлессӳ килет тĕк, йывăçсен ал-ура кăна мар, çунат та пур. Кĕркунне çиттĕр-ха акă — кăтартап сана çулçăсем мĕнлерех вĕçсе ярăннине, çĕр çуммипе чăшăлтатса чупнине.
— Пирĕн хурăнăн та алă пур-и? — ыйтатăп кăсăкланса (тем те пĕлет кукамай: калама тытăнсан çăвара карсах итлетĕп ăна).
— Пулмасăр! Ав, пуçа перĕнеслех усăннă.
— Хе! — кулатăп эпĕ. — Туратсем!
— Пирĕншĕн — турат, хурăншăн — алă, — хăйĕннех перет кукамай. — Вĕсемпе йывăçсем пире шăрăхпа çил-çумăртан хӳтĕлеççĕ, пушартан сыхлаççĕ.
— Епле — сыхлаççĕ?
— Çаплах, чип-чиперех!
— Вĕсен мĕн, насус пур-им?
— Шал йĕриччен малтан итле эсĕ, — кӳренереххĕн тавăрать кукамай, — Ӗлĕкрех пӳрт-çуртсен тăррине хальхи пек хĕç тимĕрпе мар, ытларах улăмпа витетчĕç. Урамăн пĕр вĕçĕнче пушар тухать тĕк, йĕркипех шăлса тухмасăр та чарăнмасть. Сикет те сикет пĕр çуртран тепĕр çурт çине. Пĕррехинче (эп ун чух санран та пĕчĕкрехчĕ), ĕççи вăхăтĕнче, пирĕн касра вут-кăвар тухрĕ. Сӳнтерекен çук: вăй питти арçынсемпе хĕрарăмсем пурте уй-хирте. Çитменнине, шывĕ те аякра. Инкек çине синкек тенĕ пек, çил çĕкленчĕ. Мĕнех тăвайăпăр-ха эпир, ватăсемпе вĕтĕсем? Чупкалатпăр, çуйхашатпăр, йĕретпĕр... Çулăм вара çуллать те çуллать типсе шултăркаланă пĕренесемпе хăмасене, хĕрлĕ çĕлен пекех явăнать.
Пирĕн кил умĕнче вуллисем çурăлса пĕтнĕ ватă йăмрасем кашласа ларатчĕç. Аякран пăхсан вĕсен айĕнче ӳпĕнсе ларакан пĕчĕк пӳрт курăнмастчĕ те — йăлтах сип-симĕс çулçă туратпа витĕннĕччĕ. Анне çав йăмрасене, чӳречерен хĕвел çути кĕртмеççĕ тесе, кастарасшăнччĕ — атте килĕшмерĕ: «Ларччăрах урама илем кӳрсе, çăкăр ыйтмаççĕ».
Ак хайхи, çулăм кӳршĕсен хуралтисене те хыпса илчĕ. Йĕри-тавра хĕм сапса вĕçекен улăм çунăкĕсем пирĕн пӳрт çине те сиксе ӳкесшĕн, анчах та ем-ешĕл йăмра çулçисене пырса çапăнаççĕ те — сӳнеççĕ... Ĕнтĕ йăмрасем хăйсем те çатăртатса çунаççĕ (çинçе тураттисем, ыратнине тӳсеймен евĕр, авкаланаççĕ-авкаланаççĕ те — хăрса типнĕ алă пек çĕрелле усăнаççĕ), çапах çулăма хыпма памаççĕ.
Кĕçех аттепе анне те чупса çитрĕç. Атте, тулли витре йăтса, тӳрех пӳрт тăррине хăпарса кайрĕ, халь-халь тивсе хыпасла хĕрсе вĕриленнĕ улăма шывпа сапа пуçларĕ...
Ларса юлчĕ вара пирĕн кил, кĕл-хăрăмпа витĕннĕскер, кассипе пĕр-пĕччен — йăмрасем хăтарса хăварчĕç. Хăйсем вилчĕç... Çап-çарахчĕ вĕсем, вулли çинчи хупписем те, çуннă ӳт пек, сĕвĕне-сĕвĕне ӳкнĕччĕ. Йĕре-йĕрех касрĕ атте асап курнă йывăçсене. Каярахпа вĕсен вырăнне урăххисем, çап-çамрăккисем лартрĕ. Ак çак хурăн та унăнах, вăл шăварса-пăхса ӳстерчĕ.
Чылайччен чĕнмесĕр тăтăм эпĕ, шухăша путнăскер. Намăс пулчĕ мана, çăмăлттайскере, кукамай умĕнче. Çак самантра эпĕ хам çураличченех çĕре кĕнĕ мăн кукаçипе пĕрле пултăм. Манăн та, ун пекех, нумай-нумай йывăç лартассăм килчĕ.
Вăхăт хăвăрт шурĕ. Хура кĕркуннепе сивĕ хĕл хыççăн сисмесĕрех ăшă, хĕвеллĕ çуркунне çитрĕ. Малтан урам хушшисем, çырма-çатра-сем кĕрлесе юхакан çăра шывпа тулчĕç, шупкаланса хăмăрланчĕç. Кăштахран юртан тасалнă сăрт çамкисем те симĕсленчĕç, йывăçсем кăчка ларчĕç.
Темлерен эпĕ, шкултан таврăннăскер, уроксем тума пуçличчен пуçа уçăлтарас тесе картишĕнче выляса çӳрекен шăллăм патне тухрăм. Çав вăхăтра пирĕн пата кукамай кăштăртатса çитрĕ, пире пахчана чĕнчĕ.
— Кĕçех çимĕçсем акмалла-лартмалла пулать, — терĕ. — Унччен йăрансене тӳрлетер-ха, çӳп-çапăпа пĕлтĕрхи курăк-тымара пуçтарар.
Кĕтĕмĕр. Хĕвеллĕ вырăнта тăпра типнĕпе пĕрех. Çатан çумне çамрăк вĕлтрен тапса тухнă.
— Айтăр-ха кайса курар, мĕнле пурăнать унта пирĕн чиперкке, — мунча патĕнче кашласа ларакан хурăн еннелле утрĕ кукамай.
— Мĕн курмалли пур унта, йывăç йывăçах ĕнтĕ! — сӳрĕкленчĕ шăллăм.
— Эп луччă урама каяп.
— Урама санăн кăна мар, Çерушăн та тухас килет. Пахчари ĕçе вĕçлемесĕр ниçта та каймастăн, — терĕ кукамай çирĕппĕн.
Петюк, урисене лăнк-лăнк пускаласа пирĕн хыççăн лӳперрĕн сĕнкĕлтетрĕ.
Пытăмăр хурăн патне. Пăхатпăр: вулă, пĕр хăлаç çӳллĕшĕнчен пуçласа çĕре çитиех кăмăскаллă кĕрен шĕвĕкпе сăрланнă.
— Ай-уй, мĕн пулнă ку хурăна, мĕншĕн çăра юн юхтарать? — йывăç йĕри-тавра кускаларĕ кукамай. Тинкеререх пăхрĕ те пĕççине шарт çапрĕ. — Ак тамаша! Ара, ăна пуртăпа каснă-иç. Эй-яй-яй! Кам алли çĕкленнĕ-ши çакнашкал ним айăпсăр илем çине? Курăр-ха, ачасем: этем пекех макăрать, куççулĕпех йĕрет...
Ман хамăн та куçсем шывланчĕç çак самантра. Чун кӳтсе килчĕ, кăмăл хуçăлчĕ. Хыçаларах тăракан шăллăм вара... пуçне чикнĕ, тутине çыртнă, ури пуçĕпе тăрăшсах тăпра чавалать. Çавăнтах эпĕ Петюк мĕншĕн çапла хăвăрт улшăннине те, мĕншĕн урама шăвăнасшăн пулнине те — йăлтах ăнлантăм. Пĕр-икĕ эрне каярах вăл мана тутлă шыв ĕçтернĕччĕ. «Мĕн ку?» тесе ыйтсан: «Каламасп, секрет», — тенĕччĕ. Хурăн шывĕ — акă мĕн пулнă çав пылак вăрттăнлăх!
Тĕмсĕлсех пăхатăп шăллăм çине, сăнатăп: калать-и, каламасть-и? Тунать, пытарать пулсан, чăнне кукамая хамах, пĕр тăхтамасăр калатăп: Петюк каснă тетĕп.
Тăчĕ-тăчĕ те хайхискер çапла — куçне йăвалама, нăшăклатма пуçларĕ. Унтан сасăпах йĕрсе ячĕ:
— Кукама-ай...
— Мĕн пулчĕ, Петюк? Мĕншĕн йĕретĕн? — хыпăнса ӳкрĕ ватти.
— Эп касрăм ăна-а...
— Хурăна-и?
— Ă-хă...
— Тур çырлахтăрах! Ма касрăн?
— Пылак шыв юхта-ар-тă-ăм... Ту-утлă терĕç те...
— Кам каларĕ?
— Ачасе-ем...
— Кала эс вĕсене, айвансене: хурăн шывне юхтарсан хавшаса чире кайма пултарать. Касаканĕн алли вара ĕмĕрлĕхех хăрса типет. Пăх-халĕ, мĕн чухлĕ юн тăкнă вăл, мĕскĕн... Эс ĕçни те ахаль шыв мар, çĕртен илекен сĕткен. Мĕнле пурăнмалла ĕнтĕ ун халь, э?
— Эпĕ те... алăсăр юлатăп-и? — терĕ те Петюк, тата хытăрах макăрма пуçларĕ. Кукамай ăна йăпатма, лăплантарма тăрăшрĕ:
— Ытлашши ан татăл-ха, мăнукăм. Тройцă кунĕ хурăнран каçару ыйтса пăхăпăр. Апла-капла тейĕп, ачи йĕркеллехчĕ-ха, хальччен никама та пăсăк туманччĕ тейĕп. Тен, пĕррелĕхе каçарĕ. Анчах асту, чĕрĕ йывăç çине алă çĕклекенĕн хăй ĕмĕрĕнче вунă йывăçран кая мар лартса ӳстермелле...
Çав куннех эпир Петюкпа хурăн вуллине çуса тасатрăмăр, пылчăкпа сĕрсе çыхрăмăр.
Пахчаран тухас умĕн шăллăм мана хулран тытрĕ:
— Кала-ха, Çеруш, вуннăран пысăкраххи миçе?
— Вунпĕр, — терĕм эпĕ.
— Ăна пĕлетĕп-ха... Тата пысăкраххи пирки эп.
— Вуниккĕ.
— Унтан та, унтан та пысăкраххи? — çав-çавах хăпмарĕ Петюк.
— Ну, çĕр!
Шăллăм хурăна тинтерех çеç сипленĕ вырăнтан ыталарĕ те:
— Каçар, чиперкке, урăх нихçан та кӳрентермĕп сана, — терĕ шăппăн. — Вуннă мар, çĕр йывăç лартăп ӳссен...
Петюк сассине илтсе-ши ватă хурăн халичченхинчен ытларах тайăлчĕ. Вара, пире вăрăм кун-çулпа пархатарлă ĕçсем суннăн, ешĕл шерепеллĕ пурçăн тутăрне нихçанхинчен сумлăраххăн вĕлкĕштерме тытăнчĕ...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...