Тăван çĕршыв, ман айăп çук...


Тăван çĕршыв, ман айăп çук,

Таса эп сан умра.

Чĕлхем сӳнмен, эп сан ачу,

Çунатăп хĕм-вутра.

 

Кăвар чĕре сӳнми тапать

Вучахлă кăкăрта,

Тем тĕрлĕ сăвă шаранать

Вут çиçĕмлĕ ăсра.

 

Вутра шăраннă сăвăсем

Кирлех-ши халăхна?

Чи çывăх туйăмлă туссем

Кĕтеç вулакана.

 

Тăван çĕршыв, илт ман сасса,

Ман çирĕп сăмаха.

Хам пурнăçа, сана савса,

Паратăп халăха.

 

Çĕртме, 2000.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


xjrj-gjrj (2009-03-28 17:45:53):

кун пек савасем килешмессе мана! Пурнасна ан пар никама та! Хаван пурнасу хавнах кирле пуле!

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: